Шырав
Шырав ĕçĕ:
Африкӑран пил шӑмми, упӑтесем, турткӑшсемпе антилопсем кӳрсе тӑнӑ вӗсем; Египетран — ҫав тери чаплӑ эрешленӗ урапасем, Месопотамирен — чӗрӗ тигрсемпе арӑслансем, ҫавӑн пекех тискер кайӑк тирӗсем, Кувӑран — юр пек шурӑ лашасем; Парваимӑн ылттӑн хӑйӑрне ҫулталӑка ултҫӗр утмӑл талантлӑх; Офир ҫӗршывӗнчен — хӗрлӗ тата хура йывӑҫпа сандал йывӑҫне; ассурсемпе калахсен тӗлӗнмелле ӳкерчӗксемлӗ ула-чӑла кавирӗсене — Таглат-Пилеазар патшан юлташла парнисем; Ниневипе Нимрудран тата Саргонран — илемлӗ мозаика; Хатуартан — питӗ хитре тӗрӗллӗ пусма-таварсем; Тиртан — ылттӑн куркасам; Сидонран — тӗрлӗ тӗслӗ кӗленчесем; Баб-эль-Мандеб ҫывӑхӗнчи Пунтран — сайра тӗл пулакан ырӑ шӑршӑллӑ нард, алоэ, хӑмӑш, киннамон, шафран, амбра, мускус, стакти, халван, смирнӑпа латӑн, — ҫак хаклӑ япаласене хӑйсен аллине ҫавӑрса илессишӗн пӗр хут кӑна мар юнлӑ вӑрҫӑсем пуҫара-пуҫара янӑ Египет фараонӗсем.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫула тапранас умӗн вӑл, пӗр уртӑш йывӑҫне касса илсе, хӑйне валли туясем турӗ.Перед тем как двинуться снова в путь, Алексей вырезал из можжевельника палки.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анне монуменчӗ умӗнче ирхине ҫынсем Чӑваш Енӗн тӗп символне сӑнлакан чӗрӗ «йывӑҫне» йӗркелерӗҫ.Утром у Монумента Матери народ организовал изображение живого "древа", главного символа Чувашии.
Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Ҫурмалли йывӑҫне чылай маларах туянса хума тӑрӑшать.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Йывӑҫне шӗкӗ ҫиесрен тата нӳрӗпе сиенленесрен тӗрлӗ тӗслӗ ятарлӑ сӑрӑпа сӑрлаҫҫӗ.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Кашни ҫемье хӑй ячӗпе шкул умӗнче пӗршер хыр йывӑҫне лартса хӑварчӗ.
Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html
6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак смоква йывӑҫне: «кунтан тӗпӗ-тымарупах тӑпӑлса тух та тинӗсе куҫса лар» тесессӗн, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ирхине иртсе пынӑ чухне вӗсем хайхи смоква йывӑҫне курнӑ, йывӑҫӗ тымарӗ таранах типсе ларнӑ пулнӑ.20. Поутру, проходя мимо, увидели, что смоковница засохла до корня.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсассӑн, Унӑн ҫиесси килнӗ; 13. Вӑл аякранах ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫне асӑрханӑ та, ун ҫинче мӗн те пулин тупаймӑп-и тесе, ун патне пынӑ; анчах та унта пырсассӑн ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупман: смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Йывӑҫне аван тесен, унӑн ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тесен, унӑн ҫимӗҫне те начар тейӗр: йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ куртӑм, ӑна хӗрхенме йывӑр пулчӗ, ҫавах Хама валли иҫӗм ҫупкӑмӗнчен пӗр ҫырлине тата пысӑк вӑрмантан пӗр йывӑҫне сыхласа хӑвартӑм.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл манӑн иҫӗм йывӑҫӗсен аврине ҫаратса хӑварчӗ, манӑн смоква йывӑҫне хуҫса пӗтерчӗ, ҫырлине пуҫтарса илсе ҫап-ҫара тӑратса хӑварчӗ; турачӗсем унӑн шап-шурӑ пулса юлчӗҫ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иҫӗм йывӑҫне лайӑх хире тулӑхлӑ шыв хӗррине лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл туратсем хунатма, ҫимӗҫ ӳстерме, тӗлӗнмелле хӳхӗм иҫӗм йывӑҫӗ пулма пултарнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчен иҫӗм йывӑҫне вута пӑрахнӑ пек, Иерусалим халӑхне те вута пӑрахӑп, тет.
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Пӗтӗм халӑх пӗлтӗр тесе, Ефрем тата Самари ҫыннисем пӗлччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Иакова хирӗҫ калать, сӑмахӗ Израиль ҫине анать; ҫав халӑхсем мӑнаҫлӑн, мухтанса калаҫҫӗ: 10. «кирпӗчсем тухса ӳкнӗ-и — якатнӑ чулран тӑвӑпӑр, сикомор йывӑҫне касса тӑкнӑ-и — вӗсене кедрпа ылмаштарӑпӑр».
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитӗ, вӑл ҫитӗ мӗнпур мӑнаҫлине, мӑнкӑмӑллине, мухтаса чапа кӑларнине, — ҫакӑ ӗнтӗ кӗҫӗне юлӗ, — 13. вӑл ҫитӗ Ливан ҫинче ӳсекен мӗнпур ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ кедр йывӑҫне, Васанӑн мӗнпур юманне, 14. мӗнпур ҫӳллӗ тӑва, таҫтанах курӑнса тӑракан сӑртсене, 15. мӗнпур ҫӳллӗ пашнене, мӗнпур тӗреклӗ хӳмене, 16. Фарсисӑн мӗнпур карапне, вӗсенӗн ӑмсантаракан мӗнпур эрешне.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Смоква йывӑҫне пӑхаканӗ унӑн ҫимӗҫне ҫийӗ, хӑйӗн хуҫине упраканӗ хисепре пулӗ.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! хӳтӗлесемччӗ, тӳперен хӗрхенсе пӑхсамччӗ, курсамччӗ, ҫав иҫӗм йывӑҫне килсе пӑхсамччӗ: 16. Хӑвӑн сылтӑм аллу лартнине, Ху валли ӳстернӗ хунава сыхласа хӑварсамччӗ.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра [ылтӑнпа] кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тата Ливанран кедр йывӑҫӗпе кипарис, певг йывӑҫӗ ярса пар: санӑн чурусем Ливан йывӑҫне касма ӑстине пӗлетӗп эпӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.