Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лексе (тĕпĕ: лек) more information about the word form can be found here.
— Вӑхӑтра ӑсатмасан тырӑ кунта ҫумӑр айне лексе пӑсӑлма пултарать.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

1971 ҫулта ӑна «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцине чӗнсе илеҫҫӗ, анчах та нумаях та ӗҫлеймест вӑл редакцире — автомобиль аварине лексе йывӑр сусӑрланать, пӗрех ура ҫине тӑрать, туяпа ҫӳрекен пулать.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫапах та Укаслу ҫарӗнчи темиҫе ҫын тӑшман аллине лексе ҫав тери асапланса вилни ӑна тарӑн шухӑша ячӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ мӗншӗн кӑвак ҫӗмрен лексе ӗлкӗреймерӗ ӑна!

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тен, эпир санран йывӑртарах ҫӗре те лексе курнӑ пуль, — сӑмах хушрӗ Эмир.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мотоцикл, никам тытса пыманнипе хӑй хӑвӑртлӑхӗпе кайса, темле шӑтӑка лексе ӳпӗнет.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Шанчӑксӑр ҫын — ҫунатсӑр, ҫулне час ҫухатать, пӑтранса каять, шурлӑха лексе путать…

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эрех-сӑра илӗртмӗшне путса, ӳсӗр пуҫпа руль умне ларса, эх, аварие лексе татрӗ-ҫке ҫав хӑй пурнӑҫне…

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Инкек ҫӑварне лексе курнӑ ури вара ҫав-ҫавах ыратать-ха, ӑш-вара кисретнӗ сехри те сӗвӗрӗлсех пӗтмен.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Татах вырткаласан Ула Тимӗр асӑрханса, ҫӗҫӗ аврипе йывӑҫ вулли тавра, аялалла та, ҫӳлелле те, сӑтӑркалама пуҫларӗ — хуйӑрӗ-тункӑрӗ тӑтӑш, тӑтӑхлӑ; вӗтӗ е шултрисен шутнех кӗрсе ҫитеймен туратсем, «вӑйлӑрах та кӗрнеклӗрех пиччӗшӗсен пусмӑрне лексе», чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗсемсӗр юлса хӑртаннӑскерсем, шӑт та шат, шӑчӑр-шӑчӑр та шачӑр-шачӑр ҫеҫ хуҫӑлса тӑкӑнчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалти улшӑну майӗпен хӑйне тул енчен те палӑртма пуҫларӗ: шухӑш-ӗмӗчӗпе час-часах леш тӗнче ытамне лексе, ӑна уҫҫӑнрах, тӗплӗнрех куҫ умне ӳкерме пикенсе, Ула Тимӗр ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа, хӑй таврашӗнчи ҫывӑх ҫынсене те «асӑрхайми», вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытайми, чунне яри уҫса хутшӑнайми пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр ҫамрӑк хыр, ҫак тӗнчери пурнӑҫшӑн пыракан хаяр та шелсӗр кӗрешӳре хӑйӗнчен аслӑрах, вӑйлӑрах тантӑшӗсен пусмӑрне лексе хӑрса типнӗ, килпетсӗррӗн лӑнкӑртатса ларать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

40 ҫула яхӑн вӗсене тӗрлӗ чиртен сиплес енӗпе тӑрӑшнӑскерӗн каламалли-пӗлтермелли нумай ӗнтӗ, вӑл темӗнле лару-тӑрӑва та лексе курнӑ.

Help to translate

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Аслӑ ҫын арӑмӗ пулма, ҫав вӑхӑтрах унӑн мӗлки хыҫне лексе ҫухалмасӑр юлма ҫав тери йывӑр.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан та, казаксен аллине ӑнсӑртран лексе, сарӑмсӑр вилет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Часах Сахар хӑй те ҫакӑнта лексе мӗнле кӑна нушасем курасси ҫинчен шухӑшлама, тавҫӑрма та пултараймарӗ-ха.

Help to translate

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑррисем, кӗлетсем лашлата-лашлата ишӗлеҫҫӗ, вӗсен айӗнчен сывлӑшалла ывтӑнса ҫӗкленекен вутпуҫҫисем, ҫил ытамне лексе, татах такам валли хуйхӑ-суйхӑпа инкек шыраса, таҫталла вӗҫсе ҫухалаҫҫӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхса ҫитнӗ Твикка ашне Палюк мучи аллинчен туртса илме пӗррех сӑхрӗ те, Палюк мучин пӳрнине лексе ӳт-тирне чӗрсе татрӗ, юн шапӑрах юхса тухрӗ.

Help to translate

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ӳкрӗ те чул ҫине лексе ҫурӑлсах кайрӗ, шалти лӗчӗркки лӗсӗлл! тухса выртрӗ.

Help to translate

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed