Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрсе (тĕпĕ: сӗтӗр) more information about the word form can be found here.
Эпӗ ӑна хамӑн пулӑшӑва сӗнесшӗнччӗ, тенкел ҫинчен тӑнӑччӗ те ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра вӑл паллакан ҫын, савнийӗ пулас, Эмиль ятлӑскер, курӑнса кайрӗ; хайхискер хӗрарӑма лӑплантарать, унӑн ашшӗ таврӑнни, амӑшӗ сывални пирки евитлет; вара вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче чуп турӗҫ; шӑп ҫак самантра хайхи йӗксӗк — эпӗ ӑна сӑнасах лараттӑмччӗ — пистолетне йӑпӑр-япӑр кӑларчӗ те Эмиле персе пӑрахрӗ, унтан, тӑнне ҫухатнипе ӳкекен хӗре ярса тытса, ӑна сӗтӗрсе каясшӑнччӗ, анчах эпӗ хӑвӑрт кӑна тӗллерӗм те йӗксӗке уринчен кӗрӗслеттертӗм.

Я хотел уже было предложить ей свои услуги и встал, но в это время показался ее знакомый, должно быть, жених, Эмиль, который утешил ее, сказав, что ее отец вернулся, а мамаша выздоровела; и они поцеловались при всей публике; тогда мерзавец, с которого я не спускал глаз, ловким выстрелом из пистолета свалил Эмиля и, подхватив упавшую в обморок девушку, хотел утащить ее, но я, быстро прицелившись, всадил ему в ногу пулю.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Ҫунасем юр ӑшне кӗрсех ларчӗҫ, вӗсене сӗтӗрсе кӑларма питӗ нумай вӑй кирлӗ.

Сани так глубоко увязли, что вытащить их было делом большой трудности.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Вуҫех халран кайнӑскер — Бурль ҫывӑрмалли пӳлӗмелле уксакласа утрӗ, урипе туйине сӗтӗрсе алӑкран хӑяккӑн кӗчӗ, вӑл алӑка шаплаттарса хупнипе пӳрт хыттӑн кӗрлерӗ.

Совершенно усталый, Бурль захромал к спальне, боком провалился в дверь, волоча ногу и трость, и хлопнул дверью ток громко, что загудел дом.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Эпӗ вӑрмана каятӑп, каланӑ ӳсен-тӑрана пухатӑп, ӑна мана чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑракан д'Обремон валли сӗтӗрсе ҫитеретӗп.

Я отправлялся в лес, собирал приказанные растения и тащил их нетерпеливо встречавшему меня д'Обремону.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Мана, чӑннипех те, шутсӑр ӑнмасть, — сасӑпах сӳтсе яврӗ ҫапкаланчӑк, — кур-ха: тырӑ миххи е сысна тушки вырӑнне куҫ умне лекнӗ пӗрремӗш карма ҫӑвара, тӑманана сӗтӗрсе пыратӑп, хам вара ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан икӗ урасӑр та юлма сунатӑп.

Решительно мне не везет, — рассуждал он вслух, — тащить вместо мешка хлеба или свинины первого попавшегося ротозея, которому я от души желаю лишиться обеих ног.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Эсӗ мана сӗтӗрсе каймарӑн, — шанчӑклӑ тусӑн шӑпах ҫапла тумаллаччӗ.

Ты не утащил меня, как следовало бы поступить верному другу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Вун тӑватӑ сехет ишнӗрен асаплансах-ӗшенсех ҫитнӗ Риттерпа Клаусон кимме пӑрӑсӑн малти пайӗпе хӑйӑр ҫине, чулсен хушшине, аран-аран сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, шыв чакнӑ чух юхса каясран — хускалми чулран ҫирӗппӗн ҫыхса хучӗҫ.

Измученные четырнадцатичасовой греблей Риттер и Клаусон с трудом втащили суденышко передней частью киля на песок, между камней и накрепко привязали к камню, чтобы шлюпку не отнесло отливом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Смита грот-мачта патне сӗтӗрсе пычӗҫ те ӑна вилнӗ ҫын арчинчен халех хӑпмашкӑн хистесех ыйтрӗҫ.

Притащили Смита к грот-мачте и стали требовать, чтобы он немедленно расстался с сундуком мертвеца.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Тилӗрсе кайнӑ Кольбер хӗрӗ икӗ вулӑллӑ йывӑҫ патне сӗтӗрсе пычӗ, вӗсен хушӑкне Джойӑн аллипе кӳлепине хӗстерсе хучӗ те хӑй тепӗр енчен тӑчӗ.

Вне себя Кольбер подтащил ее к дереву с раздвоенным стволом и, протиснув в это раздвоение ее руку, причем ободрал кожу, зашел сам с другой стороны.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Эпир ӑна шлюпка патне сӗтӗрсе кайрӑмӑр, вӑл вара… савӑнӑҫлӑн кулать…

Мы потащили его к шлюпке, он смеялся.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пер аллинче унӑн салтак пӑшалӗ, — ӑна тарнӑ чухне конвойран туртса илнӗччӗ, тепринпе патакран ҫыхнӑ вӑрман сыснине сӗтӗрсе пырать.

В одной руке он держал солдатское ружье, отнятое у конвоя в момент побега, другой тащил привязанную к палке небольшую дикую свинью.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Анчах кӑткӑн ачасене итлесе тӑма та вӑхӑчӗ пулман: вӑл хӑйӗнчен виҫӗ хут пысӑкрах улӑм пӗрчи сӗтӗрсе пынӑ, хӑйне пурӑнма пӳрт тума васканӑ.

Но муравью некогда было их слушать: он тащил соломинку втрое больше себя и спешил строить свое хитрое жилье.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

— Ленур, сана вилнӗ негр сӗтӗрсе кайнӑ тени тӗрӗсех-и?

 — Ленур, правда, что тебя уносил мертвый негр?

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Аян патрона кӑларчӗ, пӑшал кӗпҫине ҫуса тасатрӗ, шлюпкӑна тарӑн ҫӗре сӗтӗрсе кӗчӗ — вӑл хыпаланать; унпа пӗрле, унран пӗр ҫеккунт та юлмасӑр, хулари ҫӳлле хӗр шывра чӗр куҫҫи таран ҫӳрет.

Аян вынул патрон, промыл ствол и вывел шлюпку на глубину — он торопился; вместе с ним, ни на секунду не оставляя его, ходила по колена в воде высокая городская девушка.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян ӳкрӗ; ҫӗкленсен вӑл шлюпка тӗпӗ шӑтасса тата ӑна вилӗм сӗтӗрсе каясса кӗтрӗ.

Аян упал; поднявшись, он ждал немедленной течи и смерти.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аяккарах каяс-тӑк, апат-ҫимӗҫ хутаҫӗсене таҫта ҫити сӗтӗрсе ҫӳремелле.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Атя, иш Сӑпани патне, — вӑйпах тытрӗ те Альтюк сӗтӗрсе кайрӗ Хӗлимуна хӗр патне.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пытармасӑр каласан, эпир Канаш чугун ҫул станцийӗнчен чаплӑ сейф сӗтӗрсе тухрӑмӑр.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрарӑм ҫавӑнтах… лӑштӑр пулчӗ те хуллен-хуллен ҫӗре авӑнса ӳкрӗ, ҫӗҫҫе халӗ те алӑран вӗҫертмен Антуна, хӑйпе пӗрле сӗтӗрсе, ирӗксӗрех куклентерчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шыв курӑкӗ, юшкӑн-туйӑн, шапа хуранӗ талккӑшпех ҫыпӑҫнӑ яккӑра сӗтӗрсе шывран канат тӑсӑлса хӑпарать.

Канат полз из воды, таща за собою якорь, сплошь облепленный водорослями, тиной и раковинами.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed