Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: малашне, Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килсессӗн, Иуда ҫӗрӗ ҫинче, ун хулисенче ҫапла калӗҫ: «эй тӳрӗлӗх Ҫурчӗ, сӑваплӑ сӑрт-ту, Ҫӳлхуҫа пиллетӗр сана!» тейӗҫ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑшман юханшыв пек капланса килсессӗн, Ҫӳлхуҫа варкӑшӗ хӑваласа ярӗ ӑна.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мӗншӗн-ха Эпӗ килсессӗн никам та ҫукчӗ, Эпӗ чӗнсессӗн никам та хуравламастчӗ?2. Почему, когда Я приходил, никого не было, и когда Я звал, никто не отвечал?
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Килсе пӑхас кун ҫитсессӗн, пӗтмелли самант аякран килсессӗн мӗн тӑвӑр-ши эсир?3. И что вы будете делать в день посещения, когда придет гибель издалека?
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх асӗнче Иосия — фимиам пек, мирӑ шӑратаканӗ ӑстайлӑн тунӑ фимиам пек: 2. кирек кам чӗлхи ҫине килсессӗн те унӑн ячӗ пыл пек тутлӑ пулӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗре янӑракан юрӑ-кӗвӗ пек кӑмӑллӑ пулӗ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн пек ҫынсене нимӗнле канашлура та ан шан, 15. яланах таса чӗреллӗ ҫынпа ҫеҫ канашла, вӑл Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннине пӗлӗн эсӗ, 16. унӑн чунӗ — санӑн чунна ҫывӑх, сана йывӑр килсессӗн, вӑл санпа пӗрле хуйхӑрать.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этемӗн кунҫулӗ вӑрӑм килсессӗн те — ҫӗр ҫул; ӗмӗрлӗх кунӗнче унӑн кунӗсем — тинӗсри пӗр тумлам шыв пек е хӑйӑр пӗрчи пек.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑхӑтлӑха вӑл санпала пӗрле пулӗ, эсӗ сулӑнса кайсассӑнах — чӑтса тӑраймӗ: 15. тӑшман сана чӗлхипе ырлӗ, йӑпатӗ, ӑшӗнче вара хӑвна шӑтӑка сирпӗтме хӗртӗнсе тӑрӗ; куҫҫулӗпе йӗрӗ сан умӑнта, май килсессӗн — юнна ӗҫсе тӑранаймӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫын телейлӗ чухне тӑшманӗ хуйха ӳкет, хурлӑх килсессӗн — тус та сивӗнет.9. При счастье человека враги его в печали, а в несчастье его и друг разойдется с ним.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эй ывӑлӑм! вӗренессӳ килсессӗн — ӑна вӗренӗн, ӑна пӗтӗм чунупа парӑнсассӑн — пурне те тума пултарӑн.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мӑнаҫлӑх килсессӗн намӑса юласси те ҫитет, йӑвашшисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх.2. Придет гордость, придет и посрамление; но со смиренными - мудрость.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун пурӑнӑҫӗн ҫулне-йӗрне пӗлессӳ килсессӗн те пӗлсе ҫитереймӗн — унӑн ҫулӗсем вылянчӑк.6. Если бы ты захотел постигнуть стезю жизни ее, то пути ее непостоянны, и ты не узнаешь их.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Хӑвӑн суту ҫинчен Эсӗ тӳперен пӗлтертӗн; ҫӗр ҫинчи пур тертленекен ҫынна ҫӑлмашкӑн Турӑ сут тума килсессӗн, ҫӗр хӑраса ӳкрӗ, шӑп пулчӗ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йывӑр кун килсессӗн Ҫӳлхуҫа ӑна хӑтарӗ.
Пс 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗн ман умӑмра мӑнаҫланассӑр килсессӗн, мана мӑшкӑла юлнӑшӑн ӳпкелессӗр килсессӗн, 6. пӗлсе тӑрӑр: мана Турӑ авса ӳкерчӗ, ман тавра Хӑйӗн серепине карса хучӗ.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана эпӗ кунне пӗрер драхма парам тата ывӑлӑмпа танах мӗн кирлине парса ярам; 16. чиперех кайса килсессӗн, тата хушса тӳлӗп, тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иерусалима килсессӗн, эпӗ Елиашив тунӑ начар ӗҫ ҫинчен, Товияна Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче пӳлӗм пани ҫинчен, пӗлтӗм, 8. ҫакӑ мана питех те тарӑхтарчӗ, эпӗ вара Товия япалисене пурне те пӳлӗмрен кӑларса ывӑтрӑм, 9. пӳлӗмсене тасатма каларӑм, унта каллех Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене, тырӑ-пулӑ парнипе латӑна кӗртсе хума хушрӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Кир патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалимран пуҫтарса кайса хӑй туррин ҫуртне хунӑ савӑтсене — илсе килме хушнӑ, 8. илсе килсессӗн Кир, Перси патши, вӗсене мул управҫин Мифредатӑн аллине панӑ, лешӗ вара, пӗтӗмпе шута илсе, иудейсен пуҫлӑхне Шешбацара панӑ.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Халӑх нумай пуҫтарӑннӑ, вара мӗнпур ҫӑл-пӗве таврашне тата ҫӗршыв урлӑ юхса выртнӑ юхӑма тӑпра сапса хупланӑ та каланӑ: кунта килсессӗн Ассири патшисем шыв ан тупайччӑр, [ан ҫирӗпленейччӗр], тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.