Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Анания пророк Иеремия мӑйӗнчи сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. кай та Ананияна ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ йывӑҫ сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн, ун вырӑнне Эпӗ тимӗр сӳсмен тӑвӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пушӑ ҫапни суранлӑ йӗр тӑвать, чӗлхе ҫапни шӑмма-шакка ҫӗмӗрет; 21. хӗҫ ҫивӗчӗшӗ нумай ҫынна пӗтерчӗ, ҫавах вӗсем чӗлхе пӗтернинчен сахалрах; 22. кам ҫав чӗлхерен пытанса юлнӑ, кам унӑн хаярлӑхне тӳссе курман, кам унӑн сӳсменне тӑхӑнман, кам ун тӑллипе тӑлланман — ҫавӑ телейлӗ: 23. унӑн сӳсменӗ — тимӗр сӳсмен, унӑн тӑлли — пӑхӑр тӑлӑ, 24. унӑн вилӗмӗ — хаяр вилӗм, тамӑк та унран лайӑхрах.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗрӗс, ҫак хастарлӑха пӗлмен ҫынсем те пулаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа пурӑнма пуҫласанах тӳрех хӑйсем ҫине мӗнле сӳсмен ҫакланнӑ, ҫавна тӑхӑнаҫҫӗ, мӗн ӗмӗр иртиччен вара ҫав сӳсменпе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
27. Ҫавӑ кун акӑ мӗнле пулӗ: унӑн йывӑр ҫӗклемӗ санӑн хулпуҫҫийӳ ҫинчен, унӑн сӳсменӗ санӑн мӑю ҫинчен хывӑнса ӳкӗ; самӑр ӳтрен сӳсмен хӑйпӑнса ӳкӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Усал арӑм вӑл — вӑкӑр сӳсменӗ, каллӗ-маллӗ ҫапӑнакан сӳсмен; ӑна илекенӗ — скорпиона алла тытаканпа пӗрех.9. Движущееся туда и сюда воловье ярмо - злая жена; берущий ее - то же, что хватающий скорпиона.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сантӑр, хӗрӗ кӗнине ҫав самантрах асӑрхарӗ пулин те, ун еннелле ҫаврӑнса пӑхмарӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр сӳсмен юсаса ларчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ывӑлӗ патне сиккелесе пырса ун ҫине уртӑнчӗ тет те часах аллисене, пушатнӑ сӳсмен пӑявӗ пек, лӑштӑр ярса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ, тет — илтӗнчӗ хӗрарӑмсем хушшинче тӑракан Мархва сасси.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Эсӗ юрату ҫулӗ ҫинче никам вӗрентмен, нихҫан та сӳсмен тӑхӑнтарса курман, турта хушшине тӑратман ҫӑтӑр-ҫатӑр лаша пекех.
XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вара туртасене, сӳсмен пӑявне, урхалӑх-хырӑмсалӑха тепӗр хут турткаласа, силлесе пӑхрӗ.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Мустай лашасене йӗнерчӗк, сӳсмен лектерсе суран тавраш туман-ши, тесе йӑлтах тӗрӗслерӗ.
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сӑрт тӗпне ансан, вӑл хутаҫран ҫӑкӑр кӑларчӗ те ӑна йӑлтах лашана ҫитерсе ячӗ, хӑй чӑкӑт татӑкӗ кӑларса пӗр-иккӗ ҫыртрӗ, лав тавра утса ҫаврӑнчӗ, сӳсмен пӑявӗсене, тевӗшсене, урхалӑха тыткаласа пӑхрӗ, тилхепене туртрӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пушӑ аллипе, сылтӑммипе, сӳсмен пӑявне салтса ячӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Халь ӗнтӗ ӗнелсем пишсене хӑваласа пычӗҫ, ҫул май хуса ҫитнӗ лавсене тӳнтерчӗҫ, сӳсмен пӑявӗсене каса-каса, лашисене ирӗке ячӗҫ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӳсмен пӑявӗсене, каса-каса, лашисене ирӗке хӑваласа ячӗҫ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Краҫҫын ҫутсан, атте сӳсмен юсама тытӑнчӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Йывӑр ӗҫпе те пӑха пӗлменнипе ҫеҫ чӳхсе ҫитнӗ пуль, апӑрша; сӳсмен тивнӗ йӗрсем те палӑраҫҫӗ ав.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Акӑ вулӑр мӗн ҫырнӑ йыхрав хучӗ ҫине, — терӗ Калуккассинчи Сӳсмен Епхинӗ, Исмук Павӑлӗпе Евлен еннелле хучӗпе хӑмсарса.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сӳсмен ӑшне пытарни пит вырӑнлӑ пулчӗ, атте, — сапӑрланчӗ Микихвер.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Анчах та пӗлместӗп вара, — терӗ малалла старик кӑмӑлсӑрланса: — вӑл Гарпенченко, турӑ каҫартӑрах, чан-чӑн сӳсмен ӗнтӗ: вексельсем сутӑн илет, ӳсӗмле укҫа парать, торгисенче именисем туянать…
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
— Сӳсмен мирлӗ сана…
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.