Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вася магазинра урай ҫунӑ, приказчиксене пулӑшнӑ, тавар илме пыракан «ятлӑ» ҫынсене алӑк уҫса кӗртнӗ, складран тавар ҫӗклесе килнӗ.
Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Ара, сирӗн укҫалла сутас вырӑнне таварпа тавар ҫеҫ улӑштараҫҫӗ вӗт.— Но у вас же меновая торговля! У вас же все меняется одно на другое.
Сигарета пачки // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
— Купцасем эпир, тӗрлӗ таварпа суту-илӳ тӑватпӑр та, кимӗ путрӗ ав, тавар йӑлт шыва кайрӗ.— Мы — купцы, разным товаром торгуем, да вот лодка наша потонула, и весь товар погиб.
Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
«Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» саккунӑн 25-мӗш статйи тӑрӑх ҫимелли мар таварсене, туянакана вӗсем хӑйсен хурмипе, виҫипе, фасонӗпе, калӑпӑшӗпе, тӗсӗпе е комплектацине пула кӑмӑла кайман пулсан, туяннӑ вырӑнта ҫавнашкалтарах урӑх тавар ҫине ылмаштарма ирӗк пур.
Эпоксидлӑ сӑмала ҫинче хатӗрленӗ шпатлевкӑна лавккана каялла тавӑрса пама май пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29403.html
Анчах тавар илекенсене астарса кӗртес тата сутӑ тӑвас тӗлӗшрен ман ӗҫ начар ӑнӑҫса пыратчӗ; ҫав калаҫма юраман салху мужиксем, йӗкехӳресем пек карчӑксем яланах темрен хӑраса та пуҫа усса ҫӳрекенскерсем, мана хӗрхенмелле пек туйӑнатчӗҫ, ман ҫирӗм пус ытлашширех ыйтмасӑр тавар илекене иконӑн чӑн хакне шӑппӑн калас килетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ӑна тавар ӑҫта илесси пурпӗрех, йӳнӗрех ҫеҫ илесчӗ, тавар таврашне вӑл чухламасть!— Ему всё едино, где купить, лишь бы дешево, а в товаре он не понимает!
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑрттӑн ӑсатакан тавар тӗркисем крепость хуми айӗнче час-часах эрни-эрнипе выртни ҫинчен никам та шухӑшлама пултарайман, ҫав вӑхӑтрах таможня чиновникӗсем горецсен пӳрчӗсене кӑлӑхах ухтарса, пытарнӑ таварсем шыраса ҫӳренӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тавар илекенсене пӑхасси — вӗсемпе пӗлсе, асӑрхаттаруллӑн калаҫни, тавар суйласа илме пулӑшни.
Магазина кӗрсен… // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫынсемпе суту-илӳ тӑвакан Таманго, ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ ҫын, халь анчах ҫыран хӗррине пӗр пысӑк ушкӑн чура илсе пынӑ, вӑл вӗсене йӳнӗ хакпах сута-сута янӑ, унӑн хӑй таварне сахаллатас килнӗ, апла тусан тавар илекенсене ҫырлахтарма ҫӑмӑлтарах пуласса шаннӑ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Тавар сӗтелӗ хушшинче ларакан хуҫа майри, такам хытӑ кӑшкӑрса янине илтсен, чупса тухать те хӑраса хытсах каять: ун умӗнче пӗр ҫын тавар сӗтелӗ ҫумне таянса тӑрать, хӗрарӑм ҫине вӑл хурлӑхлӑн та хӑюсӑррӑн пӑхать.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Пысӑк магазинсене хӑш-пӗрисене кӑна уҫнӑ, анчах хӗрарӑмсем кунта пӗчӗк ураписем ҫине ача-пӑча теттисемпе тӗрлӗ шӑкӑр-макӑр тавар тиесе урамсем тӑрӑх сутса ҫӳреҫҫӗ; каҫсенче ураписене ҫуртапа ҫутатаҫҫӗ, ҫуртинчен вара таварӗсем ҫине ҫурта ҫӑвӗ тумлать.
I. Париж урамӗсенче // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тавар илекенсем, тавара илсе, ҫапла каланӑ: «Спаҫҫипӑ!» — вара, кайнӑ чухне, палланӑ ҫын пек сывпуллашнӑ.Покупатели забирали покупки, говорили: «Спасибо» — и, уходя, прощались, как со знакомой.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл тавар илекенсене пӗрре хӑй патӗнчен ӑсатнӑ та каллех чӗнсе илнӗ, арҫынсем пулсан, куҫӗсене хӗссе илнӗ, хӑйӗн таварне, сассине шеллемесӗр, пӗр километртан илтӗнмелле кӑшкӑрса мухтанӑ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗрарӑмсемпе, лавҫисемпе пулмалла, ҫӳхе катан пиртен ҫӗленӗ шурӑ кӗпе, галифепе атӑ тӑхӑннӑ кӗрнеклӗ ҫын калаҫса тӑрать: те тавар сутаканӗ, те тавар йышӑнаканӗ Вӑл Рубцов-Емницкий иккен.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӗлӗк тавар илме аллӑ-утмӑл ҫухрӑма ҫӳремелле пулнӑ, халӗ акӑ кунтах — лавкка, чӑрӑш хӑмисенчен тунӑ, ырӑ шӑршӑллӑ, хӗрлӗ тавар тӑкӑ-тӑкӑ чыхса тултарнӑ лавкка.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тата ҫулталӑкра пӗр-икӗ хутчен, тавар патне каятӑп тесе, Воронежа кайса килнӗ, анчах та, тӗрӗссипе, вӑл унта тавар патне мар, станицӑра халлӗхе лӑпках-ха, казаксем нимӗнле усал ӗҫ те тума шутламаҫҫӗ, тесе пӗлтерме ҫӳренӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫыннисем те, малтан ҫав шава хӑйсем пуҫарса янӑскерсем, кулӑшла та мӗскӗн: вӗсем тусанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, вӗлтӗркке, — вӗсен хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинче выртакан йывӑр тавар айӗнче ӳпӗннӗ кӗлеткисем, шӑрӑхпа шӑв-шавра, пӗлӗт пек тусан ӑшӗнче унталла та кунталла васкаса чупса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем, таврари хӑйсене хупласа тӑракан темӗн ҫӳлӗш тимӗрсемпе, тавар куписемпе, кӗмсӗртетекен вагонсемпе, хӑйсем тунӑ япаласемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех ҫухалса каяҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тавара карап ҫине тиенӗ чухне тӗпнерех хурсассӑн шайлашу ҫирӗпрех пулать, ҫавӑнпа тавар тиемелли пӳлӗмсем карапӑн аялти пайӗнче вырнаҫнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кивелнӗ тавар туса кӑларни тупӑшлӑ пулма пултарайман тата ҫӗнӗ йышши таварсене кӑлармасӑр тӑма май ҫук условисем йӗркеленеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Шел те, хӑшпӗр чухне тавар кӑларакансем сутакан тавар пахалӑхӗ пирки тӑрӑшмаҫҫӗ.Жаль, но иногда производители товара не заботятся о качестве продаваемого товара.
Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28