Шырав
Шырав ĕçĕ:
Астӑвӑр, пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗри теприншӗн тӑрӑшса пурӑнсассӑн, сире никам та хур кӳреймӗ, мӑшкӑл кӑтартаймӗ, инкеклӗ тӑваймӗ.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Мӑшкӑл пултӑр, хур куртӑр ҫак пӗтме маннӑ карчӑк.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсен улпучӗ качча кайма вӑхӑт ҫитнӗ кашни хӗре малтан хӑй патӗнче усратчӗ, хӗрлӗхне илсе мӑшкӑл кӑтартатчӗ, тертлентеретчӗ, кайран кӑна, амантса-суранлатса пӗтернӗ хыҫҫӑн упӑшки килне леҫтеретчӗ, тет.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсене ҫапкаланса ҫӳрекен йытта сутнӑ пек таҫти-таҫти ҫӗре ҫитиех сута-сута яраҫҫӗ, хӗрӗсене тем тӗрлӗ мӑшкӑл кӑтартаҫҫӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мӑшкӑл, мӑшкӑл-ҫке ку!
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унта эсӗ пирӗн тӑшмансем епле мӑшкӑл айне пулнине курӑн.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Савнӑ хӗрӗм вилсе выртрӗ сарӑмсӑр, Эс илӗртсе туй пулнипе вӑхӑтсӑр — Мӑшкӑл турӑн ман юратнӑ кил-йыша, Эс пистертӗн пӗлӗшсемпе хурнташа.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эпӗ пур тӗрмере куртӑм тертпе хӑшкӑл, Эсӗ кунта туйпа кӑтартатӑн мӑшкӑл.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мӑшкӑл!
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эсир хамӑр йӑлана, асаттесен ӗмӗртен пынӑ пурнӑҫ йӗркине мӑшкӑл кӳнӗ, — терӗ вӑл…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Пенишорӑна кам мӑшкӑл кӑтартнине эпир пӗлетпӗр.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хородничану хӑйне айӑпсӑр ҫӗртенех мӑшкӑл курнӑ ҫын пек тытма хӑтланчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вара, хӑй мӑшкӑл тӳснине ӑнланса (вӗренекенсем вӑл каланӑ сӑмахсене хӑлхана чикмесӗр класран туха-туха шӑвӑнчӗҫ-ҫке-ха!) Фабиан господин хӑй те унтан тухса утрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Юлашкинчен мӑшкӑл курма-и?
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Анука ҫак тери мӑшкӑл туса, айӑпне ман ҫине йӑвантараҫҫӗ пулсан, иксӗмӗре курайман тӑшман пурах.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хуҫа мӑшкӑл тума тапӑнчӗ.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Кӗтерук вырӑнне ывӑл ача пулсан, вӑл хӑйне хур тума памӗччӗ. Халь ӗмӗр тӑршшӗпех хӗн-хур та мӑшкӑл тӳсме тивет. Кама пула кунашкал телейсӗр пултӑм-ха эпӗ?
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрне Михха мӑшкӑл тума тапӑннине те манса: — Мӗн терӗн? — тесе ячӗ сиввӗн.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем хӗрне пысӑк хуйхӑ, тен, ирсӗр мӑшкӑл лекнине туйрӗҫ пулсан та, пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хама мӑшкӑл тума памӑп!
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.