Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Турӑ тӗрӗс сут туса сире хур тӑвакансене хурлӑхпа тавӑрӗ, 7. Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн сире, халӗ хурлӑх куракансене, пирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх парӗ; 8. Турра йышӑнманнисене, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килсессӗн, Унӑн умӗнчи пирӗн шанчӑкӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр, пирӗн мухтавӑмӑр эсир мар-и-ха?
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑра чӗрӗлӗх паракан Христос килсессӗн, Унпа пӗрле эсир те мухтавлӑ пулса тӑратӑр.4. Когда же явится Христос, жизнь ваша, тогда и вы явитесь с Ним во славе.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сире пӗр-пӗр ӗненмен ҫын чӗнсессӗн, хӑвӑрӑн та каяс килсессӗн — унта умӑра мӗн лартнине пурне те пӗр тиркемесӗр, пӗр иккӗленмесӗр ҫийӗр.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Манра, манӑн ӳтӗмре, ырри пурӑнманнине пӗлетӗп: манӑн ырӑ тӑвас килсессӗн те, ӑна тумашкӑн хамра вӑй тупаймастӑп.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эй ачамсем, Унпа пӗрле пулӑр, Вӑл килсессӗн эпир хӑюллӑ пулар, Ун умӗнче намӑса юлмалла пулар мар.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем кунта килсессӗн, эпӗ тӑхтаса тӑмарӑм, тепӗр куннех сут тӑваканӗн вырӑнне лартӑм та ҫав ҫынна илсе килме хушрӑм.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Павела хурал тӑма ҫӗрпӗве хушнӑ, анчах ӑна Павела хытах тытма каламан, ун патне ҫывӑх ҫыннисем килсессӗн, ӑна пулӑшакансем пырсассӑн, никама та чарма хушман.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсессӗн каланӑ: 35. хӑвна айӑплакансем килсессӗн, эпӗ сана итлесе пӑхӑп, тенӗ.и, узнав, что из Киликии, сказал: 35. я выслушаю тебя, когда явятся твои обвинители.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ, 32. Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; 33. сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ӗнтӗ пахча хуҫи килсессӗн, ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ вӑл? тенӗ Иисус.40. Итак, когда придет хозяин виноградника, что сделает он с этими виноградарями?
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗр ҫинчи кирек мӗнле ҫылӑха та хӳтерекене Хӳтӗлекен килсессӗн, тӳрӗлӗх тӳрӗмарлӑха куҫранах питлӗ.и обвинит ее в лице, когда придет Тот, Кто будет защищать преследующего всякий грех на земле.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кунта килсессӗн, эпӗ шутсӑр нумай усал ӗҫ куртӑм; вӑтӑр ҫул тыткӑнра пурӑннӑ хушӑра ман чунӑм ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййине курчӗ те, чӗрем ыратрӗ: 30. Эсӗ ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсем тӗлӗшӗнчен тӳсӗмлӗ пулнине, усал ҫынсене хӗрхеннине куртӑм эпӗ, Хӑвӑн халӑхна вара пӗтертӗн, тӑшманусене сыхласа хӑвартӑн.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эсир Мана валли парне илсе килсессӗн, Хамӑн сӑнӑма сирӗнтен тӳртӗн тытӑп: Эпӗ сирӗн уяв кунӗсене, ҫӗнӗ уйӑх кунне, ӳт каснин уявне йышӑнмастӑп.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ килсессӗн ҫӗре ылханпа пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр тесе, вӑл ашшӗсен чӗрине ачисем енне, ачисенӗн чӗрине ашшӗсем енне ҫавӑрӗ.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн чухне сире илсе килӗп те ҫавӑн чухнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑп: сире хӑвӑр куҫӑр умӗнчех тыткӑнран илсе килсессӗн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх хушшинче сире хисеплӗ те ятлӑ-сумлӑ тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫамӑр.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӳрӗлӗх акӑр, вара ырӑлӑх вырса илетӗр; ҫерем сухалӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана шырама вӑхӑт ҫитрӗ; Хӑй килсессӗн Вӑл сирӗн ҫине, ҫумӑр ҫунӑ пек, чӑнлӑх ҫутартӑр.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ыран килсессӗн, эсӗ Бел хӑйне мӗн панине ҫисе яманнине курсассӑн — эпир вилӗпӗр е пире элекленӗ Даниил вилӗ, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене халӑхсем хушшине сапаланӑ хыҫҫӑн каллех хӑйсен ҫӗрне пӗрле пухсассӑн, вӗсене унтан пӗр ҫын юлмиччен илсе килсессӗн, вӗсем Эпӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ; 29. ӗнтӗ урӑх вӗсенчен Хамӑн сӑнӑма пытармӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль килӗ ҫине Хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.