Шырав
Шырав ĕçĕ:
Валлиец чут ҫеҫ пукан ҫинчен йӑванса анмарӗ: — Апла пулсан, халӗ ӗҫ уҫҫӑнах палӑрать, халӗ эпӗ аванах ӑнланатӑп.Валлиец так и подскочил на стуле, помолчав с минуту, он сказал: — Ну, теперь все ясно.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ӑна пукан ҫине лартрӗҫ, старикпе унӑн маттур ывӑлӗсем васкасах тумланчӗҫ.Его усадили, а старик со всем своим выводком рослых сыновей стал поспешно одеваться.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Темиҫе минут хушши учитель темӗнле шухӑша кайнӑ пек пулса кӗнеке листисене уҫкаларӗ, унтан кӗнекене хӑй умне хучӗ те вулас тесе пукан ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Полли мӑнаккӑшӗ пукан ҫине кайса ӳкрӗ те кулса ячӗ, унтан макӑрма пуҫларӗ, кайран пӗр вӑхӑтрах кулчӗ те, макӑрчӗ те.Тетя Полли упала на стул и сначала засмеялась, потом заплакала, потом и то и другое вместе.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак мӗнпурри хушшинче вара ҫемҫе пукан ҫинче ларакан аслӑ ҫыннӑн кӗлетки ӑраснах ҫӳллӗ курӑнса тӑчӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пукан ҫинче ларакан сӗтне тӗкӗнсе те пӑхман.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Ывӑлӗ аллипе вӑйсӑррӑн кравать пуҫӗнчи пукан ҫине шаккаса кӑтартрӗ: — Лартса хӑвар ҫакӑнта.Сын бессильно постучал рукой по стулу на изголовье кровати: — Поставь сюда.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Мӗн сӳпӗлтететӗн, тӗнче йытти?! — ялт! сиксе тӑчӗ пуҫлӑх пукан ҫинчен.Что ты болтаешь, потаскуха?! - резко вскочил начальник со стула.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Унччен хӗл кунӗсенче Алиса тӑваткалласа пӗчӗк ӳкерчӗксем тӗрленӗ, амӑшӗпе пӗрле ҫекӗлпе ҫыхса пукан виткӗҫӗсем хатӗрленӗ, ҫав ӗҫсемпе ял тӑрӑхӗн куравне хутшӑннӑ.
Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
– Петруша, унта кӗме юрамасть, – пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ амӑшӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Геннадий Деомидовӑн мастерскойӗнче те вӑрман май панипе паянхи кун вуншар илемлӗ пукан, ытти япала «ҫуралать».
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
17. Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша сапрӗ те — тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчи аслӑ пукан патӗнчен хӑватлӑ сасӑ, — «Пулса ҫитрӗ!» тени, — илтӗнсе кайрӗ.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм: 3. вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тата тепӗр ангел килчӗ те ылтӑн тӗтӗркӗч тытса парне вырӑнӗ умне тӑчӗ; мӗнпур сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле аслӑ пукан умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн ӑна темӗн чухлӗ фимиам панӑччӗ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене хӗвел вӗтелемӗ, шӑрӑх та ҫунтармӗ, 17. мӗншӗн тесессӗн вӗсене аслӑ пукан умӗнчи Путек кӗтсе ҫӳрӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ патне илсе кайӗ; Турӑ вӗсен куҫӗнчи куҫҫульне шӑлса типӗтӗ, терӗ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ҫапла каларӗҫ: пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре! терӗҫ.10. И восклицали громким голосом, говоря: спасение Богу нашему, сидящему на престоле, и Агнцу!
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тата ҫакна илтрӗм эпӗ: мӗн пултарни пурте — тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те, ҫӗр тӗпӗнчи те, тинӗсри те, унта мӗн пурри пурте — мухтавларӗҫ: аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑх та, хисеп те, мухтав та, хӑват та пултӑр, терӗҫ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл пычӗ те аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчен кӗнекине илчӗ.7. И Он пришел и взял книгу из десницы Сидящего на престоле.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.