Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлласа (тĕпĕ: кӑмӑлла) more information about the word form can be found here.
Паллӑ мар ӳнерҫӗ уява хутшӑнакансен тумне питӗ кӑмӑлласа та тимлесе ӳкернӗ.

Help to translate

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Республика пуҫлӑхӗ О.Николаев тата хӑнасем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ Г.Павлова асӑнса тунӑ кӗтеспе, шкул музейӗпе, ачасен «Самбо — достояние России!» ӳкерчӗксен выставкипе кӑмӑлласа паллашнӑ.

Help to translate

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Вӗсем хӑйсене хушса ӗҫлеттернине тата вӗсем ҫине ытларах «тиенине» кӑмӑлласа каймаҫҫӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ӗҫлеччӗрех, эхер ӗҫне кӑмӑлласа пӑрахрӗҫ пулсан, — йӗкӗтсем ҫине куҫ айӗн пӑхса, лӗх-лӗх кулчӗ Пугачев.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн чухне Туруновпа Пруткин тата Лашманов поселок хӗрӗсене куҫ хываҫҫӗ, поселокӗпе ун тавралӑхне те кӑмӑлласа пӑрахаҫҫӗ.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халӑх каллех ала ҫупса ярать, хӗрӳллӗн. кӑмӑлласа

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кам та пулин Лариса ятне асӑнсан аванмарланаттӑм, кансӗрленеттӗм ӗнтӗ, ҫапах та ҫав чипер хӗр Украина каччине кӑмӑлласа пӑрахнӑшӑн, унпа ҫӳреме пуҫланӑшӑн чун-чӗрене ыраттарсах кулянмасттӑм.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Тахҫанах сисет ӗнтӗ Укаслу: Пинер ун ҫине кӑмӑлласа пӑхать.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах 1958 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Катя» ятлӑ кӗнекери калавсене вулакансем кӑмӑлласа йышӑнаҫҫӗ, авторӑн прозӑри ӑшӑ лирикипе савӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Экспертсен шутӗнче пулнӑ май, кашни ӗҫпе кӑмӑлласа паллашрӑм.

Help to translate

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Вӗсен продукцийӗпе пурте кӑмӑлласа паллашнӑ.

Help to translate

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

Чӑваш эстрадинчи халӑх кӑмӑлласа йышӑнакан юрӑҫсенчен пӗри.

Help to translate

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

— Тавтапуҫ, тавтапуҫ, — ун сӑмахӗсене кӑмӑлласа пуҫне силлекелерӗ аслӑ князь.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче нумаях пулмасть йӗркеленнӗ «Без проблем» вокалпа инструментсен ансамблӗн концертне (ертӳҫи Иван Куропаткин), Андрей Дмитриев шӑпах ҫак ушкӑнӑн солисчӗ, Константин Григорьев шӑрантарнӑ юрӑсене куракансем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Тӑванлашма ӗлкӗрнӗ ҫынсем пек, вӗсем питех те ӑш пиллӗн калаҫрӗҫ, упӑшки пӗлӗшӗсем патне ҫав тери час хӑнӑхакан Чураппа япшар чӗлхеллӗ те элккен сӑн-питлӗ Саррие чунтан кӑмӑлласа пӑрахрӗ.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑрӑшни сая каймарӗ — спектакль калама ҫук аван иртрӗ, куракансем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мускав патшалӑхӗ эсир ҫапла тупа тунине кӑмӑлласа йышӑнать.

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, аса илмелли пурах ҫав: малтанхи концерт-спектакле кӑмӑлласа йышӑнни те, тепӗр кун Софья Белая ҫырнӑ «Хресченсем» ятлӑ пӗчӗк пьесӑна чӑвашлатса выляса пани те — калама ҫук килӗшнӗ Ивановкӑри чӑвашсене.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑшӗ тата калаҫҫӗ: земски управа членӗ пулма пулӑшнӑшӑн Александр Павлович ӑна кӑмӑлласа парнеленӗ теҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унра ӳкерес туртӑм та, сӑвӑ ҫырас ӑнтӑлу та, мӗне те пулин кӑмӑлласа пӑрахнипе хавхаланас ытти аппалану та ҫук; хӑйсемпе мӗн тумаллине пӗлмен кӑткӑс чӗрӗ чунсене калӑпласа ывӑннӑран — ҫут ҫанталӑк хаш сывласа ҫапла каланӑ тейӗн: «Вӑл ахаль хӗр кӑна пултӑр».

Ни попыток рисовать, ни тщеты настрочить стихи и никакого подобного тому любительского зуда не было у нее, как будто природа, утомясь творить сложные существа, не знающие, что делать с собой, захотела отдохнуть, сказав: «Пусть она будет просто девушка».

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed