Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманалла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вара тӗнчене ҫуралнӑ ҫӗнӗ музыка шыв пек шарласа пӳлӗме тулчӗ те ирхи кӑвак ҫутӑ ҫапнӑ тавралӑха уҫӑ кантӑк витӗр юхса тухрӗ, ҫамрӑк садран тӗтреллӗ, карӑш сассиллӗ улӑха анчӗ, вӑраннӑ шӑпчӑк юррипе тулнӑ вӑрманалла саланчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Лешӗ нумай шухӑшласа тӑмасть — вӑрманалла уттарать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вара эпир вӑрманалла кӗрсе кайрӑмӑр.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Эпӗ часах килетӗп, — терӗм те вӑрманалла чупрӑм.

Help to translate

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Виҫӗ лаша вӑрманалла кӗрсе кайнине асӑрханӑскер пах-пах-пах! туса ура ҫине тӑчӗ, вӑрӑм пушшине сӗтӗрсе лашасене хӑвалама лӑпӑстатрӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сирӗн пата эп пӗр-пӗр кун килех пыратӑп пуль: Никифор Варламовичпа сӑмах пур, — текелесе, мучипе тараватлӑн сывпуллашса кӗр калчи пусси урлӑ ҫулсӑр-мӗнсӗрех вӑрманалла утӑмларӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрсех утӑ ҫулакансем умӗнче саркаланса-сӗркеленсе тӑма аван мар — вӑрманалла кӗтӗм, лӑпӑска ҫӑка айӗнчи ҫемҫе курӑк ҫине выртрӑм.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унта шыва кӗрсе уҫӑлнӑ хыҫҫӑн йӗпе хура ҫӳҫе вӑркӑш ҫилпе кушӑхтарса сӑртри вӑрманалла утрӑм.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Виҫӗ ҫын — арҫын, хӗрарӑм тата ача — вӑрманалла пӑрӑнчӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрарӑмпа ачана Изамбаев вӑрманалла кӗрсе каякан сӗвек вар пуҫӗнче хӑваласа ҫитрӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавна кура Испуханов вӑрманалла сулланчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл тӑкӑрлӑка пӑрӑнчӗ, йывӑҫлӑ тарӑн ҫырма урлӑ Хура Качакана чупса каҫнӑскер ун витӗр тухса вӑрманалла кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл панӑ укҫана кӗсьене чикрӗм те сутӑҫ лашипе вӑрманалла кӗрсе кайрӑм.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра кашкӑр мана курчӗ те шӑлӗсене шаклаттарса илчӗ, вара хуллен, юлхавлӑн вӑрманалла лӑпӑстатрӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр ватӑ хур ами юлашки вӑйне пухса сывлӑша ҫӗкленчӗ те вӗҫсе кайрӗ, анчах ял еннелле мар, вӑрманалла.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрманалла тарать.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Валтиелӗнче чӑвашсемпе салтаксем хушшинче хаяр ҫапӑҫу пынине, салтаксем пӑшаллӑ иккенне, ял ҫыннисем, вӗсем хӗснине чӑтаймасӑр, вӑрманалла чакнине каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтисем каялла пӑхма та ӗлкӗреймерӗҫ, хӑйсем те мотоцикл ҫинчен каска пек йӑвана-йӑвана анчӗҫ, пӗри кӑна тепӗр еннелле сикрӗ те вӑрманалла вӗҫтерчӗ, ӑна та партизансем персе ӳкерме ӗлкӗрчӗҫ.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫул ҫинче вӑл тарма тытӑнать, тараканскерне патруль темиҫе хутчен перет, анчах Кирука пӗр пуля та тивмест, вӑл ҫаплах вӑрманалла чупать пек.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ вӗсем вӑрманалла чупакансене те пеме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed