Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнине (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Ҫитӗнсе ҫитмен шӑл катӑлса кайнине те пӑхса тӑмастчӗ хӑш чух, катӑлманнине шаккама пикенетчӗ.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла, ир тӑрсан, тахҫанхи йӑлапа, саппун кӗсйине куллен мӗнле те пулин кучченеҫ чиксе хуратӑп та чылайран тин аса илетӗп эсӗ интернатран ҫитӗнсе, вӗҫсе тухса кайнине, кайран тин тӑна пырса кӗрет эсӗ салтакра пурӑнни.

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ача кӑвакарса, сӑнран улшӑнса кайнине курсан, тилхепине малти ларкӑч ҫумне явакласа, Анатолий Яшманович та анать тӑрантас ҫинчен.

Help to translate

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫапах та вӑл Лидӑсен ашшӗ-амӑшӗсем инҫетри районти пӗр яла куҫса кайнине пӗлнӗ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Лидия Алексеевна пӗр аманнӑ командирпа пӗрле Урал еннелле тухса кайнине ӑна Лида юлташӗ Нина Ивановна питӗ тӗплӗн ҫырса пӗлтернӗччӗ…

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗсем уявсенче лӑпкӑн юрланӑ юррисене, ҫав самантра вӗсем палӑрмаллах ҫамрӑкланса кайнине

Help to translate

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав каҫхине вӑл юн кайнине сисрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эсӗ ун ҫинчен манса кайнине сисет те тепӗр хут ӗҫлеме тытӑнать.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унтан вӑл плита умне пырса тӑчӗ, хырӑм выҫса кайнине аса илчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Шурӑпа Гриша ман патӑмран кайнине сиссен, эпӗ хӑвӑртрах вӗсен хваттерне чупрӑм.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ватӑ ҫынсен шуралса е хӗрелсе кайни паллах мар, анчах Анна Федоровна шуралса кайнине аванах асӑрхарӑм.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑл хӗррине ҫитсен вара, вар-хырӑмра ҫав тери хыттӑн чиксе ыратса кайнине пула, фонтан умӗнчи сак ҫине тӗшӗрӗлсе антӑм.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Малтанах эпӗ вӑй пӗтсе ҫитнине, чӗре хӑвӑрт тапма пуҫланине, хама пӗрре сивӗ пек, тепре пӑчӑ пек туйӑнса кайнине сисрӗм.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑл тӑрӑх юрӑ мӗнле янраса кайнине пӗлместӗр-ха эсир!

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Манпа мӗн ӗҫ пур унӑн? — татса хутӑм эпӗ, хам ҫав тери савӑнса, пӑлханса кайнине пытарас тесе.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗвел анса ларнӑран кӑштах тӗттӗмленме пуҫланӑ пӳлӗмре эпӗ хӗрача пӑлханнине те, унӑн пичӗ хӗрелсе кайнине те, куҫӗсене темӗнле тӗтре карса илнине те асӑрхаймарӑм, анчах ҫав самантрах хӗрӗн кӑмӑлӗ мӗнле улшӑннине унӑн сасси чӗтренсе тухни систерчӗ мана.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Апла пулин те вӑл пурнӑҫа юратать, пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ, мӑшӑрӗпе 65 ҫул тату та килӗшӳллӗ пурӑннине, унпа пӗрмаях чӑваш театрне спектакльсем курма, ҫулла вара Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кайнине хавасланса аса илет.

Help to translate

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Ҫурта ҫӗкленӗ май ратуша интерьерӗн дизайнӗ пирки тавлашса кайнине пула Эггерт архитектор вырӑнне урӑххине лартнӑ.

Во время строительных работ архитектор Эггерт был заменен из-за разногласий по поводу дизайна интерьера ратуши.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Ҫимуна района лартса кайнине пӗлсен, Сантӑркка аллинчи тӑм чашӑк урайне ӳксе ванчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Йытӑ шӑши иртсе кайнине те сисет, хам та ӗҫсӗр лармӑп. Хунар ҫутипе ҫӑпата тӑвас», — шутларӗ вӑл, яшка юлашкине йыттине ҫитерсе.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed