Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗрпе ҫур вӗсем куҫӑмлӑ вӑхӑтсем: кӗр — ҫуран хӗле куҫарать, ҫур — хӗлрен ҫӑва куҫарать.Осень и весна — это переходные времена года: осень — переход от лета к зиме; весна — от зимы к лету.
Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Эй, пӑтратать, эй, куҫарать!
Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.
Литературӑра вӑл пӗлмен ӗҫ ҫук: драма тесен — драма, калав тесен — калав, сӑвӑ тесен — сӑвӑ, статья тесен — статья ҫырать, куҫармалла тесен — тутарларан та, пушкӑртларан та, якутларан та, бурятларан та, нимӗҫлерен те, акӑлчанларан та куҫарать.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫак лайфхак тавлашӑва конструктив енне тавӑрма пулӑшать, оппонентсен тимлӗхне пӗр-пӗрин сӑнарӗсем ҫинчен тавлашу теми ҫине куҫарать.
Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300
Земснарядсене вырӑнтан вырӑна куҫарать вӑл.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
«Хӑнк-хӑнк» тесе скоростьсене куҫарать.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Ҫук, Ҫинук илтмест пулас, пӗр передачӑран теприне куҫарать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Вӑл хӑвӑртлӑх рычакне вӑйлӑн туртса тепӗр ҫӗре куҫарать те, кӑшт газ хушса, ҫак ҫулсенче пӗрре те трактор ҫинчен анса курман ҫын евӗр хӑюллӑн анаталла ҫул тытать.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗтерне ун сӑмахӗсене хӑйсен колхозӗнчи ӗҫсем ҫине, хӑйсен колхозӗнчи ҫынсем ҫине куҫарать.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑвӑрт ӗҫлет Максим Грек, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке куҫарать.
14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унтан, ӑна караппа хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курма чарнӑ пулин те, Гез харпӑрлӑх ирӗкне уҫҫӑн палӑртать те «Чупакана» урӑх порта куҫарать.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗр аллин пӳрнисем ал тупанне кӑштах ҫӳлелле хуҫлатнӑ, тепри вара пӳрнисене чун-чӗм вӑййисен чӑтӑмсӑр, ытарайми хусканӑвӗпе куҫарать!
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл шыв ҫинче, инҫех те мар, сылтӑм енче, ӑна хум майӗпен-майӗпен инҫетелле куҫарать.Она была на воде, невдалеке, с правой стороны, и ее медленно относило волной.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чул ҫинче хуралҫӑ ларать, тумӗпе хакласан — Фильбанк волонтерӗсенчен; вӑл мана курмасть, хӑрӑк-турата хӑйӗн умӗнчи кӑвайт ҫинелле пӑшал кӳпчекӗпе чыша-чыша куҫарать, сӑмах май, вут-шанкӑ ту стени ҫумӗнче ҫителӗклех.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫак вӑй халиччен никам кӗмен чӑтлӑхсенелле хӑюллӑн ӑнтӑлать-ыткӑнать, шывсен юхӑмне тӗпчесе палӑртать, наян пирӗншӗн паллӑ мар мӗн пур юхан шыв-кӳлле уҫать, тусене виҫет те шутласа тухать, флорӑна фаунӑна тӗпчет, Европа музейӗсене пуянран та пуян коллекцисемпе пуянлатать, тискер йӑхсен мӗн пур юррине те кӗввине нотӑсене куҫарать, вӗсен юмах-халапне, легендисене ҫыра-ҫыра илет, вӗсен йӑли-йӗркине, вӗрӳ-суру чӗлхине тишкерет, вӗсене ал ӗҫне, ремесласене вӗрентет, ҫӗрпе тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарать.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Гент калаҫма пуҫларӗ, тӑлмач вара хӗрӳ туйӑмлӑн, ҫав тери хытӑ хӑлаҫланса, куҫӗсене ҫавӑркаласа негрсем валли куҫарать; унӑн мимикӑпа вӑйланнӑ пуплевӗ ҫав тери витӗмлӗ, — ку пӗртте иккӗлентермест.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тискерчӗк ҫаврӑна-ҫаврӑна тата аллисемпе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана Гент сӑмахӗсене пухӑннисем валли куҫарать; негрсем ӑнланнине палӑртса кӑшкӑрашаҫҫӗ, анчах тӑлмачӑ калаҫма пуҫласанах шӑпланаҫҫӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӑпар пиҫиххисен хушшинче пистолетсемпе кукӑр хӗҫсен аврисем тӑртаннӑ, — ҫакӑ пухӑва вӑрҫӑ лӑпкӑлӑхӗн сӗмне куҫарать, ҫак лӑпкӑлӑх, кирлӗ пулсан, хӗҫ-ҫӗҫӗ йӑлтӑравӗнче тамалма хатӗр.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗркемсене йӑта-йӑта куҫарать, япала ҫӑвать е ҫӗлет, хӗҫ-пӑшалне тасатать, кая юлнисене васкатать, тепӗр чух вара хӑйне чирлӗ тесе суйса ӗнентерме хӑтланакан ҫине пушшине ҫӗклет.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стэнли чӗлӗмне рехетлӗн паклаттарать, ҫав хушӑрах тин ҫеҫ каҫса иртнӗ ҫул ҫинчи пулӑмсене кун кӗнекине куҫарать.Стэнли курил, занося в дневник подробности последнего перехода.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.