Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апатне (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
Тутанса пӑхас хула апатне, — тесе Саша алла кашӑк ярса тытрӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Мӗншӗн шеллетӗн эс ӑна? — кӑнтӑр апатне таврӑннӑ Виктор хӗрарӑмсен юлашки сӑмахӗсене илтрӗ.

— За что ты ее жалеешь? — Виктор вернулся к обеду и услышал последние слова женщин.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ӗҫе хӑнӑхса ӳсменскер, Рита час-часах пӑру айӗсене тасатмастчӗ, апатне те сахал хатӗрлетчӗ.

Не привыкшая к работе, Рита часто не чистили под телятами и мало готовила для них еду.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Чи кирли — тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апатне хатӗрлемелле те ҫавна видеоролик ҫине куҫарса тӗнче тетеленчи халӑх ушкӑнӗсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаҫтарса тухмалла.

Самое главное — приготовить национальную блюдо родного народа и выложить ее в виде видеоролика в соцсетях с хештэгами #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом.

«Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30574.html

Паллах, вӑл халь хӑйпе пӗрле ларакансене те, кӑвайтӑн чуна килентерекен ӑшшине те туймарӗ, кирек мӗн тесен те, апатне те туймасӑрах ҫирӗ.

Он, без сомнения, не замечал теперь ни окружающих, ни приятного тепла, идущего от костра, и уж, во всяком случае, ел, не имея никакого понятия, что именно он ест.

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Кашни тирӗкри апатне пӗрре хыпса ҫисе яраттӑмччӗ, пӗр пичкери эрехе пӗрре сыпса ӗҫсе яраттӑмччӗ.

Каждое блюдо я проглатывал в один прием, каждый бочонок вина осушал одним глотком.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӳлнипех хӑварнӑ лаша апатне кахаллӑн ҫинӗ.

Лошадь, оставленная в запряжке, лениво жевала корм.

Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫав вӑхӑтранпа ӗнтӗ, Джим, акӑ виҫӗ ҫул пулать, эпӗ кунта пурӑнатӑп, ҫыннӑн ырӑ техӗмлӗ апатне ҫисе курман.

С тех пор, Джим, вот уже три года живу я здесь и ни разу не видел благородной человеческой пищи.

XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Тырӑпа выльӑх апатне тен государство парса пулӑшӗ.

— Что касается зерна и кормов, государство, может быть, окажет поддержку.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл апатне те лайӑх ҫиет, ҫывӑрасса та канлӗ ҫывӑрать.

Он с охотой ел и отлично спал.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хиртен ывӑнса таврӑнатӑн, кӑмакине хутмалла, апатне хатӗрлемелле.

Вернулся с поля, как ни устал, апечь топи и обед готовь.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Помещик апатне начар ҫитеретчӗ.

Помещик кормил плохо.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Пример примерпа, апатне ҫимелле-и санӑн е ҫук?

— Пример примером, а есть тебе надо или нет?

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Игнат, алӑка уҫса, ҫав хӑйӗн апатне илнӗ те, каллех питӗрӗнсе ларнӑ.

Игнат отворял дверь, брал эту трапезу и снова запирался.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗрин тата арӑмӗ ача ҫуратнӑ та — апатне хӑйӗн хатӗрлемелле, ҫавӑнпа ыран иртерех тӑмалла.

У одного жена родила — придется самому готовить завтрак и поэтому встать пораньше.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл яланах апатне ункӑ витӗр мар, унӑн айккинчен ярса илесшӗн, анчах эпӗ апла памастӑп.

Она всё старалась схватить пищу не через кольцо, но я ей не давал.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑш-пӗрисем ҫӑтса антараймаҫҫӗ, эпӗ вара апатне пӳрнепе шалах чиксе яратӑн: Курак чӗпписене кашни сехетренех ҫитерме тиврӗ.

У некоторых воронят пища выскакивает изо рта, и мне приходится пропихивать им мясо пальцем глубоко в горло: кормить воронят надо было каждый час.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Тутлӑ апата сиссе, Хрюшка ҫутҫанталӑкра мӗн пулнине те манса кайрӗ — апатне ҫиме пуҫларӗ.

Хрюшка, почуяв вкусное, забыла про всё на свете и занялась обедом.

Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Апатне вара вӗсем хӑйсем ӑҫта тупма пултараҫҫӗ, ҫавӑнта тупаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хуҫисем вӗсене тӑрантармаҫҫӗ.

Пропитание они должны найти себе где хотят, так как хозяева их не кормят.

Ашак // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Апатне вара Панин чӑнах та питӗ тутлӑ хатӗрлетчӗ, ҫавӑнпа та ӑна ку ӗҫе хаваслансах шанса патӑмӑр.

Так как суп Панин варил отлично, против этого не стали возражать.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed