Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ик (тĕпĕ: икӗ) more information about the word form can be found here.
Венюк каласа пама тытӑнсан ун таврашӗнчи хӗрарӑмсем: — Эй-тур-тур, эй тур-тур, мӗскӗн ача, мӗнле кӑна асап чӑтса ирттермен! — тесе ик аллине шарт ҫапаҫҫӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Алексей ҫинелле тинкерсе пӑхрӗ те: — Сана леса патне кайса килме ик пӗҫӗ хушшинчи чӑрмантарать пулсан, — терӗ вӑл, — хам йӑтса килсе паратӑп.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ик ураллисем йӑтаҫҫӗ Михӗпе те чӗреспе.

Help to translate

Шӑши хуйхи // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

«Сергей Степанччӑ», — чӗннӗ хушӑран Хӑй шӗвӗрне янравлӑ ик ятран.

Help to translate

Ят // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57–58 с.

Тарье инке лавккара, Марье тата аякра: Ыйтса кайнӑ пуҫлӑхран — Килмелле ик тапакран.

Help to translate

Мерттелле // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 54–55 с.

Эх, тӑмана, тӑмана, Мӗн калам-ши эп сана! — Каҫпа ҫӗклен эс пуҫна, Аран уҫан ик куҫна, Ялан таҫта эс васкан, Ҫуртсем ҫумне ӑнсӑртран Пыра-пыра ҫапӑнан, Намӑс-симӗс ҫуккӑ сан, — Ашкӑнмашкӑн тытӑнан: Чӑх-чӗп тытма юратан, Ҫынна хӗн-хур кӑтартан…

Help to translate

Тӑмана // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Парторгпа директор хушшинче ларакан Раман ҫак саманта темле сиссе те юлаймарӗ, ик енчен тӗртнипе имене-именех ура ҫине тӑчӗ, малалла суккӑр ҫын пек утса кайрӗ.

Help to translate

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫа чикнӗ те пӗрре — йывӑҫ кутне, каҫпа пилӗке ик алӑпа тытса тӳрлетнӗ те — киле.

Help to translate

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чалт сикрӗ те Улька Ҫтаппан мӑйӗнчен пӗррех уртӑнчӗ, лешӗн кӑп карӑннӑ хулӑн тутинчен чуптуса пӗтерчӗ, унтан, пуҫне ик аллипе ярса илсе, ҫерем ҫине лаплатса ларчӗ.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешсем итлемеҫҫӗ, хапха патне ҫитеҫҫӗ те ик еннелле тапса сикеҫҫӗ.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ик пӗвинче те ҫук сулӑ.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ик ухмах.

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман тунката ҫинче каллех пуҫне ик аллипе тӗревлесе ҫӗрелле пӑхса ларатчӗ.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарлака туталлӑ, лапчӑк сӑмсаллӑ, пуҫӗ те ун ик енчен хӗстерсе лапчӑтнӑ пек курӑнать.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Курӑр-ха, курӑр ик тӑмсая, вӑрман варринче йывӑҫ лартаҫҫӗ!

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тутӑр айӗнчен ик еннелле ункӑланса тухнӑ сап-сарӑ ҫӳҫӗ, хулпуҫҫи урлӑ умнелле янӑ икӗ хулӑн ҫивӗчӗ, сывланӑ майӑн ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе илекен тулли кӑкӑрӗ…

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хайхи инке, упӑшки кирлӗ ӗҫпе лавккана чупсан, мана ик хӑлхаран сысна ҫурине ярса тытнӑ пек ҫавӑрса илчӗ те, ваҫка, хыттӑн-хыттӑн виҫӗ хутчен чаплаттарса чуп-турӗ, аллисемпе мӑйран явса тытрӗ, вӗлер те вӗҫертмест ытамӗнчен.

Help to translate

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вырӑнти чӑвашсем, ик ҫӗр ҫул каяллах православи йышӑннӑ пулин те пӗр вӑхӑтрах хӑйсен кивӗ тӗнӗн тата христианствӑн йӑли-йӗркисене пурнӑҫласа пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пирӗн ик ҫӗр арҫынна илсе кайрӗҫ, каялла виҫӗ чӑлах килчӗҫ…

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫапла, пирӗн ӑру пӗтсе пырать, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ Ваҫиле, — хамӑр ялтан та вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнчех ик ҫӗр арҫын тухса кайрӗ — яланлӑха.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed