Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курайманлӑх the word is in our database.
курайманлӑх (тĕпĕ: курайманлӑх) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн пек пулсан ҫеҫ уйрӑм ҫынсен хушшинче кӑна мар, патшалӑхсем, халӑхсем хушшинчи ӑнланманлӑх, курайманлӑх, кӗвӗҫӳ, хирӗҫтӑрусем, хӑйне ҫеҫ пысӑка хуни, ҫӑткӑнлӑх ҫуратакан вӑрҫӑ-харҫӑ майӗпен пурнӑҫран тухса пӗтӗҫ те яланлӑхах пӑчланӗҫ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрӑра пурте — вӗри туйӑм та, хаяр курайманлӑх та, этемӗн хуйхи-суйхи те уҫҫӑнах палӑрать.

В песне ведь выливаются страсть, и ненависть, и печаль:

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗр туссем аякри палламан вырӑс хӗрӗн паттӑрлӑхӗпе асапӗсем ҫинчен вуланӑ чух хурланчӗҫ те, хаярланчӗҫ те; ҫамрӑк партизанкӑран чун илнисем мӑшкӑллани ҫинчен вуланӑ чух вӗсен чӗрисенче куҫҫулӗпе пӗрлех хаяр курайманлӑх вӗресе тӑчӗ…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла ҫултан ҫул тискерлӗх, ҫынна курайманлӑх ӳссе пычӗ унӑн.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Манӑн ӑшра темӗнле хӑрушла кӗвӗҫӳпе хутӑш курайманлӑх кӑварӗ тӗлкӗшме пуҫларӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Сантӑр куҫ умне хапхине тикӗтпе варалани тухса тӑчӗ, чӗринче Микулана курайманлӑх вӗресе хӑпарчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килнелле утнӑ май, Прахӑр ҫемйинче хӑйсене курайманлӑх вӗресе тӑнине шута илчӗ те Кӗтерук ҫинчен усал шухӑшлани тӗрӗс мар тесе ӑнланчӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман чӗрере курайманлӑх ҫунать.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑн пек лайӑх пурӑнакан ҫемьене пырса кайсан Елюк чӗринче темӗнле вӑрттӑн шанчӑк та, курайманлӑх та ҫуралать.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫӗнӗ вӑйпа хыпса илчӗ унӑн чӗринче курайманлӑх ҫулӑмӗ.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Гаврикӑн куҫӗсенче курайманлӑх вучӗ хаяррӑн йӑлкӑшса-ҫиҫсе илчӗ.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

— Ун сассинче хаяр курайманлӑх илтӗнчӗ, суккӑр куҫӗсем сиввӗн, нимӗн сиккеленмесӗр тӑчӗҫ.

— В голосе слепого звучала горячая ненависть, невидящие глаза глядели холодно, неподвижно.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗринчен пӗри аякра вырнаҫнӑ куҫсенче курайманлӑх хӗлхемӗ ҫиҫет.

В широко раскрытых глазах прямо-таки вспыхивают искры ненависти.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынна парать вӑй курайманлӑх, Ҫав ҫеҫ тӗреклетет ӑна.

Help to translate

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, курайманлӑх!

Help to translate

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, юрату та курайманлӑх

Help to translate

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ырришӗн чӗринче ҫук анлӑх, Йӑлт пуш ҫӗре ӑс хыпашлать, Ашри ун хӗмлӗ курайманлӑх Ялан кӑшлать чуна, кӑшлать.

Help to translate

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь курайманлӑх чарӑнусӑр Йӳҫ тӗтӗм евӗр явӑнать.

Help to translate

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сарпикене ҫавӑн пек ҫаратса вӗлерекен мангул-тутар йӑхне курайманлӑх тыткӑна илчӗ.

Help to translate

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Курайманлӑх вӑл этеме кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ паман туйӑм.

Help to translate

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed