Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыннисем кунта якарах тумланнӑскерсем ҫӳреҫҫӗ: вӗсен хушшинче ҫурҫӗр енчен килсе тулнӑ «дамӑчкӑсем» — шурӑ пиртен хитрелетсе ҫӗлетнӗ кӗпе тӑхӑннӑскерсем; сухаллӑ, ним тума аптӑранӑ интеллигентсем; хӑйсен профессине палӑртман офицерсем; «апаш» фасонлӑ кӗпе тӑхӑннӑ лутра та самӑр спекулянтсем; большевиксем хупнӑ хаҫатсенче ӗҫленӗ, вичкӗн тар шӑршиллӗ журналистсем, тата тӗрлӗрен йышши ытти этемсем те — вӗсем пурте, ҫил татса вӗҫтерекен ҫулҫӑсем пек, хуларан хулана лӑпкӑрах йӗркепе шурӑ булкӑсем шыраса куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пӳрт алӑкӗ шалт туса уҫӑлчӗ те килкартине Иона тухрӗ, вӑл кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, кӗпине лампаслӑ шалавар айне пуҫтарса чикнӗ.В хате рванули дверь, на двор вышел Иона — в одной рубашке, заправленной в штаны с лампасами.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Урай хӑмисене кисрентерсе шав тӑвас мар тесе, вӑл хуллен-хуллен кӗпе патне ҫывӑхарнӑ; пӗр самант пек шухӑшласа тӑнӑ та — кӗпене хӑвӑрт кӑна пӑтаран вӗҫернӗ.
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Шурӑ йӗм тата ҫавӑн пекех кӗпе тӑхӑннӑ, хура ҫӑмлӑ кӑкри ҫинчи кӗпе ҫухавине вӗҫертсе янӑ, — вӑрӑм, кӑнттам, типшӗмскер, вӑл мана чӑнах та килсӗр апостол, чӑнлӑх ҫинчен вӗрентсе ҫӳрекен ҫын пек курӑнчӗ, — эпӗ хам ӑшӑмра вӗсем ҫавӑн пек пулмалла тесе шутланӑччӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унта та усӑллӑ япаласем сахал мар пулнӑ: Соломин амӑшӗ уявсенче тӑхӑнмалли кӗпи; кивелнӗ, анчах питӗ тӗреклӗ сӑран атӑсем, — вӗсене, ахӑртнех, пысӑк уяв кунӗсенче ҫеҫ тӑхӑннӑ пулмалла, — аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗмсем тата пилӗк кӗпе, икӗ одеял, темӗн чухлех йӗп-ҫип тавраш пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
26 ӳкерчӗкри хӑюсенчен пӗрне кӗпе пӗвӗ ҫине ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ, тепринпе кӗпе ум кӑларнӑ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Чӑлханнӑ ҫӳҫӗсем ҫамка ҫине, тӑнлавӗсем ҫине ӳкнӗ; кӑкӑр ҫинче таткаланнӑ, лӳчӗркеннӗ кӗпи жилет айӗнчен тӑсӑлса тухнӑ, кӗпе ҫухи тута-ҫӑвара хупласа тӑнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑй ҫине таса шурӑ кӗпе тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫине сенкер ҫиппе тӗрсе тӗрленӗччӗ, ҫав кӗпене вӑл питӗ юрататчӗ, яланхи пекех тирпейлӗн якатнӑ сӑрӑ шӑлаварпаччӗ.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Федоркӑн мӗн пурӗ те ҫири кӗпи кӑна тата хӑй сараппанне ҫунӑ чух тӑхӑнма тӗрлӗ ҫӗтӗк кӗпе, «шӑтӑкла тытса ҫӗленӗ» юбка пур.
IV // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Анчах вӗсем шурӑ кӗпепе мар, кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ.
Эпӗ пионерсене куртӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вӑл кӗпе тӑхӑнман, ҫарамасах (кӗпине амӑшӗ ҫунӑ), тӳнтерсе хунӑ тачка ҫине хӑпарса тӑнӑ та, чышкисемпе юна-юнах кӑшкӑрать:Он стоял на опрокинутой тачке голый по пояс (рубашку стирала мать) и, потрясая кулаками, выкрикивал:
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ӗҫ ҫитменни сисӗнместчӗ, — килӗнче икӗ пӗчӗк ача пурччӗ, нянькӑсем хуҫасене юраса пурӑнаймастчӗҫ, вӗсене яланах улӑштарса тӑратчӗҫ; манӑн пӗчӗк ачасемпе аппаланмаллаччӗ, кашни кулленех ача кипкисене ҫӑваттӑм тата кашни эрнерех Жандарм ҫӑлкуҫӗ патне кӗпесем чӳхеме ҫӳреттӗм, — унта мантан кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем мӑшкӑласа кулатчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл кӑвак такансем ӳкерчӗклӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпи кивӗ те тасаскер, тураса якатнӑ ҫӳҫне ҫивӗтлесе янӑ, хулӑм та кӗске ҫивӗчӗ малалла усӑнса тӑрать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах ҫавнашкал юрату ӑна савнӑ упӑшкинчен уйрӑлас килменнине Аннет мадамран акӑш-макӑш чаплӑ калпак туянас килнипе ҫыхӑнтарма чӑрмантармасть, вӑл страусӑн илемлӗ кӑвак тӗкӗпе капӑрлатнӑ шлепке, Венеци бархатӗнчен ҫӗленӗ сенкер кӗпе туянасшӑн, ҫав кӗпе унӑн кӗрнеклӗ шурӑ кӑкӑрӗпе аллисене, халличен упӑшкипе горничнӑйсемсӗр пуҫне никам та курманскерсене, илем кӗртсе тӑтӑрччӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба хӑйне Мими корсетсемпе «сывламалла мар» хытӑ хӗстернӗшӗн яланах тарӑхать, ҫиме юратать; Катя, пачах урӑхла, час-часах пӳрнине кӗпи ӑшне пилӗкӗ тӗлӗнчен чиксе ярать те кӗпе мӗн тери шалпаррине кӑтартать; ҫиессе те сахал ҫиет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн кӑна юлсан, вӑл хуллен кровать ҫине ларчӗ, ӑна пур енчен те хӗрес хыврӗ те, пире курӑннӑ тӑрӑх, хӗнпе — мӗншӗн тесен вӑл питне пӗркелентерчӗ — пусма кӗпе айӗнчи асап кӗпине туртса тӳрлетрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анюта ҫинче шурӑ ҫухаллӑ, вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗске хура кӗпе — ун пек кӗпесене вӑл юрататчӗ, урине ҫӳллӗ мар тупанлӑ, кӗмӗл тахаллӑ пушмак тӑхӑннӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Серёжа хӑйӗн кӗпи йӗпеннине кӑтартмарӗ, атту вӗсем шӑв-шав ҫӗкленӗ пулӗччӗҫ, тепӗр кӗпе тӑхӑнтартса вӑрҫнӑ пулӗччӗҫ.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ваҫили Андрейчсӑр пуҫне, сӗтел хушшинче кӑвак сухаллӑ старик — кил хуҫи ларнӑ, вӑл килти пиртен тунӑ шурӑ кӗпепе пулнӑ; унпа юнашар ҫӳхе ситца кӗпе тӑхӑннӑ, мӑнтӑр ҫан-ҫурӑмлӑ, праҫнике Мускавран килнӗ ывӑлӗ тата сарлака ҫурӑмлӑ, килте пурӑнакан ывӑлӗпе хӗрлӗ ҫӳҫлӗ типшӗм кӳршӗ ҫынни пулнӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Пӗр хӗрарӑм, кӗпе аркине тавӑрнӑскер, каска ҫинче кӗпе чӳхет.Женщина, с подоткнутой спереди юбкой, полоскала на кладях белье.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.