Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнине (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Куҫ хӗррипе вӑл Ваҫиле еплерех хӗрелсе кайнине курчӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Янтул халь ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнать, анчах та тӑван амӑшӗпе йӑмӑкӗ тата шӑллӗ епле асапланнине пӗлмест пулмалла: яла хӑҫан килсе кайнине те астӑвакансем ҫук.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Вӗсем мӗнле кайнине икӗ ҫырма пуҫӗ кӑна курса пӑхса юлчӗ пулас.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫимӗҫне ҫинине те, Ҫтаппанпа хирӗҫсе кайнине те пӗлеҫҫӗ халь тин.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юрать ҫурӑмпа ҫурӑм ларнӑ та Ванюк хӗрача ҫапла пӑлханса кайнине курмарӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халиччен ҫапла хитреленсе кайнине вара вӑл пӗрре те курман, асӑрхаман.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем мӗнле кайнине улмуҫҫи кӑна курса тӑчӗ.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пирӗн ялтан кам та пулин ыйткалакана тухса кайнине астумастӑп.

Help to translate

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

ССР Союзӗн картти ҫинче Мариински шыв ҫулӗ ӑҫтан-ӑҫтан кайнине пӑхӑр.

Проследите по карте СССР Мариинский водный путь.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Крыма, Кавказалла ӑҫтан кайнине пӑхӑр.

в Крым, на Кавказ.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ССР Союзӗн физикӑлла картти ҫинче Мускавран чугунҫулсем ӑҫталла кайнине пӑхӑр: Ленинградпа Мурманска ӑҫтан кайнине, Минска, Архангельска, Киевпа Одессӑна.

Проследите по физической карте СССР железные дороги из Москвы: в Ленинград — Мурманск, в Минск, в Архангельск, о Киев — Одессу,

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Батумирен нефть Италие, Францие ӑҫтан-ӑҫтан кайнине карта тӑрӑх пӑхса пӗлӗр.

Проследите по карте, как нефть из Батуми попадает в Италию и во Францию.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Туркестан — Сибирь чугун ҫулӗ ӑҫта кайнине карандашпа туртса паллӑ тӑвӑр, ятне ҫырса хурӑр.

Обведите и надпишите Туркестано-Сибирскую дорогу.

Типӗ ҫеҫенхирсенчи ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл шӗвӗр сӑмсаллӑ тилӗ хӑш тӗле пытанса ларнине те пӗлет, пӗчӗк чее юс ӑҫталла кайнине те йӗрсем тарӑх пӑхса курать, ним шухӑшсӑр пакша ӑҫта сиккелесе ҫӳренине те илтет…

Знает он, где кроется остромордая лисица, видит по следам, куда прошел маленький хитрый горностай, слышит, где прыгает беззаботная белка…

Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундрӑпа хӑш тӗлте тусем каҫса кайнине карта тӑрӑх сӑнаса пӑхӑр.

Проследите по карте, в каких местах тундру пересекают горы.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑра Ҫурҫӗр полюсӗнчен мӗн чухлӗ инҫе илсе кайнине кашни кун тенӗ пекех вӗсем хӗвелпе ҫӑлтӑрсем тӑрӑх палӑртса пынӑ.

Каждый день по небесным светилам они определяли, как далёко отнесло станцию от Северного полюса.

«Ҫурсӗр полюсӗ» поляр станцийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ку ӳкерчӗк Пӗчӗкҫеҫ принц пуҫласа Ҫӗр ҫине вӗҫсе килнӗ саманта сӑнлать, ун хыҫҫӑн — каялла кайнине.

Здесь Маленький принц впервые появился на Земле, а потом исчез.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫав каҫ эпӗ вӑл кайнине сисмесӗрех юлтӑм.

В эту ночь я не заметил, как он ушел.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чечек пурӗ те пӗр хутчен ҫеҫ курнӑ хӑй ҫулӗпе караван иртсе кайнине.

Цветок видел однажды, как мимо шел караван.

XVIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл хӑйӗн хунарне ҫутса янӑ самант пӗлӗтре ҫӗнӗ ҫӑлтӑр ҫуталса кайнине е чечек хӗмленсе чӗрӗлнине аса илтерет.

Когда он зажигает свой фонарь — как будто рождается еще одна звезда или цветок.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed