Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ик (тĕпĕ: икӗ) more information about the word form can be found here.
Чупса пырать те вара ҫак апӑрша алӑк патне, кӗнӗ ҫынна ыталаса илес пек, ик ура ҫине чӗвенет, хуллен йынӑша-йынӑша ачашланать.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑвакарма асра та ҫук хуп-хура ҫӳҫӗ ик еннелле уйрӑлнӑ та, ҫамки хӗрринчен лӗпки ҫинелле тӳп-тӳрӗ йӗр хӑпарса каять.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ик ял халӑхӗ ӑна унччен те юратсах кайман, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсен чунӗсем пушшех те сивӗнчӗҫ унран.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ик ялӗпех калаҫрӗҫ иккен те, епле илтмӗн.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Усӑ курас тесен вара, ик алла тыттарнӑ пӗр ӗҫ тӗлне пӗлни ҫеҫ ҫитмест, пит правур пулмалла, ӑс-пуҫа вӗретсе ҫеҫ тӑмалла.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ик ҫын пулсан, 3-4 апат илеҫҫӗ, тӑватӑ ҫын пулсан, 5-6.

Help to translate

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

Чӳк уйӑхӗнче тата ик эрне спортсменсем хатӗрленӗҫ.

Help to translate

Лайӑх хатӗрленӳ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=WZXTszjIfb8

7-10 ҫултисем вара ик хут нумайрах илеҫҫӗ.

Help to translate

Хутсем сахал хатӗрлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=NhvJNM5OkpU

Унта-кунта каймалла чухне ик кустӑрмаллӑ тусӗ велосипед ҫине утланса таҫта та ҫитсе килет.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Ик айкки те тӑвайкки пулнине ыттисене ан кӑтартӑр.

Не задевайте своей безразличностью своё окружение.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Колхозниксем тата: — Хӗнемелле тытса сире, ик каслӑ плуг, жнейка, молотилка кӳрсе килӗр, терӗмӗр. Эсӗр тем хӑяматла якӑр мӑйракисем кӳрсе килтӗр. Аванс укҫине кӑна шыва ятӑр, — тесе вӑрҫаҫҫӗ.

Help to translate

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Хайхи ик ҫӗр пин ытла укҫа, шывпа юхса кайнӑ пек, усӑсӑр пӗтӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна йӗркелеме ик ҫӗр пин ытла укҫа тӑкакламалла тет.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Саншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки, эппин: Ярабаев хуть те мӗн хӑтлантӑр.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑннипе вара - ик айкки те тӑвайкки.

Help to translate

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Суд хыҫҫӑн тепӗр ик эрне тӳлемесӗр ирттеретӗп.

Help to translate

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Сурӑх тытма пуҫласан 5-мӗш ҫул тӗлне ҫулталӑкне 26 пин тоннӑран кая мар какай хатӗрлемелле, пин пуҫран сахал мар пулмалла, ик ҫынна ӗҫе вырнаҫтармалла.

Help to translate

Ял старости — 18 ҫултан // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60763

Ик сехет ҫурӑ хушшинче вӑрмантан тухмалла ӗнтӗ, эпир пур, темле шурлӑхсем тӑрӑх сылтӑмалла пӑрӑнмалла пуль тесе ҫӳретпӗр…

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Петрянкина урӑххи иккӗлентернӗ: мӗншӗн-ха машина номерӗ умӗнхи саспаллисем ик ҫӗрте ик тӗрлӗ, мӗншӗн ҫак хӑйне майор текен ҫын милиципе ҫар ҫыннисен тумӗсене хутӑштарса тӑхӑннӑ?!

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Поэт пирӗн ҫарсем Атӑл хӗрринче ик ҫӗр талӑк пынӑ ҫапӑҫура тӑшмана аркатса тӑкнӑшӑн чӗререн савӑнса ҫырать, тӑшман тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ Днепра саламлать, унтан Берлина ҫитсе, Бранденбург хапхи умӗнче хӗрӳллӗн калаҫать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed