Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пукан the word is in our database.
пукан (тĕпĕ: пукан) more information about the word form can be found here.
Михха вырӑнтан хускалма ӗлкӗриччен, икӗ крючник ӑна пиншак ҫухавинчен тытса ҫӗклерӗҫ те пукан ҫине лартрӗҫ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урайӗнчен тӑр та пукан ҫине лар! — хушрӗ Богданов.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха Юхинпа юнашар пукан ҫине ларчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атьсемӗр, сӗтел хушшине ларӑр-ха! — хисеплен чӗнчӗ те Матӗрне кӑтартнӑ пукан ҫине вырнаҫрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лар-ха эппин, — пӳлӗмри пӗртен-пӗр пукан ҫине кӑтартрӗ Мошков.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех хӑвачӗ тата Матӗрне ҫепӗҫҫӗн чӗнни Ҫтаппан чӗрине парӑнтарчӗҫ, «мӗн пулсан та пулать ӗнтӗ» тесе, пукан ҫине пырса ларчӗ, урине хыврӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Матӗрне кравать умне пукан лартрӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑвӑнса тасалсан, Ҫтаппан кунта пуҫламӑш хут кӗнӗ чухнехи пек вӑтанса тӑмарӗ, тӗпелелле иртсе, пукан ҫине ларчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула пукан ҫине чул пек персе анчӗ те, намӑсран пытанас пек, аллисемпе пит-куҫне хупларӗ.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗчӗк сӗтелпе икӗ пукан.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурне те туса пӗтерсен, пукан ҫине ларчӗ те шухӑша путрӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хупла ҫӑварна! — пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ Сантӑр.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл, йӗрӗннине пытармасӑр, пукан хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан улача йӗме илсе Ҫтаппан умне пӑрахрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, пукан ҫинчен тӑрса, Богданов хыҫӗнчен утрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗртакран пӳрте кӗрсе пӑхатӑп та — кукамай пукан ҫинче пӗшкӗнсе, аллине ури ҫине хурса, пуҫне усса урайнелле пӑхса ларать, хӑй тарӑн шухӑша путнӑ…

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Велосипедпа ӑмӑртакансем те, ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсем те, кире пукан йӑтакансем те, штанга ҫӗклекенсем те, ытти секцисем те пире хӑйсен ушкӑнне хаваспах йышӑнатчӗҫ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ун йӗри-тавра — хыҫлӑ тӑватӑ пукан.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эсӗ тӗлӗнсе те савӑнса пукан ҫинчен сиксе тӑтӑн та ман пата васкаса пытӑн.

Help to translate

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Хреҫҫи вырӑн ҫинчен тӑрса тумланнӑ ҫӗре Левенти трикопа, майкӑпа хӗрарӑмсем патне тухрӗ, хыҫлӑ кивӗ пукан ҫине, ҫӗннисем — малти пӳртре, лаша ҫине утланнӑн ларчӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Старике виҫҫӗн-тӑваттӑн аллинчен-уринчен тытса пукан ҫине, унтан урайне меллӗн тӑма пулӑшрӑмӑр.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed