Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнса (тĕпĕ: пӑхӑн) more information about the word form can be found here.
Тепӗр чухне саккунсене пӑхӑнса туман терминсем те чӗлхене пит аван вырнаҫаҫҫӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Тӑлӑха юлнисене валли стандартсене пӑхӑнса хваттерсенче хӑтлӑ условисем туса пама тӑрӑшнӑ», – тесе пӗлтернӗ вӑл.

Help to translate

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Стадионсене пӗтӗмпех ятарлӑ стандартсене пӑхӑнса хатӗрлесе ҫитернӗ.

Help to translate

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Сӑмах май, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче йӗркене пӑхӑнса тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519

Ларӑва хутшӑнакансем ӗҫе саккуна пӑхӑнса йӗркелеменнисем тӗлӗшпе те ыйту ҫӗклерӗҫ.

Help to translate

Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519

Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республикинчи электротехника кластерӗн предприятийӗсем энергообъектсем валли тӗрлӗ модельсем калӑпласа кӑлараҫҫӗ, цифра технологийӗсене пӑхӑнса таварсен пахалӑх шайне ӳстерсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

«Перекетлӗ поликлиника» принципӗсене пӑхӑнса, амбулатори уйрӑмӗнче лаптӑксемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине пӑхса хӑварнӑ — пациентсем валли ятарлӑ хӑтлӑ зона, меллӗ навигаци, уҫӑ регистратура.

Help to translate

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Авалхи йӑлана пӑхӑнса Кӑнна Кушкисем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ мӗнпур сунарҫӑсем, сунарта чухне, ӑна пӑхӑнса, вӑл мӗн каланине туса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

«Федоров илемлӗ произведени содержанине ҫапла определени парать, ҫапла ӑнлантарать: «Объектӑлатнӑ пурнӑҫри фактсен системи, ӑшри (!) пӗррелӗх саккунлӑхне пӑхӑнса тӑракан образсен системи — илемлӗ произведенин содержанийӗ»

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Ун пек ҫынна итлеме те, пӑхӑнса тӑма та юрать».

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пыра-киле Хусан ханне пӑхӑнса пурӑнни вӗсене йӑлӑхтарса ҫитернӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсем вара Хусан ханне пӑхӑнса тӑнӑ…

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен вӗсенчен хӑшпӗри авалхи туррисене манса кайнӑ, Киремете пуҫ ҫӑпмаҫҫӗ, кӗлӗ вырӑнӗсене ҫӳремеҫҫӗ, вырӑс туррипеле пупӗсене пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авалхи йӑла-йӗркесене пӑхӑнса тӑван ҫӗре хисеплеме, ҫӗр ӗҫне сума сума хистет вӑл.

Help to translate

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑма ӑс пани те вырӑнлӑ пулассине асӑннӑ Ертӳҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Паллӑ, паллах ӗҫ йӗркине Федерацин саккунӗсене пӑхӑнса йӗркелесе пымаллине те асӑрхаттарнӑ вӑл.

Help to translate

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

И.Яковлев халалне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑннӑ, хастар та кӑвар чӗреллӗ пуҫаруҫӑ ячӗпе ҫак кун Лаш Таяпари вӑтам шкулта Асӑну хӑми уҫнӑ.

Help to translate

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

— Саккунсене ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнатӑн апла?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑйӑ правилисене пӑхӑнса Ула Тимӗрӗн халӗ Полинӑна хулпуҫҫийӗнчен лӑп туса илмеллеччӗ те, ура ҫине тӑрса, каялла тармаллаччӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed