Шырав
Шырав ĕçĕ:
Садри ҫулсем ҫине кӑчӑртатакан вӗт чул сапса тухнӑ, айккисене пысӑк кӗрен раковинӑсем лартнӑ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Садри хытӑ сукмак ҫинче кӳлленчӗксем кӑшт ҫеҫ ҫуталса курӑнаҫҫӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Уйӑх ҫутинче вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла тухакан чӳрече ҫине выртса пӑхкаламасӑр чӑтма пултараймастӑп эпӗ, Шапошников ҫурчӗн ҫуталнӑ ҫивиттийӗ, хамӑрӑн прихутри чиркӗвӗн чаплӑ тӑрри, хӳмепе тӗмӗн садри сукмак ҫине ӳкекен мӗлки ҫине тинкерсе вӑрах лармасӑр тӳсме манӑн хал ҫитмест, ҫавӑнпа кайран ирхине вунӑ сехетре кӑна аран-аран вӑранатӑп.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуллахи кун ҫумӑрлӑ кичем ҫанталӑкра ҫывӑрма выртма, хӗвел анаспа вӑранса куҫ уҫма, чӳречен анлӑ тӑваткӗтеслӗхӗнче, хӑмпӑлчӑланса чӳрече янахне хулӑ пек пыра-пыра ҫапӑнакан пир каркӑҫ айӗнчен, ҫӑка аллейин ҫумӑрпа йӗпеннӗ сулхӑн хӑмӑр кӑвак енне тата чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркасемпе ҫуталнӑ садри нӳрӗ сукмака курма, кӗтмен ҫӗртен садри вӗҫен кайӑксен хаваслӑ пурнӑҫне илтме, кантӑк лаптӑкӗнче хӗвел ҫутипе витӗр курӑнса явӑнакан хурт-кӑпшанка асӑрхама, ҫумӑр хыҫҫӑнхи сывлӑш шӑршине туйма, «каҫ пулас умӗнхи ҫакнашкал вӑхӑта ҫывӑрса ирттерме намӑс мар-и мана» тесе шухӑшлама тата пурнӑҫпа хӗпӗртесшӗн сада чупса тухас шутпа хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑма тӗл килнӗ-и сире?
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑр кил-ҫурт умӗнчи улӑха, садри ҫӳлӗ ҫӑкасене, тап-таса пӗвене, ун тӗлӗнче явӑнакан чӗкеҫсене, витӗр курӑнакан шурӑ пӗлӗтсем чарӑнса карса илнӗ кӑвак тӳпене, шӑршӑ сарса ларакан ҫӗнӗ утӑ капанӗсене аса илтӗм, манӑн пӑлханса кайнӑ кӑмӑл-туйӑмра татах та нумай ырӑ асаилӳсем мӗлтлетрӗҫ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен вӑйлӑ ҫил ҫулсем ҫинчи тата хирти тусана ҫавӑрттарса хӑпартать, садри ҫӳлӗ ҫӑкасемпе хурӑнсен тӑррисене авать, тӑкӑнакан сарӑ ҫулҫӑсене инҫете вӗҫтерет.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пурӑнмалӑх ӑнсӑртран тупӑнакан ӗҫсене туса — садри шурлӑхсене ҫулса, коверсем тасатса, паровой прачечнӑйсенче ӗҫлесе укҫа тупса вӗренсе пынӑ.
Джек Лондон // А. Роскин. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 3–5 с.
Каччӑна вӑл садри тӗттӗм кӗтессе ертсе пычӗ, унта, вӗтӗ ҫапӑ-ҫатрака купи ҫине кӑтартса, пӑшӑлтатса каларӗ:Привела его в тёмный угол сада и там, указав на кучу мелкого хвороста, шепнула ему:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сывлӑхӗ самайланнӑ май Владимир Ильич пуриншӗн те хӗпӗртеме тытӑнать: пӗр-пӗр шӳт е ӑсла сӑмах илтсен те, ҫӗнӗ кӗнеке курсан та, кӗрхи садри сарӑ ҫулҫӑ вӗҫнине асӑрхасан та…
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Эпӗ мучие: санӑн садри сливӑсене вӑрлама хатӗрленмен, те пурӑнакан кил хуҫи хӗрарӑмӗн те сад, ҫав садра та сливӑсем пур, тесе каласшӑнччӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Александрински садри йывӑҫ турачӗсем юр пуснипе ҫӗрелле усӑннӑ.Липы Александринского сада наклонили сучья под тяжестью снега.
Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ирех пӗр-пӗр кӗнеке йӑт та уттара пар садри сулхӑнрах кӗтесе — тӗнчере мӗн пурри йӑлтах манӑҫа тухать.С утра забирай какую пожелаешь книжку, найди в саду потенистее уголок — и всё на свете забыто.
Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӗҫлесе пӗтертӗн — бульварсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳре, садри сӗтел хушшинче ларса пӗр курка сӑра ӗҫ, е театра кай.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Эпӗ мӗншӗн садри кашни курӑк пӗрчи ҫине вӑрахчен сӑнаса пӑхнине хӗрача, ахӑртнех, ӑнланаймасть курӑнать.Она, видимо, не понимала, почему я так долго рассматривал каждую травинку сада.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Улмуҫҫисемпе садри грушӑсен ҫулҫи витӗр, ту хушӑкӗсен тӗллипе, броня пек ватӑ хуйӑрпа витӗнсе, шӑрт пек ем-ешӗл те ҫамрӑк мӑк сӑрса илнӗ тирексен вуллисем хушшинче хӗвел ылтӑнӑн йӑлкӑшса ҫутатать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӑлханнипе, выҫӑпа, ывӑннипе халтан кайса ҫитнӗ Артамонов садри ҫу пек сарӑ ҫутӑн виҫӗ йӗрӗ урлӑ сарлака, хура мӗлке иртсе кайнине курчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей вӑйлатса пыракан ӗҫ шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ сӑртсем тӑрӑх анлӑрах та анлӑрах сарӑлнӑ; халӗ ӗнтӗ ҫав сӑртсем хӑйсен ылтӑн тӗсне ҫухатнӑ, унта слюда кӗмӗл евӗрлӗ йӑлтӑртатни те пӗтсех пынӑ, кварцӑн куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатакан хӗлхемӗсем сӳннӗ, хӑйӑр ытларах та ытларах таптаннӑ, ҫуркунне ун ҫинче ҫулсеренех тӗрлӗ ҫумкурӑксем ем-ешӗл сарӑлса ӳснӗ, сукмаксем ҫинче шӑнӑр курӑкӗ хӑйӗн ҫулҫине ҫӗр ҫумнелле уснӑ; хупах мӑн хӑлхисене сарса янӑ; садри йывӑҫсем фабрика тавра чечек сапаланӑ; кӗрхи ҫулҫӑсем, ҫӗрсе, самӑрланакан хӑйӑра ҫемҫетнӗ, фабрика хытӑрах та хытӑрах шавланӑ, ытларах пӑшӑрхантарнӑ, чӑрмав кӳнӗ; унта ҫӗршер йӗке сӗрленӗ, станоксем пӑшӑлтатнӑ; яра кунӗпе машинӑсем антӑхса каяс пек хашканӑ, фабрика ҫинче татти-сыпписӗр ӗҫ шавӗ кӗрлесе тӑнӑ, — ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи ху пулнине туйса тӑма тӗлӗнсе каймаллах, мӑнкӑмӑлланмаллах аван пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тепӗр чухне вӗсем, пӗр-пӗрне ыталаса, чӳрече умне пырса лараҫҫӗ те, садри тутлӑ шӑршӑсене сывласа, пӗр-пӗрне нимӗн те чӗнмеҫҫӗ.Иногда они, обнявшись, садились у окна, дыша вкусными запахами сада, и молчали.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав садри шӑтӑксенче снарядсемпе минӑсен штабелӗсем купаланса тӑнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ухӑпа та ҫӗмренсемпе выляса хӑтланнинчен садри кайӑксем ҫеҫ сиен курма пултарнӑ, кун пек выляса хӑтланни ашшӗн кӑмӑлне савӑнтарнӑ.
XXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.