Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Ҫав кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет.32. О дне же том, или часе, никто не знает, ни Ангелы небесные, ни Сын, но только Отец.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тата каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ: ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать те 27. ҫӗрле ҫывӑрать, кӑнтӑрла тӑрать; вӑрлӑх епле шӑтса епле ӳснине пӗлмест те вӑл: 28. ҫӗр хӑй тӗллӗнех малтан ешӗл калча, унтан пучах ӳстерет, унтан пучах ӑшне тӗшӗ тултарать.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38. талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39. талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40. ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41. алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Аттем пурне те Мана панӑ, Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест; Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӗнче ӗнтӗ сӗмлӗхре выртать, унта пурӑнакансем — ҫутӑсӑр, 21. мӗншӗн тесессӗн Санӑн саккунна ҫунтарса янӑ, ҫавӑнпа та Эсӗ мӗн тунине, мӗн тӑвассине никам та пӗлмест.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун хушшинче Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, Вӑл тӗрӗс мар ӗҫ тумасть, ирсерен ялан Хӑйӗн сутне кӑтартать; анчах йӗркесӗр ҫын намӑса пӗлмест.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӑнкӑмӑллӑ ҫын, йӳҫекен эрех пек, лӑпланаймасть, ҫапла вара хӑйӗн чунне тамӑк пек сарса пырать, вилӗм пек тӑрана пӗлмест, вӑл хӑй патне пур халӑха та пухать, йӑхсене пурне те тыта-тыта илет.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗмӗле ҫаратӑр, ылтӑна ҫаратӑр! кил-ҫуртра тыткаламалли хаклӑ йышши тӗрлӗ япала иксӗле те пӗлмест.9. Расхищайте серебро, расхищайте золото! нет конца запасам всякой драгоценной утвари.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ютсем унӑн вӑйне ӗмсе тӑнӑ — вӑл ӑна сисмен; ӗнтӗ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ — ҫакна хӑй те пӗлмест.9. Чужие пожирали силу его и он не замечал; седина покрыла его, а он не знает.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӳпери чарлан та хӑйӗн вӑхӑтне пӗлет, улатӑпа та, чӗкеҫ те, тӑрна та хӑйсем вӗҫсе килмелли вӑхӑта астуса тӑраҫҫӗ; Манӑн халӑхӑм вара Ҫӳлхуҫа саккунне пӗлмест.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӑнӑҫлӑх ҫулне пӗлмеҫҫӗ вӗсем, вӗсен ҫулӗ ҫинче тӳрӗ сут ҫук; вӗсен ҫулӗсем кукӑрӑлса кайнӑ, ҫав ҫулсемпе пыракан никам та тӑнӑҫлӑх мӗнне пӗлмест.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑкӑр хӑйӗн хуҫине, ашак хӑй хуҫийӗн сырӑшне пӗлет; Израиль вара [Мана] пӗлмест, Манӑн халӑхӑм ӑса кӗрсе ҫитеймест.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пурин ҫинчен те тӗплӗн шухӑшлама тӑрӑшать, тӑнсӑр та мӑнаҫлӑ ҫын вара шиклене пӗлмест.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫын ҫынна ҫилленсе тӑрать, хӑй Ҫӳлхуҫаран сывлӑх ыйтать; 4. хӑй пек этеме хӗрхене пӗлмест, хӑй ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслать; 5. хӑй — ӳт кӑна, хӑй ҫилӗ тытать: кам ӑна ҫылӑхӗнчен тасаттӑр?
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫакна та пӗлмест вӑл: Турӑ пурне те малтанах, пултаричченех, пӗлсе тӑнӑ, вӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн та пӗтӗмпе пӗлсе тӑрать.29. Ему известно было все прежде, нежели сотворено было, равно как и по совершении.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Этем куҫӗ курасран ҫеҫ хӑрать вӑл, 27. Ҫӳлхуҫа куҫӗ хӗвел ҫутинчен вунӑ пин хут вӑйлӑрах ҫутатса тӑнине, 28. этем ҫул-йӗрне пурне те курса тӑнине, улах ҫӗртине те витӗр курса тӑнине пӗлмест вӑл.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑмӑла кайман ҫын — вырӑнсӑр каланӑ юптару; вырӑнсӑр юптару айван ҫын ҫӑварӗнчен татӑла пӗлмест.19. Неприятный человек - безвременная басня; она всегда будет на устах невежд.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй вара пурлӑхне ыттисене парса хӑвариччен, хӑй вилсе выртиччен мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнине те пӗлмест.18. И не знает он, сколько пройдет времени до того, когда он оставит их другим и умрет.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ухмах ҫынна хӑйӗн ӗҫӗ ӗшентерет, мӗншӗн тесессӗн вӑл хула ҫулне те пӗлмест.15. Труд глупого утомляет его, потому что не знает даже дороги в город.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем мӗн пуласса пӗлмест.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.