Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑхман the word is in our database.
сӑхман (тĕпĕ: сӑхман) more information about the word form can be found here.
Ҫӳхе сӑхман уртса янӑ ҫарапуҫ килпет арҫын Атӑл хӗрне хуллен юрттарса килчӗ те шыв хӗрринчи хӑйӑр ҫинех кӗчӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Сарӑлса та сырӑнса, Туй картине ҫыхӑнса, Саплӑк сӑхман тӑхӑнса, Ташлӑр, сикӗр вӑрӑнса!» — Тесе ларать Ҫиментей Хай кӗслине ӗнерсе.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Майрисем сӑхман тӑхӑнчӗҫ, пилӗкӗсене урхалӑхпа туртса лартрӗҫ.

Женщины надели кафтан, обтянули поясницу чересседельником.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Шалчана ҫӗре тӑрӑнтарчӗ, ҫине сӑхман тӑхӑнтартрӗ, пиҫиххи ҫыхтарчӗ, ҫанни вӗҫне хулӑ ҫыхса хучӗ.

Help to translate

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Марине пӳртрен ҫӗтӗк сӑхман, пиҫиххи илсе тухрӗ.

Help to translate

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Матви хӑвӑрт тӑрса ларчӗ, урине ҫӗтӗк ҫӑматӑ тӑхӑнчӗ, ҫине ҫӳхе тӑла сӑхман уртрӗ, тӑмаланнӑ ҫӳҫне йывӑҫ турапа хапӑл-хапӑл тураса якатрӗ.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хӑй патнелле хура сӑхман тӑхӑннӑ, хура тӑла сырнӑ, шап-шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗр ҫывхарнине асӑрхарӗ.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кулине инке, вӗсем хыҫҫӑн алӑка тачӑ хупса, ҫаклатса лартрӗ, хушӑксенчен сивӗ кӗресрен алӑк сулли ҫине кивӗ сӑхман майласа хучӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫине авалхи хура сӑхман тӑхӑннӑ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халиччен килсе кӗмен ҫын ахальтен ҫӳременнине ӑнланса: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачасем… Кунта темӗн ырӑ мар пулнах. Микула, эсӗ тумланса хатӗрлен-ха. Эпӗ тухса пӑхкалам! — терӗ те Ҫтаппан сӑхман тӑхӑнса тухса кайрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта сӑхман ҫаннинчен парка йӑмрасем нумай.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑхман арки айне пытарса кай.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм парӑнмарӗ, килӗшесле мар сасӑпа: — Эсӗ ҫамрӑк халь, пурнӑҫра нимӗн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксӗмӗр, аллӑ ҫине пусрӑмӑр. Мӗн тусан хамӑр ачасене лайӑх пуласса та чухлатпӑр. Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн юратуран телей мар, ҫӗтӗк сӑхман та ҫӗлесе тӑхӑнас ҫук, — терӗ те вӑл, ачи хутне кӗресрен, арӑмӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пиллӗкӗшӗн ҫийӗнче килте тӗртсе тунӑ пуставран ҫӗлетнӗ вӑрӑм та пӗрмеллӗ сӑхман.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнпе сӑхман, аҫам, кӗрӗк, тӑлӑп туса тумланӑн!

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ хӗрарӑмсем те, хӗрупраҫӗ те урисене хура ҫӑм тӑла чӗркесе ҫӑпата сырнӑ, вӑрӑм кантрисене чӗркуҫҫи таран меллӗн ҫавӑрса пынӑ, ҫийӗсене хура шупӑр е пӗрмечеллӗ сӑхман, ватӑраххисем пуҫа ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.

Help to translate

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсене хирӗҫ шурӑ пански чӑлхи ҫинчен вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ, ҫине пӗрмечеллӗ сӑхман тӑхӑннӑ, пуҫне шерепеллӗ чечеклӗ тутӑр ҫыхнӑ ҫап-ҫамрӑк хӗр тухрӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа килне кӗрсе кайсан, вӑл ҫине хӑпӑл-хапӑл сӑхман тӑхӑнса ячӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ, вара, кӑштӑртатса, Сахар патне каҫрӗ.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шурӑ тӑла чӑлха ҫинчен вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ, пӗрмечеллӗ хура сӑхман е сарӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ, шерепеллӗ капӑр тутӑр ҫыхнӑ кинемисем, ҫӑмламас ҫӗлӗк, кивӗ кӗрӗк е сӑхман тӑхӑннӑ мучисем тӑватӑ урампа чиркӳ еннелле утаҫҫӗ.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така малтанхи ҫитӗнӳпе лӑпланмарӗ, Антун урлӑ шак! шак! тутарса каҫрӗ те, ҫине кивӗ вӑрӑм сӑхман уртса янӑ ача хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed