Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмсисене (тĕпĕ: сӑмса) more information about the word form can be found here.
Вӗсем хӑйсене хӗрхенмесӗр, тӑнлавсене пӗҫерсе ҫӳҫсене кӑтралантараҫҫӗ, сӑмсисене шӑл порошокӗпе шуратаҫҫӗ, — питҫӑмартисене конфет хучӗпе хӗретеҫҫӗ.

Они нещадно палили себе виски и волосы щипцами, пудрили нос зубным порошком и румянили щеки конфетной бумажкой.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Елпешке чашкӑ ҫинче хӗрлӗрех тӗслӗ ачаш сысна ҫурисем шурӑхнӑ сӑмсисене хурлӑхлӑн кӑнтса выртатчӗҫ, вӗсен умӗнче аллисене пысӑк ҫӗҫӗ тытнӑ виҫӗ командир тӑратчӗҫ.

Аппетитные, нежно-розовые, с бледными, скорбными мордами поросята лежали на блюде, и три командира стояли над ними с большими ножами в руках.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумайӑшӗ куҫӗсене шӑлаҫҫӗ, сӑмсисене туртаҫҫӗ.

Я видела, что многие сморкаются, вытирают глаза.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӳречерен уйӑх ҫути кӗрсе вӗсен сарӑ та кӑвак пичӗсене, путнӑ ҫӑварӗсене, тӗтреллӗ те ҫурри хупӑ куҫӗсене, тӑсӑк сӑмсисене ҫутатса тӑнӑ…

Луна сквозь окна освещала их желтые и синие лица, ввалившиеся рты, мутные, полузакрытые глаза и высунувшиеся носы…

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хальхи вӑрҫӑра пӗтӗм арҫынсем, нумай хӗрарӑмсем ҫапӑҫаҫҫӗ; сӑмсисене лайӑххӑн шӑлайман ачасем те, станоксем ҫинче ӗҫлеме пӗвӗ ҫитмен пирки, ещӗксем ҫине тӑрса снарядсене хӑйраҫҫӗ» — терӗ вӑл.

когда все мужчины и многие женщины страны воюют, когда даже сопливые мальчишки, став на ящики, так как у них не хватает роста для работы на станке, точат снаряды».

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унӑн атӑ сӑмсисем ҫавӑн чухнехи модӑпа, коньки пек, питӗ ҫӳлелле таврӑнса тӑраҫҫӗ, — ун пек пултӑрччӗ тесе, ҫамрӑк ҫынсем вӑл вӑхӑтра питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ: сехечӗ-сехечӗпе стена ҫумӗнче ларса, хӑйсен атӑ-пушмак сӑмсисене стена ҫумне пӑчӑртаса тытса тӑнӑ.

носки его ботинок были по моде сильно загнуты кверху, наподобие лыж, — результат, которого молодые люди того времени добивались упорным трудом и терпением, просиживая целые часы у стенки с прижатыми к ней носками.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed