Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑшкӑл тунӑшӑн е вӗлернӗшӗн мӗнпур тӑван-хурӑнташсем мӑшкӑл тӑваканӗн тӑванӗсемпе хурӑнташӗсене темиҫе ӑру тӑршшӗ тавӑрса пурӑннӑ.
Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Сӗтел хушшинче ҫывӑрса кайни хӑш-пӗр ҫыншӑн темех мар пуль-ха, анчах Таранов писатель-ҫке, ун пек чухне сӗтел хушшинче ыйха путни хӑрушӑран хӑрушӑ, мӑшкӑлтан мӑшкӑл.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пӗр Эльгеева кӑна мӑшкӑл хыҫҫӑн мӑшкӑл пыра-пыра тивнӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Элекпе мӑшкӑл — икӗ пуҫлӑ вутҫӗлен: пӗр пуҫӗпе сӑхсан — элек сарӑлать, тепӗр пуҫӗпе сӑхсан — мӑшкӑл юлать.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сирӗнпе урӑхла калаҫма май ҫук: мӑшкӑл тунӑшӑн — мӑшкӑл кӳмелле, вӗлернӗшӗн — вӗлермелле…С вами — позор за позор, убийство за убийство, резня за резню…
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Юлашкинчен Иван Никифорович, мӑшкӑлӗ пӗр пулнӑскер — пултӑрах тенӗ пек, тӑшман пулса тӑнӑ кӳршин хуралтине хирӗҫ, шӑпах ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли ҫӗрте хур карти туса лартнӑ, кӑна ӗнтӗ тата хытӑрах мӑшкӑл кӑтартас-ха, тесех тунӑ пулмалла.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Ҫамрӑксен отрядне мӑшкӑл кӑтартаканни, тет вӑл Фесенкона, вӑл пӗтӗм соединенишӗн мӑшкӑл, тет.— Он считает Фесенко позором Молодежного отряда, позором для всего соединения.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫураҫнине мӑшкӑл вырӑнне хураҫҫӗ пулсан, эсир калани вара пин хут мӑшкӑл.Если нашли, что сватовство унизительно, то уж это в тысячу раз больше.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Тепӗр виҫӗ уйӑхран, Кривая Музга ҫывӑхӗнче граната ванчӑкӗпе ҫӑмӑл суранланнӑ Андрей сурансене ҫыхса яракан пунктра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ станичникрен ҫакна пӗлчӗ: Подтелков отрядне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Гремячий Лог хуторӗнче шурӑ казаксемпе ҫав хуторти ҫынсем Андрей хӗрлисем патне тухса кайнишӗн тавӑрас шутпа, унӑн арӑмне ҫав тери тискеррӗн иртӗнсе мӑшкӑл тунӑ, ҫакна хуторта пурте пӗлнӗ, вара Евдокия, ирсӗр мӑшкӑла тӳсеймесӗр, хӑй ҫине хӑех алӑ хунӑ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
12. Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ сирӗн пата ҫыру ятӑм пулсассӑн, ӑна мӑшкӑл кӑтартаканшӑн та, мӑшкӑл кураканшӑн та ҫырмарӑм, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырса ятӑм.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, йӗркесӗр патша урсах кайнӑ, Александрия хулинче пурӑннӑ иудейсене анчах мар тулхӑрнӑ, пӗтӗм ҫӗршывӗпех пурӑнакан иудейсене те хӑрушла курайманнине кӑтартса, вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр вӗсене пурне те пӗрле пухса мӑшкӑлтан та мӑшкӑл вилӗм аллине пама хушнӑ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чапшӑн мӑшкӑл тӳсни те пулать, тепӗри мӑшкӑл тӳснине пула пуҫне ҫӗклет.11. Бывает унижение для славы, а иной от унижения поднимает голову.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӗрхенсем пире, Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхенсем пире: ӗнтӗ мӑшкӑл курса тӑрантӑмӑр; 4. ӗнтӗ пирӗн чунӑмӑр мӑшкӑл курса тӑранчӗ, мӑнаҫлисем хӑртнипе, мӑнкӑмӑллисем хур тунипе тӑранчӗ.
Пс 122 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӑшкӑл!
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Анчах Ҫтаппан аллине ҫакланса мӑшкӑл курнӑшӑн мар, йӑрӑсене такам ял ҫине сарнӑшӑн пӑлханчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мана вӑл чӑтма ҫук мӑшкӑл турӗ.
Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.
Хӑйне мӑшкӑл кӗтнине сиснӗ пекех тата Хӗлимун пӗр хушӑ ӗҫмесӗр пурӑнчӗ.
46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӑйне Тамара ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫурӑлса тухасла тарӑхрӗ пулин те, чӑтрӗ вӑл, чӗрине хытарчӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Мӑшкӑл кӑтартма памастӑп!
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.