Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пылчӑкпа (тĕпĕ: пылчӑк) more information about the word form can be found here.
«Юрӗ, пушмаксӑрах киле ҫитӗп», — терӗм те пылчӑкпа «ҫапӑҫса» ана тӑрӑх Кӑшкати уйӗ еннелле уттартӑм.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те пылчӑкпа вараланнӑ плащне силлесе, татах малалла чупрӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫынна ахальтен пылчӑкпа варалани ҫеҫ.

Help to translate

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ пӗчӗк чӳрече, пылчӑкпа пӗтӗмпех вараланса ларнӑскерсем, кунсӑр пуҫне тата решетке карнӑскерсем, кӑнтӑрла та ҫутӑ питӗ сахал параҫҫӗ, ҫӗрле пӳлӗм вилӗ тӗттӗм шӑтӑка куҫать.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫар комиссарӗ хушать, — уполномоченнӑй каллӗ-маллӗ ҫӳресе урайне пылчӑкпа вараласа пӗтерчӗ, хӗл кунӗнче ӑҫтан тупнӑ-ши таса мар?

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ват ҫын хыҫҫӑн учитель сӗннипе пурте ҫапла шыв ӗҫсе пылчӑкпа сӗрӗнчӗҫ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах тӗрлӗ тӗслӗ, чечеклӗ тумтирсем тӑхӑннӑ чикансем вырӑнне кунти тенкелсем, чӑматансемпе рюкзаксем ҫинче, йӗпе ҫӗр ҫинех сарнӑ утиялсем ҫинче хулари пек тумланнӑ ҫынсем ларнӑ, вӗсен пальтисем, брюкисем, юбкисем, аттисем, пушмакӗсемпе туфлисем пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ.

Help to translate

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй пылчӑкпа пӑртак вараланнӑ.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫаплах, пылчӑкпа вараланас мар тесе, шыв кӳлленчӗкӗсене асӑрхама тӑрӑшрӗ.

Help to translate

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пылчӑкпа вараланнӑ пусма картлашкисем тӑрӑх анса утрӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫаврака пичӗ пылчӑкпа вараланнӑ пулин те сылтӑм куҫ айӗ шыҫӑнса анни лайӑхах палӑрать.

Help to translate

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗр ҫирӗм утӑмра пӗтӗмпех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ ҫын выртать.

Help to translate

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Шухӑш-туйӑм лӑпкӑ мар чух асӑрханарах утаймастӑн — Петр Васильевичсен тӗлне ҫитиччен Таранов пушмакӗсене пылчӑкпа варалама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пирӗн Сталина хур туса пылчӑкпа та тикӗтпе вараламалла-и?

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ак ӗнтӗ ҫак йӗр-ҫул хӑйне пуҫелӗклӗ, сарлака, пылчӑкпа хутӑш хӑйӑрлӑ, машина-трактор таврашӗ вӗҫ-вӗҫех ҫӳрекен лашман ҫулне (ҫук, Ула Тимӗр вӑрмана ку ҫулпа кӗменччӗ) пырса тӑрӑнчӗ те вӗҫленчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепри вӑтам пӳллӗ, ҫине кивелме пуҫланӑ хура костюм, уринче — пылчӑкпа вараланнӑ кивӗ сӑран атӑ, пуҫне кӑшӑллӑ хура карттус тӑхӑннӑ.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗпи умӗ пылчӑкпа вараланса пӗтрӗ.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑпатисем пичӗ таранах пылчӑкпа вараланчӗҫ.

Лапти по самые края вывозились в грязи,

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пылчӑкпа ҫӑрӑлса тӑракан ҫул тӑрӑх вӗсем хыҫҫӑн ӳречеллӗ ҫуна кӳлнӗ лав йывӑррӑн шурӗ.

Help to translate

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ваннӑсем йышӑнма е пылчӑкпа сипленме аякка ҫӳрес ҫук — урам урлӑ ҫеҫ каҫмалла.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed