Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑннӑ (тĕпĕ: курӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫырса ларакан Таранова пуҫне кӑшт ҫӗклес пулсан кӑсӑя та, урам леш енчи вӑрман тӑрри те курӑннӑ пулӗччӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл пурӑнакан тӑхӑр хутлӑ ҫурт чӳречисемпе йӑлӑмалла пӑхса ларать.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ, хам та сисмесӗр, мӗн пулнине ӑнланса та илеймесӗр, йӗкӗт хыҫҫӑн утса кайрӑм, айккинчен пӑхас пулсан, ку пирӗн интереслӗ курӑннӑ пулӗччӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Илемлӗн, ҫуттӑн курӑннӑ вӑл мана, анчах малтанлӑха уҫӑмлах мар-ха.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ хӗрарӑм ҫӗрлехи сменӑра мана хулӑм ҫи-пуҫ тӑхӑннӑран ытлашши мӑнтӑркка пек курӑннӑ пулас — вӑл, туллирех ӳтлӗ пулин те, хӑтлӑ пӳ-силлӗ иккен.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Анӑҫалла сулӑннӑ август уйӑхӗнчи хӗвел тавралӑха ачашшӑн кӗренлетсе каялла пӑхса ячӗ те, ку таранччен тӗксӗмреххӗн курӑннӑ сад пахчи кӗтмен ҫӗртен чиперленсе-хитреленсе кайрӗ.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Хӑракана таракан та пуҫ касан пек курӑннӑ, тет.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах курӑннӑ мӗлке сасӑ пачӗ:

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах курӑннӑ мӗлке ҫаплах ҫухаласшӑн мар…

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Курӑннӑ мӗлкене часрах сирсе ярас тесе, Укаслу куҫне ҫатӑрласа хупрӗ.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кай! Куҫ тӗлне те курӑннӑ ан пул!» — тет.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах тыткӑнрисем хӑйсемех парӑнма хатӗрри курӑннӑ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Арҫен куҫӗпе, ӑна темле сехре «автомашина фарипе» кӗретленсех курӑннӑ пек, малтан эрех тултарнӑ Кӗркури стаканне, унтан хӑй стаканне тӑнн та тӑнн! тирӗнчӗ, тутисем тем каласшӑн мӑкӑль-макӑль турӗҫ, юлашкинчен куҫне аяккалла тартрӗ те сӑмаха вӑлт! пӑрса ячӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫапла сӑмахлакаласа, пакетран кӑлпасси татӑкӗ кӑлартӑм та анчӑк курӑннӑ еннелле ывӑтрӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак вӑхӑтра аялта, паҫӑр мӗлтӗр пӗчӗк ҫутӑ курӑннӑ тӗлте, тӳп! тӳплетнӗ сасӑ илтӗнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку таранччен чӗпӗсемшӗн ҫут тӗнче клетка шӑтӑкӗнчен кӑна курӑннӑ пулсан, халӗ вӗсемшӗн ытармалла мар юмахри пурнӑҫ тухса тӑчӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ак ӗнтӗ ҫынсен ушкӑнӗ чи малтан курӑннӑ красноармееца хупӑрласа илчӗ.

И вот толпа уже обступила первого красноармейца.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унччен унӑн хӗрлӗрех минтер пек курӑннӑ ҫаврака пит-куҫӗ самантрах тӗксӗмленет.

Щеки его, до этого похожие па мягкие розовые подушечки, заметно бледнели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Учителӗн сӑн-пичӗ темле ытла та ҫамрӑк ҫынӑнни пек курӑннӑ пирки, тип-тикӗс каснӑ вӑрӑм хура сухалӗ малтанлӑха ҫыпӑҫтарса лартнӑ пекех туйӑнать.

Длинная черная борода, идеально ровно подстриженная, с первого взгляда казалась приклеенной — такой она составляла контраст с моложавым холеным лицом учителя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Проста ӳсӗр эпӗ, ҫавӑнпа куҫа тем те пӗр курӑннӑ пек туйӑнать, — терӗ вӑл паттӑрланса.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗҫсе-ҫисе савӑннӑ вӑхӑтра, усал-тӗсел курӑннӑ пек, Ваҫухха пырса кӗчӗ те, алӑк ҫумӗнчен хӑпмасӑр, туйи ҫине тӗренсе тӑчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed