Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ара, эпӗ ир-ирех ҫитсе тӑратӑп та пуринчен малтан сутса пӗтеретӗп те.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Эсӗ ҫак ҫӗр ҫинчен ӑна пӗр ҫын, пӗр выльӑх юлмиччен, вӑл ӗмӗрлӗхе пушхир пулса тӑриччен пӗтеретӗп тесе малтанах каласа хунӑ» те.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑш чухне Эпӗ мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен «кӑклатӑп, хӗн кӑтартатӑп, пӗтеретӗп ӑна» тетӗп, 8. анчах ҫакна илтнӗ халӑх хӑйӗн усал ӗҫӗсенчен хӑпсассӑн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна усал тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, хӑваласа ҫитетӗп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп; 39. вӗсене аркататӑп, вӗсем ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ: 40. Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхрӑн, мана хирӗҫ тӑнисене ман ура айне ӳкертӗн, 41. Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартрӑн; эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп: 42. вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест; 43. эпӗ вӗсене ҫил умӗнчи тусан пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхатӑн, мана хирӗҫ тӑракансене ура айне ӳкеретӗн; 41. Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартатӑн, эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп: 42. вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест; 43. эпӗ вӗсене тусан авӑснӑ пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп, ҫӑратӑп.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам пултарнӑ этемсене Эпӗ ҫӗр ҫийӗнчен пӗтеретӗп, этемрен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калта, тӳпери вӗҫен кайӑк таранах пӗтеретӗп, вӗсене пултарнӑшӑн Эпӗ ӳкӗнтӗм ӗнтӗ, тенӗ.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.