Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпе the word is in our database.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) more information about the word form can be found here.
Кашни ҫинче лап-лап шурӑ, лап-лап хӗрлӗ ҫухасӑр пир кӗпе, хура пиртен ҫӗлетнӗ йӗм, кӗписене ҫиелтен янӑ, ярапаллӑ пиҫиххипе ҫыхнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын ача ҫийӗнче сӑрӑ шалаварпа сӑрӑ сукна кӗпе, кӗпи ҫинче пысӑк ҫутӑ йӗс пӗрешкеллӗ чӗн пиҫиххи.

Help to translate

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, шпаргалкине кӗпе ҫани айне тарӑнрах пытарма ӗлкӗрнӗскер, самантрах ӑшӑрханса кайрӗ, учительницӑна шуйхӑм куҫӗ айӗнчен тыткӑнлама хӑтланчӗ, анчах, хӑйне кӗпе ҫухавийӗнченех ярса тытса «Эс этемкке-и, ҫын-и?

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Шӑртне чӑнк! ҫӗкленӗ анчӑк, хӑрр! хӑрр! хӑрлаттара-хӑрлаттара, ӗнтӗ ӑҫтиҫука, хура ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр путланнӑ кукӑр ала, хӑвалама пӑрахрӗ, пашка-пашка, чарӑнса тӑчӗ, унтан алхапӑл ман кӗпе патнелле ыткӑнчӗ, кӗпене шӑлӗсемпе ҫаклатса илчӗ, вара, пуҫне ыраш хушшинчен уй хӗррине тухса тӑнӑ тырккас пек ҫӗклесе, ман еннелле мӑкӑл-мӑкӑл хускалчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шыльӑк карти патне ҫитсе ӳксен, курчӗ: Полина аркисене кутӗк тытнӑ хура кӗрӗк тӑхӑннӑ, чӗркуҫҫийӗсенчен хуҫкаланкаласа, авӑнкаласа, аллисене кӗпе чӳхенӗ пек сулкаласа юрлакан туй арӑмӗсем, кӗвӗ ҫемипе шарттин-шарттин алӑ ҫупакансем, ӑмӑртса тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп ташша тӗвекен-сӗвекен, лапчӑна-лапчӑна илекен, сике-сике ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнекен нухрат тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ каччӑсем хушшипе кӗлет патнелле кусӑрка ҫил ачилле кусать иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Федор Павлов тек чӑтса лараймарӗ, шӑппӑн тӑрса, кӑвак пиншакне хывса пукан хыҫӗ ҫине ҫакрӗ, шурӑ кӗпе ҫийӗн тирпейлӗ ҫыхнӑ кӑвак галстукне пушатрӗ, кӗпе ҫухине вӗҫертсе ячӗ, вара хӑйпе пӗрле илсе килнӗ сӗрме купӑсне алла тытрӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗрпӳ хӗрӗсем шурӑ кӗпе ҫийӗн кӗрен саппун ҫакнӑ, Улатӑр хӗрӗсем — сарӑ вӑрӑм сараппанпа, Елчӗк енчисем — темиҫе аркӑллӑ улача кӗпепе, Хӗрлӗ Чутай хӗрӗсем акӑш пек шап-шурӑ тӑхӑннӑ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӳпле умне ҫитсен: — Эс мӗскер, ҫак кӗрхи ҫанталӑкра шыва кӗретӗн-и? Ухмаха ертӗн-им? Е… — вӑл ӳпле ҫумне ҫакнӑ йӗпе кӗпене курчӗ, — кӗпе ҫӑватӑн-и?

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лукарье парнеленӗ кӗпене вӑл тахҫанах ватса ҫӗленӗ, унашкал чаплӑ кӗпе, тен, урӑх никам ҫийӗнче те ҫук пулӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗпе саплатӑп — йӗм шӑтать, йӗм саплатӑп — кӗпе ҫӗтӗлет.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗтӗк кӗпӳне пӑрахатӑн, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнатӑн.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пурӑнман ача-пӑчана мӗн ачине кура е ӳссен хулӑмсӑр качча парассипе, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнтармассипе, кӗпе ҫухине сылтӑм енне тумассипе «хӑратаҫҫӗ».

Детей чуваши с малых лет пугают тем, что выдадут (девочек) замуж за бескалымного жениха, мальчиков — тем, что не оденут в красную рубаху или сделают ворот косоворотки не на правую, а на левую сторону.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр пулса ӳссе Марине пусма кӗпе тӑхӑнса курман, пусмана кӗпе арки тата тутӑр тума ҫеҫ илкеленӗ, ыттине хӗрарӑмсем пӗтӗмпех хӑйсем тӗртсе тунӑ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ярханах хӑйсен пахчинчи мунчана хӗл кунӗнче те ҫара уран каять имӗш, ҫӑл хӗррине шыв ӑсма кӗпе вӗҫҫӗн анать, пӗррехинче каскӑн ӗнине хӑваласа хире те кӗпе вӗҫҫӗнех ут утланса кайнӑ тетчӗҫ.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чим, Ольга… сан кӗпе арки вараланнӑ, — терӗ Павлуш, хӗвел ҫаврӑнӑш хупписене ун кӗпи ҫумӗнчен тасатма хӑтланса.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑп ҫав числарах Наровчатра та венчете кайма кӗпе ҫӗлетнӗччӗ, халӗ вӑл кӗпене сарма лекнӗ: Соня виҫӗ ҫул хушшинче кӑштах ӳт хушнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паллӑ марскер хура пустав кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпи ҫийӗн — сенкер кӗленче тӳмеллӗ кӑвак жилет, сӑран шӑлаварпа, хулӑн тӗплӗ сӑран атӑпа; пӗртен пӗр капӑрлӑхӗ — хыттӑн янӑракан ункӑллӑ кӗмӗл шпорсем.

Незнакомец был одет в черную суконную блузу, серый, поверх блузы, жилет с синими стеклянными пуговицами, кожаные брюки и сапоги на толстых подошвах; единственной роскошью были серебряные шпоры с глухо звеневшими колесцами.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тинг Ассунта кӗпине хыпаланса хыврӗ; вӑл сулахай енчен, хул айӗнчен юнпа пӗвеннӗ; Тинг кӗпе ҫаннине касса татрӗ те сурана пӑхса тӗпчерӗ.

Быстро расстегнув платье Ассунты, пропитанное кровью с левой стороны, под мышкою, Тинг разрезал рукав и осмотрел рану.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Тӑрчӑк ҫухавиллӗ кӑвак сатин кӗпе, ӗнӗк шӑлавар, кирза атӑ тӑхӑннӑскер, хӑйне вӗреннӗ ҫын пек (е улпут пек темелле-и) тыткалать вӑл, пурҫӑн пиҫиххи хушшине пуҫ пӳрнисене чике-чике, кӗпин пӗркеленчӗкӗсене час-часах хыҫалалла хӑвалать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed