Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сукмакпа (тĕпĕ: сукмак) more information about the word form can be found here.
— Акӑ Крестовой та, — терӗ мана штабс-капитан, хамӑр Чертовой Улӑхне ҫитсен юрпа витӗннӗ сӑрт ҫинелле кӑтартса; ун тӑрринче тӗксӗм чул хӗрес курӑнать, хӗрес патӗнчен аран-аран палӑракан сукмак иртет, аяккинчи ҫула юр хӳсе кайсан, ҫав сукмакпа ҫӳреҫҫӗ пирӗн лавҫӑсем: тусем ҫинчен юр ишӗлсе анман-ха, тесе пӗлтерчӗҫ те, лашасене хӗрхеннипе пире тавра ҫулпа ҫавӑрттарса кайрӗҫ.

— Вот и Крестовая! — сказал мне штабс-капитан, когда мы съехали в Чертову долину, указывая на холм, покрытый пеленою снега; на его вершине чернелся каменный крест, и мимо его вела едва-едва заметная дорога, по которой проезжают только тогда, когда боковая завалена снегом; наши извозчики объявили, что обвалов еще не было, и, сберегая лошадей, повезли нас кругом.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Алексей санаторине асфальтпа витнӗ, икӗ енчен хурӑнсем лартнӑ сарлака ҫулпа мар, станцирен вӑрман урлӑ кӳлӗ патне тухакан такӑр сукмакпа пычӗ.

Алексей пришел к санаторию не по широкой асфальтовой, обсаженной березами кружной дороге, а по тропе, проторенной прямо от станции через лес к озеру.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унтан пӗр сукмак тупрӗ те, ҫак сукмакпа тӳрех хӑй килӗ хапхи патне пырса тухрӗ.

Затем попал на тропинку, которая и привела его прямо к воротам его дома.

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сукмакпа пыракан хӗр аллинчи йывӑр чӑматанне ҫӗр ҫине лартрӗ те тулӑ пуссине кӗрсе чечек татма пуҫларӗ.

Девушка, идущая по тропинке, поставила тяжелый чемодан на землю и, свернув на пшеничное поле, стала собирать цветы.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Старик тӑчӗ те сукмакпа тӑвалла хӑпарса кайрӗ.

Старик поднялся и пошел тропинкой в гору.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Ҫав сукмакпа вӗсем ҫӳлелле улӑхма тапратрӗҫ.

Они стали подниматься по этой тропинке.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ансӑр сукмакпа пыратпӑр.

Идём по узкой тропинке.

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Ҫапах та 20 ҫул ытла пӗр сукмакпа утакансем пӗр-пӗринчен йӑлӑхнине ӑнланма йывӑртарах.

Help to translate

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Сукмакпа васкаса утнӑ чухне патака малалла кӑнтарса пырсан лайӑхрах.

Когда быстро ходите по тропинке, палочку хорошо бы протягивать вперёд.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Халӑхӑм! ҫулпуҫусем сана ҫулран пӑрса ячӗҫ, тӗрӗс мар сукмакпа илсе кайрӗҫ.

Народ Мой! вожди твои вводят тебя в заблуждение и путь стезей твоих испортили.

Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эпӗ сана ӑслӑлӑх ҫулне кӑтартатӑп, сана тӳрӗ сукмакпа ертсе пыратӑп.

11. Я указываю тебе путь мудрости, веду тебя по стезям прямым.

Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманӑмсене кура Хӑвӑн ҫулупа пыма вӗрент мана, тӳрӗ сукмакпа илсе кай мана; 12. тӑшманӑмсен аллине ан пар мана: мана суя кӳнтеленсем тапӑнаҫҫӗ, вӗчӗ тытса тӑраҫҫӗ.

11. Научи меня, Господи, пути Твоему и наставь меня на стезю правды, ради врагов моих; 12. не предавай меня на произвол врагам моим, ибо восстали на меня свидетели лживые и дышат злобою.

Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed