Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫтарнӑ (тĕпĕ: вырнаҫтар) more information about the word form can be found here.
Роликлӑ тӑркӑч (калаҫура ролик тени те тӗл пулать) — олимп спорт тӗсӗ, пушмак ҫумне икӗ–пилӗк (сайра хут — улттӑ) кустӑрма вырнаҫтарнӑ хашака ҫыпӑҫтарса хатӗрленӗ ятарлӑ тӑркӑч, унпа усӑ курса хытӑ тикӗс ҫийпе, сайра хутра ҫулсӑр вырӑнпа та, ахаль тӑркӑчпа пӑрпа пынӑ пек хӑвӑрт куҫма май пур.

Роликовые коньки — олимпийский вид спорта, специальные коньки, ботинки с прикреплёнными к ним рамами, в которых закреплено от двух до пяти (и даже шести) колёс, предназначенные для передвижения по твёрдой ровной поверхности, реже по бездорожью, аналогично передвижению по льду на традиционных коньках.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Смоленскра вӗреннӗ, 1941 ҫулта Борис Васильев Воронежӑн Образцоври 5-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн 9-мӗш класӗнчен (халӗ — 28-мӗш № вӑтам шкул, Фридрих Энгельс урамӗ енчи ҫурт стени ҫине Б. Л. Васильева асӑнса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ) вӗренсе тухнӑ.

Учился в Смоленске, в 1941 году Борис Васильев окончил 9-й класс воронежской Образцовой средней школы № 5 (ныне — средняя школа № 28, на здании со стороны улицы Фридриха Энгельса размещена мемориальная доска в память о Б. Л. Васильеве).

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

2023 ҫулта «ЭЛАРА» «5-мӗш №-лӗ Гимназире» электротехника моделированийӗн лабораторине вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Кунсӑр пуҫне, ял ҫыннисене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма условисем туса парас тӗллевпе Вӑрманхӗрри Чурачӑк тата Кӗтне Пасар ялӗсенче те спорт площадкисем туса ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Унта паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен оборудованипе техника вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Ырӑ вырӑс ҫыннисем ӑна ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сергей юлташӗ сцена ҫинче спектакльсем валли декораци вырнаҫтарнӑ ҫӗрте тӑрӑшать иккен.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вокзал ҫурчӗ тӑррине вырнаҫтарнӑ динамик Шупашкар хулине каякан автобус ҫине ларма вӑхӑт ҫитнине пӗлтерни илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ваҫикпа иккӗшӗ рама айне вырнаҫтарнӑ пӗренене ку вӗҫӗнчен пусрӗҫ, машина кӑштах ҫӗкленсен, ӑна хыҫалалла хирнӗ май: «Айта, туртӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ «Хӑравҫӑ Михаҫ».

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Редакци те, тексчӗсене пӗрер сас паллин пуҫтарса калӑпланӑ хаҫата алӑпа ҫавӑрса пичетлемелли станок вырнаҫтарнӑ пӳлӗм те пӗр хутлӑ вӑрӑм ҫуртра вырнаҫнӑ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑл хӑй тӗлленех чалӑш вырнаҫтарнӑ роликсем тӑрӑх ӗҫлекенсем патне пырса чарӑнчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑш чухне кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче пулас пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, Алексейран вырнаҫтарнӑ вӑл е ку пӑрӑх мӗн тума кирлине тата ӑҫталла кайнине, тимӗр будка алӑкӗ ҫине мӗншӗн скелет ӳкерсе хунине ыйтса пӗлчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Утравӗпех лавр катисенче гриль-каминсем вырнаҫтарнӑ, халӑх вӗсенче вырӑнти ӗне какайне ӑшалать, ҫакна лавр турачӗсем ҫине тирсе тӑваҫҫӗ.

По всему острову в лавровых рощах установлены гриль-камины, в которых жители жарят местную говядину, нанизывая её на своеобразные вертела из лавровых веток.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Сятров кӗтӗвне пӗтерсен, Лишайкин ӑна каллех ӗҫе вырнаҫтарнӑ, Арсентьев участокне тӗкнӗ.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун чухнехи Мерчӗк вӑрман пункчӗн пуслӑхӗ Лишайкин ачана Илле Иванов патне вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн кӗтмен приказӗпе Ваҫилене пӑрлӑ путвала антарас вырӑнне командировкӑна килнӗ офицерсем чарӑнакан пӳлӗме вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫ пулсан вӑл пӑрахнӑ пепкине тутӑрпа чӗркесе кивӗ ҫӑпатана вырнаҫтарнӑ, вӑрттӑн хӑйӗн сарайӗ хыҫне чавса хунӑ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Египет фараонӗсем хӑйсен чаплӑ, нумай хутлӑ прическисене упраса хӑварас тӗллевпе (ӗлӗкхи парикмахерсем патне кашни кун кайни ҫара кут хӑварма пултарнӑ), вырӑн пуҫӗнче хӑйне евӗрлӗ пуҫелӗк — икӗ авӑнчӑк хӑма вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Музейра Иранӑн исламчченхи (сартӑш саманинчи) тапхӑрӑн экспоначӗсене вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех ҫӗршыв территорийӗнче ислам тӗнӗ сарӑлнӑ хыҫҫӑнхи экспонатсемпе те паллашма май пур.

В музее представлены экспонаты доисламского (зороастрийского) Ирана, также представлены экспонаты и после распространения ислама на территории этой страны.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Ҫак ялтах водопровода юсаса икӗ гидрант вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed