Шырав
Шырав ĕçĕ:
Людӑран икӗ ҫул ҫеҫ аслӑ Петьӑн куҫӗсенче вара курайманлӑх, вӑл чышкисене чӑмӑртанӑ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ҫавӑн пек курайманлӑх вара чӑнахах та «кирек мӗнле ӑс-хакӑлӑн пуҫламӑшӗ», кирек мӗнле революцилле кӗрешӗвӗн никӗсӗ пулса тӑрать… —
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫав вӑхӑтра вӑл такампа чӑтма ҫук тарӑхса та чӗмсӗррӗн тавлашнӑн туйӑнчӗ, куҫӗсенче е курайманлӑх ҫулӑмӗ ҫиҫсе ҫуталчӗ, е вӗсенче хуйха ӳкни, хӗрӳленсе кайни, хавасланни е тата чӑрсӑррӑн ҫуйкӑнланни палӑрчӗ.
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Унӑн ҫилӗллӗ, хӗрӳллӗ кӗнеки халӗ те миллионшар вулакансене хавхалантарать, халӑха пусмӑрланине, хӗсӗрленине тата тӗрлӗрен усала хирӗҫ ырӑ кӑмӑллӑ курайманлӑх вӑратать.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Свифтӑн ҫилӗллӗ те хаяр сатиринче этем пурнӑҫӗн пӗтӗм йӗркине юрӑхсӑр тенинчен пуҫне урӑх нимӗн те курма пултарайман буржуалла критиксем пурте пӗр сасӑпа Свифта этеме курайман ҫын вырӑнне хураҫҫӗ, ҫав курайманлӑх пирки Свифт кӑмӑлӗ усал пулнӑ имӗш.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Ҫак ятсене асӑнни кӑна ҫынсен ҫан-ҫурӑмӗсене ҫӳҫентерсе яратчӗ, чӗрисенче чиксӗр курайманлӑх ҫурататчӗ.
Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӗри вут пек ҫиле те, ҫӗнтерӳ савӑнӑҫӗ те, пайтах ҫул хушши капланнӑ хуйхӑ та, курайманлӑх та — йӑлтах илтӗннӗ ҫав сасӑ-чӗвӗре.
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
«Мироедсем» ҫинчен вара — вӗсене кураймасӑр калаҫатчӗ, ҫав тери ҫемҫе чунлӑ ҫыннӑн ҫавӑн пек курайманлӑх пурринчен тӗлӗнсех каймаллаччӗ:И с ненавистью, странной в человеке такой мягкой души, он говорил о «мироедах»:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл кӑштах курпунне кӑларса ялан ҫӗрелле пӑхатчӗ, анчах вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кукшарах пуҫне сасартӑк ҫӳлелле ывӑтса ҫӗклетчӗ те хӑйӗн хура, нӳрӗрех куҫӗсен хӗрӳллӗ ҫуттипе ҫунтарса илетчӗ, — вӑл ҫивӗччӗн пӑхса илнинче темле курайманлӑх ҫунса тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ вара, Тереза эпӗ юратакан ҫынсене хирӗҫ курайманлӑх ҫӗкленине кура, — студентсем вӗсем халӑха юратаҫҫӗ, ӑна ырӑ сунаҫҫӗ, терӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӗлӗкхи удел князӗсемпе, вӗсен йытӑ пӑхаканӗсемпе тата ытти тарҫӑ-тӗрӗҫӗпе тулнӑ вак хуласем вырӑнне, пӗр-пӗринпе вӑрҫса тата суту-илӳ туса пурӑнакан вак князьсен хулисем вырӑнне тӑшмана хӑратса тӑракан ялсемпе куреньсем тата околицӑсем ӳссе ларнӑ, — вӗсене пурне те христиан тӗнне пӗлмен тӑшман тапӑнас хӑрушлӑхпа ӑна курайманлӑх пӗрлештерсе тӑнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Людмила Ильиничнӑра курайманлӑх, тарӑху ҫӗкленет, вӑл куҫне аяккалла тартать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Халӑх чӗринчи сӳнме пуҫланӑ курайманлӑх тепӗр хут амаланса кайрӗ.Потухший уже было огонь народного гнева вспыхнул с новой силой.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ку сӑмахсем пурин чӗринче те курайманлӑх тӑвӑлӗ ҫуратрӗҫ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӗр чӗринче курайманлӑх вӗресе кайрӗ, пичӗ хӗрлӗ-хӗрлӗ пӑнчӑсемпе витӗнчӗ.В сердце девушки закипел гнев, лицо ее покрылось красными пятнами.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ял тӑрӑх чупнӑ, вӑтам хресченсенче курайманлӑх амалантарса яма, вӗсене хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшнӑ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫакӑ тавӑрни пулать те: курайманшӑн — курайманлӑх, харкашушӑн — харкашу.Это и будет расплата: ненавистью за ненависть, враждой за вражду.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тарӑхупа курайманлӑх палӑракан сӑнлӑ ҫынсем чӑннипех те сахал юлчӗҫ.Лиц, искаженных гневом и ненавистью, было, действительно, совсем немного.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Камӑн мӗнле кӳренӳ — кала, камӑн курайманлӑх — тавӑр.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫав курайманлӑх чӗрене пӗҫертме, юна вӗрилентерме пуҫларӗ, вӗсен влаҫне, вӑйне тата, влиянине яланлӑхах аркатса тӑкас ӗмӗте ҫирӗплетме пулӑшрӗ.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.