Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйпе тӗл пулакан ҫыннӑн пурнӑҫне, кӑмӑлне, унӑн хӑнӑхӑвӗсемпе уйрӑм енӗсене пӗлмест пулин те, ӗҫ ӑнасса Кларк ҫирӗппӗнех шанать.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӑнкӑмӑллӑхпа чыслӑхран килекен паттӑрлӑх вӑл — чи лайӑх та сайра хутра кӑна тӗл пулакан паттӑрлӑх.Самый прекрасный и самый редкий героизм тот, в основе которого лежат гордость и честь.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Витязь ҫакна итлерӗ, анчах тем пирки ытла та ерипен выртрӗ, вӑл нихҫан та кун пек пулакан марччӗ.Витязь повиновался, но с какой-то странной, необычной для него медлительностью.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юлашкинчен, ҫакӑн пек вырӑнсем те пур: унта халӗ ҫӳлӗ тусем ҫӗкленсе лармаҫҫӗ, тахҫан авал ҫакӑн пек вырӑнсенче тусем пулнине, кӑвак тӳпенелле ту шӑрчӗсем кармашса ларнине, пӗчӗкҫӗ юханшывсем шавласа юхнине халӗ тӗл пулакан уйрӑм сӑртсем, тӗрлӗ ту породисем каласа параҫҫӗ.
4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Кунта пур ҫӗрте те яка чулсем: пур ҫӗрте те ҫап-ҫара чул тусем, сӑртсем, чул шӑрчӗсем; чӑнках мар ту тайлӑмӗсем имшеркке вӗтӗ курӑк ҫыххисемпе е вӗтӗ тӗмсемпе витӗнкеленӗ, айлӑмсен тӗпӗнче вара сайра тӗл пулакан ҫӑлкуҫсем ҫумӗн йывӑҫсемпе тӗмсен пӗчӗкҫӗ ращисем хӑйсем валли хӳтлӗх тупнӑ.
3. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти тусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ту породисем хуҫланчӑклӑ пулни вӗсене геосинклинальсенче пӗрнинчен килнӗ, пӗрӗнчӗклӗ хулӑн сийсем геосинклинальсенчен ҫӳлелле ҫӗкленсе хӑпарасси тата вӗсем ту хырҫисене куҫасси пӗрӗннӗ хыҫҫӑн пулакан сарӑлуран килет.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫӗр ҫинчи тусене нумайӑшӗ типекен панулми е ҫӗрулми хуппи ҫинче пулакан пӗркеленчӗксемпе танлаштараҫҫӗ.
2. Тусем – сивӗнекен ҫӗрӗн пӗркеленчӗкӗсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӗсем тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ ҫывӑхри тусем ҫинчен юханшывсем ишсе антаракан материалпа тата ҫавӑн пекех ҫырана пыра-пыра ҫапакан хумсем ишнипе пулакан материалпа хушӑнса пынӑ.
4. Геосинклинальсем — тусен ҫӗршывӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вулкан сирпӗнсе тухнипе пулакан сӑрт-ту породисене вулкан породисем теҫҫӗ.Горные породы, которые образуются при извержении вулканов, называются вулканическими породами.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӑл хӑйӗн уйрӑмлӑхӗ пулакан чеелӗхпе пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр профессора кирлӗ пек тӑвать те, ӑна профессорсем пурте юратаҫҫӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал туслашрӑм пулин те, эпӗ хамӑн чӑн-чӑн туйӑмсемпе-туртӑмсене Нехлюдовсен пӗтӗм ҫемйинчен, уйрӑмах Варенькӑран пытарассине ман умри чи пирвайхи тивӗҫ тесе шутларӑм; хама чӑннипе епле пулнӑ пек мар, пачах урӑхла йышши йӗкӗт пек, унтан та ытларах, чӑн пурнӑҫра сайра тӗл пулакан ҫын пек кӑтартма тӑрӑшрӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Амӑшӗ — ҫынсем хушшинче яланах пӗрешкел ырӑ кӑмӑллӑ та савӑк пулакан лайӑх хӗрарӑмсенчен пӗри.Мать была одна из самых приятных, всегда одинаково добродушно-веселых в обществе женщин.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя икӗ ҫул ӗнтӗ пысӑк ҫын вырӑнӗнче шутланать, хӑй тӗл пулакан мӗнпур чиперкке хӗрарӑмсене юратса пӑрахать; анчах иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнакан, кунран кун чиперленсе пыракан Катенькӑпа вӑл кашни кунах курнӑҫать пулин те, ӑна юратса пӑрахас шухӑш ун пуҫне пырса та кӗмен.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир искусствӑпа ҫутҫанталӑка пӑтраштарма ҫав тери хӑнӑхса кайнӑ та, пире ҫутҫанталӑкӑн живопиҫре нихҫан тӗл пулман сӑнлӑхӗсем ӗненмелле мар пек туйӑнаҫҫӗ, ҫутҫанталӑк чӑн-чӑн пек мар курӑнать, е тата пачах урӑхла: живопиҫре ытла нумай тӗл пулакан сӑнлӑхсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ пек курӑнаҫҫӗ, чӑн пурнӑҫра тӗл пулакан хӑшпӗр сӑнлӑхсем вара, пӗр шухӑша, пӗр туйӑма ытла та вӑйлӑн палӑртаканскерсем, шутсӑр ӗлккен пек туйӑнаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унашкал ватӑ хӗрсен юратӑвӗ ҫав тери иксӗлми; суйласа илнӗ ҫыннисем нумай пулин те, вӗсен юратӑвӗ хӑйсен таврашӗнчи мӗнпур ҫынсене, пурнӑҫра тӗл пулакан мӗнпур ырӑ тата усал этемсене савмалӑх та юлать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайран эпӗ ҫакна пӗлтӗм: Софья Ивановна ҫемьеллӗ пурнӑҫшӑн ҫуралнӑ сайра тӗл пулакан ҫамрӑках мар хӗрарӑмсен шутне кӗрет-мӗн, анчах ҫав хӗрарӑмсене шӑпа ку телее пӳрмен те, ҫакна пула вӗсем ачисемпе упӑшкисемшӗн хӑйсен чӗрисенче тахҫантанпа усранӑ, ҫитӗнтернӗ тата тӗреклетнӗ юратӑвӑн мӗнпур вӑйӗпе хӑйсем суйласа илнӗ ҫынсене пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен савма тытӑнаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мускавра та ун чухне сайра кӑна тӗл пулакан шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарсан, тап-таса тумланнӑ пӗчӗк ача мана алӑк уҫса кӗртрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир ҫӑмӑл урапа ҫине ларсан, — паянхи маншӑн хаваслӑ кун вӑл ҫакнашкал йывӑр, япӑх кӑмӑллине курма мана кичем пулни тата чӗрене ыраттарни ҫинчен эпӗ хамӑр хушшӑмӑрти туслашун тӗп никӗсе пулакан пытарманлӑхпа каларӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сирӗн сайра тӗл пулакан тӗлӗнмелле уйрӑмлӑх пур — ку вӑл шухӑшӑра ҫынтан пытарманни.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.