Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларнине (тĕпĕ: лар) more information about the word form can be found here.
Укаслу ун ҫине лайӑхрах сӑнаса пӑхрӗ те вӑл хӑйпе хӑй калаҫса ларнине ӑнланчӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ҫумӗнче пиччӗшӗ ларнине курсан, Санюк лӑпланчӗ, каллех выртма пикенчӗ, анчах Кирук ӑна урӑх выртма памарӗ, хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Апачӗ тутлӑ пултӑр, — тет хӑна, кил хуҫи апат ҫисе ларнине курсан.

Help to translate

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Супни ҫитнипе, кутӑнла утӑмлакан кун-ҫул хӗлхемӗ тӗксӗмленсе те тӗксӗмленсе пынипе чунӗ те, вӑй-халӗ те, хухса, хавшаса, тӑллансах ларнине пула мучи хӑй пӗчченлӗхне паянхи пек нихӑҫан та туйманччӗ, сисменччӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫавсене тӗшӗлесе, ӑшран хавшӑрса, умри япаласене те, Атӑл чарланӗсем шуйхӑнчӑклӑн чарлатса, чӑвлатса, чӗвӗлтетсе, виражсем тукаласа вӗҫнине те, ал тӳрчӗ ҫине кукамай вӗҫсе пырса ларнине те асӑрхаймастӑп.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Пӗрле улах ларнине ан ил, пӗрле утӑ ҫулнине ил» — аса килчӗҫ ӑна халӗ халӑхра ҫӳрекен сӑмахсем.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурис ашшӗ, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑра сылтӑм урин пакӑлчак шӑммине пуля кӗрсе ларнине пула тахҫантанпах аптӑракаласа пурӑннӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис куҫне вичкӗнлетсех Турра ӑшши-пӑшши тимлерӗ — Турӑ умне, ҫунаттисемпе хатӑррӑн, анчах сӑпайлӑн, манерлӗн лӑпӑл-лӑпӑл лапӑлтатса, шӑнӑҫайми савӑнӑҫлӑн-хӗвеллӗн ҫутӑхса, харӑсах этем сӑн-питлӗ виҫӗ шап-шурӑ ангел вӗҫсе анса ларнине асӑрхарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу кунӗсенче, ҫӗмӗрт, ҫӗр, хӑмла ҫырли пиҫнӗ вӑхӑтра, е каярахпа мӑйӑр тулса, саралса ҫитнӗ тапхӑрсенче, райцентрта столовӑй алӑкӗ умӗнче е халӑх кӗшӗлтетекен ытти тӗлсенче час-часах Ула Тимӗрпе унӑн юлташӗ Малинов Миша ҫырла е мӑйӑр сутса ларнине курма пулатчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сима ӑна нихӑҫан та тунсӑхланине, кулянса ларнине курман.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫынсем ун ҫине ларнине курсан, Сима та вӗсемпе пӗрлешсе кайрӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Василий Петрович кулса ячӗ, йӑпӑрт ҫеҫ Тамара ҫине пӑхса илчӗ те чӗпӗсем мӗнле ларнине тӗрӗслеме кайрӗ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, ҫынна вилӗм аллинчен туртса илес тесе, унӑн кашни хусканӑвне куҫ пек сыхласа ларнине?

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

- Халӗ, авӑ, пушӑ ларнине курсан чун ыратать.

Help to translate

Ялта клуб ҫук // Хыпар. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Анчах ҫамрӑксем хускалмасӑр итлесе ларнине курсан, вӑл каялла таврӑнса хӗскев патне пырса тӑчӗ.

Но, взглянув па напряженные лица слушателей, повернулся и подошел к тискам.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Доруца хӑйӗн вырӑнне кайса ларнине курсан, Урсэкие те, хута кӗрекен юлташӗсӗр юласран шикленнӗ пек, васкасах ун хыҫӗнчен утрӗ.

А когда Доруца направился к своему месту, Урсэкие поспешно устремился за ним, точно остерегаясь остаться без поддержки товарища.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн куҫӗнчен тарӑнрах пӑхӑр та, эсир вара унта мӗн чухлӗ шуйттан ларнине хӑвӑрах куратӑр.

Загляните поглубже в его глаза, и вы убедитесь, сколько чертей в нем сидит.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗпелте пилӗк кӗленче шурри, ҫичӗ кӗленче хӗрли, пӗр кӗленче «типӗ эрех» текенни ларнине хам куртӑм, — хавхалантарчӗ юлташӗсене хӗрлӗ сӑмсалли, — ун пек кулаксен вӗсен хӑйсен юхтарни те пулаканччӗ-ха…

Help to translate

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Кил хуҫи йӗрсе ларнине курсан, ун патне пычӗҫ.

Help to translate

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Ваҫинкка Атӑлпа Сӑр тӑрӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх, тырӑ-пулӑ мӗн хака ларнине ыйтса тӗпчерӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed