Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиншакне (тĕпĕ: пиншак) more information about the word form can be found here.
Иртсе пынӑ хушӑрах, пиншакне йӑпӑртлӑха уҫса, шалти кӗсйине чикнӗ темле йӑлтӑр-ялтӑр хуплашкаллӑ журнала кӑтартса: «Кирлӗ мар-и?» — теме ҫаврӑнӑҫу ҫитерчӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Апуҫ хӑпӑл-хапӑл пиншакне хыврӗ те лупашканалла вӑркӑнтарчӗ, шап-шур кӗпе вӗҫҫӗн тӑрса юлчӗ.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫӗпритун, пиншакне хывса, кӗҫӗтекен ҫурӑмне кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫийӗнчи пиншакне хывса тӑрантас ҫине ывӑтрӗ, ҫаннисене тавӑрчӗ те, аслатие ҫӗнтерес пек, пӗр кӗтмен ҫӗртен таҫта илтӗнмелле хӑватлӑ сасӑпа юрласа ячӗ:

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиксе юхакан ҫӑл умне ҫитсе тӑрсан, ҫийӗнчи пиншакне хывса силлерӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан халь ҫеҫ хӑй ҫарамассине астуса пӗрре вӗриленсе, тепре сивӗленсе кайрӗ, «Мӗн турӑм эпӗ?..» Ҫтаппан ӗштеленсе пиншакне тӑхӑнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ҫӗр тенкӗ укҫа тата ҫийӗнчи пиншакне хывса панӑ хыҫҫӑн вӗсем трактире кӗчӗҫ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, хӑй кӗпесӗррине тата ҫийӗнче темле ҫӗтӗк пиншакне астусан, самантлӑха шыв ӗҫес килнине мансах, мӗн пулса иртнине аса илме тӑрӑшрӗ:

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах пиншакне хывса Ҫтаппана пачӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вӑрҫӑран суранланса таврӑннӑ ашшӗн шинелӗнчен кӗскетсе ҫӗлетнӗ пиншакне йӳле янӑ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Брюкине нумай пулмасть якатни яр уҫҫӑн сисӗнет, костюм пиншакне сулахай алли ҫине хунӑ, васкамасӑр крыльца умне ҫывхарать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Унтан-кунтан саплӑклӑ пиншакне килте черетпе амӑшӗ те, пиччӗшӗ те тӑхӑнатчӗҫ Тумтирӗ начар пулсан та, кӑмӑл-туйӑмӗ ҫунатлӑччӗ ачан.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш пиншакне хыврӗ те хӗр ҫине уртса ячӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ҫӗрте выртакан типсе кайнӑ йывӑҫ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӑйӗн пиншакне сарчӗ те хӗре типтерлӗн хӑйпе юнашар лартрӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑвак пиншакне хул пуҫҫинчен уртса янӑ.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӗрене тытса калатӑп, — Тихон Иванович пиншакне сирчӗ те хӑрах аллипе чӗри тӗлӗнчен тытрӗ.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сантӑр Кирле пиншакне, шӑлаварне, кӗпине, шарфне кутник ҫине ывӑтрӗ.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур хӑй те пиншакне пусӑ хӗррине пӑрахрӗ, ҫум ҫумлама тытӑнчӗ.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков ҫӳхе пиншакне хыврӗ те хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мучи пиншакне ешӗл курӑк ҫине сарчӗ те ун ҫине вырнаҫса ларчӗ.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed