Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманалла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑрманалла тапма кӑмӑл ҫук-и сан?

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр пайӗ шурӑ ҫар ҫынни хыҫҫӑн кайрӗ, тепри вӑрманалла тартас мар тесе ҫулне пӳлме хӑтланчӗ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пикментей каччӑсене ҫурӑмран тӗрте-тӗрте вӑрманалла, кӑкарнӑ лаша курӑнакан тӗлелле хӑваларӗ.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хапхаран тухса хӳме ҫумӗпе вӑрманалла упаленчӗ.

Help to translate

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ват ҫын пек, ӗнсине кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса илет те кулам пекки тӑвать, вара уххипе айпӑлтине илсе вӑрманалла утать.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр вӑрманалла вӗҫтерчӗҫ.

Help to translate

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чемодан патне каялла таврӑннӑ вӑхӑтра поезд вырӑнтан тапранни ҫинчен пит ӗненмелле каласа пачӗ Миша: станцие хӗрлисен утлӑ ҫарӗ сасартӑк пырса тухнӑ пирки унӑн вӑрманалла тарма тивнӗ иккен.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрман хуралҫин пӳрчӗ патнелле пӑшал сассисем ҫывхарнине илтсен, эп хамӑн бекешӑна хывса Романова витрӗм те унӑн шинельне тӑхӑнса вӑрманалла чупрӑм…

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫул ҫинчи кашкӑр йынӑшса ячӗ, уксахласа вӑрманалла чупрӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев, шинельне хывса, ҫӳп-ҫапран тасаткаларӗ те каллех вӑрманалла утрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑшт тӑрсан, чугун ҫултан пӑрӑнса, вӑрманалла сукмакпа утрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫул май аслӑ юмана пырса пуҫҫапать те ывӑлӗсемпе вӑрманалла кӗрсе каять.

поравнявшись с дубом и кланяясь ему, и входит с сыновьями в чащу…

I // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Ҫакна ӳлӗм курӑпӑр тесе уйланнӑн Кук хыҫалти урипе тӗплӗн хыҫӑнчӗ те — сӑмсине усса вӑрманалла лӗпӗстетрӗ.

Решив, что дальнейшее покажет, Кук крепко почесался задней ногой и побежал, опустив нос, к лесу.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Апӑрша хӗр пулӑшу ыйта-ыйта ишме пуҫларӗ, Моргиана вара хысакран йӑраланса анчӗ те йывӑррӑн сывла-сывла вӑрманалла чупать, кӳлӗрен епле те пулин аяккарах кайма ӑнтӑлать.

Девушка бросилась плыть, призывая на помощь, а Моргиана спустилась со скалы и, задыхаясь, побежала в лес, стараясь уйти как можно дальше от озера.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пысӑкскер пулас, юр ӑшне урипе пута-пута вӑрманалла кӗрсе кайнӑ.

Help to translate

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Йӗлтӗр йӗрне такам урӑххисем унчченех хывнӑ пулас: кану ҫурчӗ хӗрринчен пуҫланать те шап-шурӑ анлӑ хире илсе тухать, унтан ҫип ҫапнӑ пек тӳррӗн вӑрманалла кӗрсе каять.

Help to translate

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Йытӑ вӑрманалла лӗпӗстетрӗ, — чӗлхине кӑларса хурса чернил мӑйӑрӗн сулхӑнне лӑпчӑнчӗ.

Собака отбежала в сторону и, высунув язык, села в тени чернильного орешника.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Юхан шыв вӑрманалла кукӑр йӗр тӑрӑннӑн тӑсӑлать, вӑрман хӗррин кашни пӑнчинченех Горна асӑрхаяҫҫӗ.

Она тянулась вогнутой к лесу кривой линией, и с каждой точки опушки можно было заметить Горна.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫаран урлӑ каҫсан сунарҫӑ вӑрманалла шалах тӑсӑлакан сукмаксен серепине курчӗ.

Перейдя лужайку, охотник с удивлением заметил сеть тропинок, ведущих в глубину леса.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шывра чӗр куҫҫи таран пӗкӗрӗлсе пырса ҫапкаланчӑксем пӗчӗк утравран сахалтан та аллӑ утӑм куҫнӑ тӗлелле икӗ ракетӑн ҫиҫкӗнчӗк кӗтесӗ утравран вӑрманалла тата тӳпенелле вирхӗнчӗ.

Согнувшись и осторожно подвигаясь по колена в воде, скитальцы ушли от островка не более как на полусотню шагов, когда сияющий угол двух ракет взметнулся с островка в лес и к небу.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed