Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрех (тĕпĕ: ирӗксӗр) more information about the word form can be found here.
Лукарье ирӗксӗрех шухӑша ӳкрӗ: «Ку ачасем хӑйсен пӗртӑванне хӑҫан та пулин пӗлӗҫ-ши? Ӳссен пӗр-пӗринпе мӗнле пулӗҫ-ши?»

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ирӗксӗрех тивӗҫҫӗн кӗтсе илме кирлӗ пек шутласа, тӑруках ним тума аптранӑ енне пӳрт ӑшчикӗнчи япаласене тирпейлеме тытӑнчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ирӗксӗрех крючниксем хыҫҫӑн утрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑслансенчен хӑранипе ирӗксӗрех юлташӗсен хыҫӗнчен утрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ирӗксӗрех тӑвӑлланса кайрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Цирк хуҫи ирӗксӗрех шикленчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн ачаранах намӑса пӗлсе пурӑнма хӑнӑхнӑскер, вӑл ирӗксӗрех кичемленчӗ, «Ҫын умне, пуринчен ытла хӗр-арӑмсем умне, ҫаппа-ҫарамас тухма мӗнле хӑяҫҫӗ вӗсем?»

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла вӑл урам вӗҫне ҫитрӗ, ун чӗри ирӗксӗрех ҫуйланма тытӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пролет тӗлӗнче ирӗксӗрех чарӑнса тӑма тиврӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ирӗксӗрех Атӑл ҫинче укҫа ӗҫлесе тупма май пурри ҫинчен Микула каласа панине аса илчӗ те ун чухне ывӑлӗн сӑмахне итлеменшӗн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килте телефон пулманнипе (кӗсье телефонӗсем ун чухне пуян усламҫӑсен ҫеҫ пурччӗ) ирӗксӗрех ӗҫе кайма тиврӗ.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ирӗксӗрех вокзал ҫывӑхӗнчи ҫуртсем патнелле кайса ҫимелли туянма шут тытрӑмӑр.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Йӑмра ватӑ, сарлака пулсан та пурте хӑпараймастпӑр — ирӗксӗрех пӗччен хӑпарма тӳр килчӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Варринчисем йышлӑрах ушкӑн пулнӑ май хӗрринчисем ирӗксӗрех варринчисемпе пӗрлешме тӑрӑшатчӗҫ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

«Мендельсон» сӗннӗ стоматолог патӗнче ирӗксӗрех темиҫе хутчен те пулма тиврӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ирӗксӗрех Хыркассинчен Шупашкара Студентсен хулине ҫити ҫуран утма тиврӗ.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ирӗксӗрех хамӑн пуҫласа калаҫма тиврӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ирӗксӗрех хам курни-илтнине каласа пама тиврӗ вара.

Help to translate

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Машинӑна ирӗксӗрех чарма тиврӗ.

Help to translate

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Ирӗксӗрех асатте каланӑ юмах аса килчӗ.

Help to translate

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed