Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяймасть (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Пӗтӗмпе илес-тӗк — пирӗн кварталта нумай паллӑ ҫынсем ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ, — авал вӗсем хальхинчен нумайрах ҫуралнӑ, паллӑрах та пулнӑ, халӗ, пурте пиджак тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра тата пурте политикӑпа аппаланнӑ чухне, ҫынна теприсенчен ҫӳлерех ҫӗкленме йывӑр пулса ҫитрӗ, чун та сарӑлсах каяймасть, мӗншӗн тесен ӑна хаҫат хучӗпе кипкелеҫҫӗ.

Вообще — в квартале нашем много родилось и жило замечательных людей, — в старину они рождались чаще, чем теперь, и были заметней, а ныне, когда все ходят в пиджаках и занимаются политикой, трудно стало человеку подняться выше других, да и душа туго растет, когда ее пеленают газетной бумагой.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Вӑл алӑпа тыткаламалли дрезина-ҫке, тӑватӑ ҫынтан ытла лартса та каяймасть вӑл.

Это ручная дрезина, она вообще может взять только четырёх человек.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе калатӑп, эпӗ черкессен винтовкине те ҫавӑн пиркиех тиркетӗп: вӗсем темӗнле пире алӑ май мар пек туйӑнаҫҫӗ: тыткалама пӗчӗккӗ, кӗҫ-вӗҫ сӑмсаран ҫаклатса каяймасть сана…

Признаюсь, не люблю я также винтовок черкесских; они как-то нашему брату неприличны: приклад маленький, того и гляди, нос обожжет…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ытлашши кӑпка, пулӑхлӑ тӑпрара вӑл тымарланса каяймасть, ҫӗрме те пултарать.

Help to translate

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Шывра тухнӑ тымар /уйрӑмах вӑрӑмланса кайсан/ тӑпрана куҫарса лартсассӑн вӑй илсе каяймасть, аталанаймасӑр вӑрах ларать.

Help to translate

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Ҫапах та пуйса каяймасть ҫемье ниепле те.

Help to translate

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

14. Амӑш варӗнчен мӗнле ҫара тухнӑ, мӗнле килнӗ, вӑл кайма та ҫавӑн пекех каять, хӑй мӗн ӗҫлесе тунинчен аллипе нимӗн те илсе каяймасть.

14. Как вышел он нагим из утробы матери своей, таким и отходит, каким пришел, и ничего не возьмет от труда своего, что мог бы он понести в руке своей.

Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed