Шырав
Шырав ĕçĕ:
Садри кӳлӗ хӗрринче пӗр ватӑ ҫын — хан ывӑлӗн аталӑхӗ — пулӑ тытса ларать, пӗве пуҫӗнче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм — хан майрин тарҫисем — кӗпе чӳхеҫҫӗ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Садри ҫамрӑк улмуҫҫисене курсан, унӑн куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ҫуталса йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Пурин ҫинчен те ыйтать: пӗччен пурӑнма кичем мар-и, ӗҫкунӗ миҫе тунӑ, сивӗре садри йывӑҫсем шӑнса пӑсӑлман-и?
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре ҫынсенчен чеерех пулма шутланӑ: ӗҫкунӗсем ҫине кӑҫал тырӑ те нумай тивет-ха, те нумай тивмест, ку вӑл паллӑ мар, садри панулми луччӗ шанчӑклӑрах япала, ӑна сутатӑп та хӗл каҫмалӑх тырӑ илетӗп, тенӗ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗмӗл чӗлӗхсем такама мухтаса юрланӑ пек е такама кунта йыхӑрнӑ пек янраҫҫӗ, вӗсен сассинче пӗрре хӗрсен чӗрене кайса тивекен юрри, тепре вӑрманти кайӑксем чӗвӗлтетни, тепре тата садри шӑпчӑкӑн илемлӗ кӗвви илтӗнсе тӑрать.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Садри йывӑҫсем ун ҫине ҫумӑр тумламӗсем тӑкӑҫҫӗ, сӑмсана ҫӗмӗрт шӑрши, панулмин ытарайми шӑрши ҫапать, пит-куҫа нӳрлӗ ҫулҫӑ сӗртӗнет, йывӑҫсем, Карачӑм ҫинчен вӑрттӑн калаҫнӑ пек, пӑшӑлтатса илеҫҫӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унта Ших-Мамай мӑрсан садри роза пек чипер хӗр ӳсет имӗш.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӗрпе каччӑ садри улах вырӑна ахалех пыман пулӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав садри пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурта халӗ Совет влаҫӗ Чӑвашсен куҫса ҫӳрекен театрӗ валли уйӑрса панӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тулта никам та курӑнмасть — Блюм садри сукмакпа утать; йӗри-тавра — ҫӳллӗ вулӑсен шурӑ тӗсӗ саланнӑ ырӑ шӑршӑллӑ сулхӑн; шупка кӗрен, шутсӑр йышлӑ венчиксен тарӑнӑшӗнчи чӗрӗ юр мӗльюн-мӗльюн хурт-кӑпшанкӑна сӗрлет-нӑйӑлтатать-мӑйлать-ҫатӑртатать; шӗвӗр вӗҫлӗ, йӗплӗ, ҫавра, сапака евӗрлӗ чӗнтӗрлӗ ҫулҫӑсен ярӑмӗсем пуҫ ҫийӗн тата малта вӑрттӑн ҫутӑ ӗнтрӗкӗн эрешӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; сукмак вӗҫӗнче, карта леш енче, чул куписен хушшинче сӑртсем ҫинелле — Суаналла — чупакан чуллӑ ҫул каҫхи тусанра йӑлтӑртатса шуранкаланнӑ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ватӑ садри ҫав тери хӳхӗм тӗттӗм сукмак вӑрттӑн-таса хумханупа тулса ларнӑ.Очаровательный темный путь в старом саду был полон таинственно-чистого волнения.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Эпӗ тӗлӗк куртӑм: эпӗ ирӗкре пек, садри йывӑҫсене ӳкернӗ шторм Покет бухтине манӑн тахҫанхи юлташӑн яхтине хӑваласа кӗртнӗ пек.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Нок хӳме урлӑ ыткӑнса каҫрӗ, садри тӗмсемпе клумбӑсем тӑрӑх тепӗр хӳме патнелле вирхӗнчӗ.Перепрыгнув забор, Нок мчался по садовым кустам и клумбам к следующему забору.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Садри раковинӑран тухакан вальс кӗввисене пула (кунти икӗ краҫҫин лампиллӗ фонарь ҫеҫ ҫутатакан тусанлӑ аллея чухӑн пулсан та) яланлӑха иртсе кайнӑ вӑхӑтран — балри Платьен шурӑ аркипе суллакан ҫамрӑклӑха хаяррӑн аса илекеннисем те пулнӑ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тепрехинче Глюмдальклич мана садри ҫерем ҫине пӗчченех лартса хӑварчӗ, хӑй ҫав хушӑра гувернанткипе таҫта кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Таса та яка хӑйӑр, нихӑҫан та нимӗнле хум пулмасть, йӗри-тавра вӑрман, леш карап ҫинче садри пек чечексем ӳсеҫҫӗ.Чистый, гладкий песок, никогда никаких волн, кругом лес, цветы цветут на том корабле, как в саду.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Купецсем мусульмансемех пулнӑ пулсан та, ку садри улах вырӑнта стакансемпех джин, виски тата коньяк ӗҫнӗ, савӑнса юрланӑ, пӗр-пӗрне чеен куҫ хӗсе-хӗсе илнӗ.
Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Халь, ларкӑч ҫине таянса, пӗтӗмпе урӑлса ҫитменскер, вӑл Хайдерабадра вӑхӑта епле ирттернине тӗлӗкри пек тӗпе-йӗрӗпе аса илсе пынӑ: хула тулашӗнчи ҫурта ҫити тонгӑпа уҫӑлса ҫӳрени, садри фонтансем, пальма айӗнчи кавирсем, улма-ҫырла соусӗсем ярса тунӑ ӑнланмалла мар ҫимеллисем асне килнӗ ӑна.
Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Эпӗ ҫывӑраймарӑм, вара Олегпа садри тенкел ҫине тухса лартӑмӑр.
Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пӑрахутӑн сӑмсинче те, хӳринче те, садри пек, йывӑҫ саксем лараҫҫӗ, сӗтелсем те пур, кунта палуба мар — васкавлӑн кӗрсе ҫырткаласа тухмалли вырӑн тейӗн.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.