Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сукмакпа (тĕпĕ: сукмак) more information about the word form can be found here.
Такан каштисенчен пӑяв-йӑлмак ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре кремле илсе каякан сукмакпа виҫҫӗн анчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Ту енчи мӑрсасем тахҫантанпа паллакан ҫар пуҫлӑхӗсем — Горбатый-Шуйский боярин, Петр Серебряный князь тата Иван Черемисинов стрелецкий голова.

Help to translate

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кукӑр-макӑр сукмакпа ҫул хӗррине тухса пысӑк йывӑҫ хыҫне кӗрсе тӑчӗ, кӗтме пуҫларӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав сукмакпа Валя-почтальон велосипедпа вӗҫтерсе килни курӑнчӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Униче хапхинчен уя тухсан сылтӑмалла пӑрӑнмалла та сукмакпа тӳрех каймалла.

Выйдя из околицы в поле, надо свернуть направо и идти по тропинке прямо.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпӗ тапаланса тухрӑм, ана пуҫне тупрӑм, вара яка сукмакпа утрӑм.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир урӑх сукмак ҫине пӑрӑнтӑмӑр, Спанюкпа Васса иккӗш шӑкӑлтатса тӳрӗ сукмакпа анса кайрӗҫ.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Часах эпир ҫултан пӑрӑнса сукмакпа кайрӑмӑр та хамӑр ана тӗлне ҫитрӗмӗр.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ шыв ҫинелле пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра, сукмакпа ман паталла пӗр ҫын ҫывхара пуҫларӗ.

Help to translate

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн ҫыран хӗрринчи хӑвасем хушшипе каякан сулхӑн сукмакпа утмалла.

Help to translate

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ухтиван сиксе тӑчӗ те сукмакпа пунеттейсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Ухтиван сорвался с места и кинулся вслед за понятыми.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван сӗрме купӑсне тытса ларма ӗлкӗрнӗччӗ кӑна, сукмакпа такам асӑрханса утса килни илтӗнчӗ, кӗҫех лупас алӑкӗнчен Ивук пуҫӗ курӑнчӗ.

Немного успокоившись, взялся за скрипку и едва тронул смычком струны, услышал чьи-то осторожные шаги, вскоре в дверном проеме показалась голова Ивука.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем Яриле мучи такӑрлатнӑ ансӑр сукмакпа пӗчӗк уҫланка тухрӗҫ.

Узенькой тропкой, проторенной Яриле, они прошли к небольшой полянке.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс ансӑр сукмакпа пыран.

Help to translate

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей ним шутлама пӗлмерӗ, ӑҫта ҫӗтрӗҫ вӗсем — вӗтлӗхе кечӗҫ-им, е урӑх сукмакпа ялалла хӑпарчӗҫ?

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Гариф тӗнчере ют ҫын ӑсӗпе пурӑнакан ҫын мар, вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе пурӑнать, хӑй палӑртса хунӑ сукмакпа утать.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗтлӗх патне ҫитсен вӗсен иккӗшин икӗ енне уйрӑлмаллаччӗ, анчах Укахви сукмакпа кӗмерӗ, унта ҫул туман-ха тесе, тантӑшне килне ҫитичченех ӑсатса ячӗ, вара Тутаркасран хӑйсен ялне тухрӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Улӑх тӑрӑх хӗрсем килеҫҫӗ, сӑртран ансӑр сукмакпа шкул ачисем ушкӑнпа анаҫҫӗ, ҫывӑхри урамсенчен тухман ҫын пӗрре те юлман.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ял патне ҫитеспе Сехре, лав хыҫӗнчен тухса, тилхепине алла илчӗ, Марине вара унтан пӑрӑнчӗ те сукмакпа хӑйӗн килне кӗчӗ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кам ҫӳрет сан патна ҫак сукмакпа каҫсерен?»

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑл хӗрринчи кукӑр-макӑр сукмакпа ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ ҫын утать.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed