Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыраттӑм (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Эпӗ никама чӑрмантармасӑр чиперех хам ҫулпа утса пыраттӑм.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ, Янаш ачи Михха пулмасан, чи малтанах сан пата хӑтана пыраттӑм.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавнашкал кунсенче пӗринче эпӗ урампа иртсе пыраттӑм.

Help to translate

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

— Эпӗ кунта урампа иртсе пыраттӑм та, пирӗн чи лайӑх тимӗрҫӗ ҫемйи мӗнле пурӑнать тесе пӗлме чарӑнтӑм.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Инҫех мар ӗнтӗ мулкачи, таҫта пӗр-пӗр тӑпра муклашки хӳттине шӑтӑк чавса выртнӑ пулас», — шухӑшласа пыраттӑм кӑна, шап-шурӑ мулкач сиксе те тухрӗ.

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Кашни утӑмах сӑнаса пыраттӑм пулин те, кашни утӑмрах йӑнӑш пулса пыратчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӗҫне тӑвакан ҫын мар, ӗҫне тӑвасси ҫинчен шухӑшлакан ҫын кӑна пулса тӑтӑм…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эсӗ ӳкӗтлеттӗн, эпӗ — пӗтнӗҫемӗн пӗтсе пыраттӑм

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ, хамӑн паттӑр ентешӗме шыраса, шоссе еннелле пыраттӑм, мана Андрей хӑй асӑрханӑ иккен:

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пӗррехинче эпӗ чӑвашсен шӗкӗр хулин тӗп урамӗсемпе (кунта кӑнтӑрла хунар ҫутипе шырасан та тӑван чӗлхепе ҫырнӑ реклама кураймӑн), ытти пассажирсемпе тачӑланса, троллейбуспа ҫиҫтерсе пыраттӑм.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Утса пыраттӑм ҫапла лӑпкӑн ҫеҫ, сасартӑк пӗр хӗрарӑм фермӑран тухса, ял еннелле утнине куртӑм.

Help to translate

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, ҫӑмламас хӑлхинчен ҫатӑрласа тытрӑм та ҫак упана, ҫирӗпрех кантра е пралук тупӑнсанах ӑна ҫыхса пӑрахма ӗмӗтленсе, ҫул айккинелле, енчен-енне пӑхкаласа пыраттӑм ӗнтӗ, темле сасӑ илтӗннипе хыҫалалла куҫ ывӑтрӑм ҫеҫ — сехре хӑпрӗ тухрӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

— Авланман пулсан эп халь ним мар санпа пыраттӑм.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ вара Ҫтаппан пиччесен пӳрчӗ патне чупса пыраттӑм та, чӳречинчен кармашса, Ҫтаппан пичче ҫук-и, тесе ыйтаттӑм.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Вӑрӑм шалча илеттӗмччӗ те хытӑ чупса пыраттӑм, унтан ыткӑнса сиксе каҫаттӑм, ҫамрӑк физкультурниксем пек.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт ҫывӑхрах пулнӑ пулсан пыраттӑм!

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чипер кӑна пыраттӑм, тахӑшӗ манӑн хыҫалалла тӑсӑлса юлнӑ ҫӑпата кантри ҫине лӑч! пусрӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн шуйттан тума пыраттӑм сирӗн пата! — вӑрҫса тавӑрчӗ мӑрса.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Каллех ман шухӑша вуларӑн эс, Павлуш: шӑп ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пыраттӑм, — тунмарӗ Тимуш.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чечек магазинӗ патӗнчен иртсе пыраттӑм та кантӑк витӗр курах кайрӑм.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ Ламмерикрен анат ҫулпа пыраттӑм, пӑхатӑп та — вак чул ҫинче шлепке — шурӑ хӑюпа!

Я ехал от Ламмерика нижней дорогой и увидел на щебне шляпу с белой лентой.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed