Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халӑхра (тĕпĕ: халӑх) more information about the word form can be found here.
Нацилле музыка театрӗ ӗҫлеме пуҫлани хамӑрӑн авалтан музыкӑллӑ пулнӑ халӑх культурӑпа эстетика енӗпе мӗн тери ӳснине нимрен те ытларах кӑтартса парать, ҫавӑнпа пӗрлех халӑха ҫывӑх совет искусстви ҫинчен, халӑхра ҫыравҫӑсемпе художниксем вӗрентсе ҫитӗнтересси ҫинчен, нацилле искусствӑна аталантарас ӗҫре социализмлӑ идейӑсем хӑватлӑ пулни ҫинчен аслӑ Ленин каласа хӑварнисем пирӗн вӑхӑтра ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗрсе пынине ҫирӗплетет.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Пӗрлӗхре – вӑй», – теҫҫӗ халӑхра.

Help to translate

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Анчах вӗсем халӑхра палӑрма ӗлкӗреймен, пусмӑрти халӑх вӗсем хӑй тусӗ пулнине курма ӗлкӗреймен.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Утӑрья! — кӑшкӑрса ячӗҫ халӑхра.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑтӑм пулсан чӑрманни сая каймасть, теҫҫӗ халӑхра.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш, теҫҫӗ халӑхра.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пупа сӑмах ан чӗн, йытта патакпа ан вӑрҫтар, теҫҫӗ халӑхра.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сутӑнчӑклӑх, суялӑх, икӗпитлӗх пирӗн халӑхра нихӑҫан та пулман.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Халӑхра ӑна окоп чавни тесе каланӑ.

Help to translate

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Акӑ вӗсем ҫӑкӑр татки патне пӗрин хыҫҫӑн тепри виражсем тукаласа, ярӑна-ярӑна, ҫунаттисемпе лӑпӑл-лӑпӑл лӑпӑлтатса е ҫатӑл-ҫатӑл ҫатӑлтаттаркаласа вӗҫсе анма пуҫларӗҫ: малтанах тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫиҫекен тулли пӗсехеллӗ кӑвак кӑвакарчӑн, унтан, кранклатса, хӑйне ял-хула таврашӗнчи кайӑк-кӗшӗк пуҫӗ пек картакан, ҫак мӑнаҫлӑхпа касӑлнӑ йӑмӑх хура курак, кӑштахран ялан тем тиркешсе, ҫуйӑхса, кӗскен те татӑклӑн чаклатакан чана, юлашкинчен, пӗр тикӗссӗн чакӑлтатса, чакӑртатса, вӑрӑм хӳри ҫинче, халӑхра калашле, шанчӑксӑр сас-хура йӑтса ҫӳрекен хура-шурӑ тумлӑ чакак…

Help to translate

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Айванах та пулман-ха эпӗ (халӑхра «айвана кам ӳркенмест, ҫавӑ кӳрентерет» теҫҫӗ те-ха)

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Халӑхра чыса ҫамрӑклах упрама хушаҫҫӗ, манӑн вара, иртнӗ вӑрҫӑн хура, сулхӑн мӗлкинче хӑрӑнса, хӑмшӑлса «папакланнӑскерӗн», тус-юлташсем хушшинчи карту-хисепӗмшӗн ачаллах «ҫаврӑнкалама», пуҫа ҫухатсах кӗрешме тиврӗ.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Хыҫҫӑнах халӑхра: «Анчах пысӑк ӗҫе пӗччен ан пуҫӑн — ӗнсӳне хуҫӑн», тенине те аса илчӗ карчӑк.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ахальтен мар халӑхра пӗрре касиччен ҫиччӗ виҫме хушаҫҫӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Кунта халӑхра анлӑ сарӑлнӑ урӑхла каларӑш та — кисӗпӗн икӗ вӗҫӗ те шӗвӗр тени те — аса килет.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Амӑшӗнчен, ват ҫынран, халӑхра калашле, пӑс кӑна пӑшлатать темелле.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Пӗрле улах ларнине ан ил, пӗрле утӑ ҫулнине ил» — аса килчӗҫ ӑна халӗ халӑхра ҫӳрекен сӑмахсем.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Акӑ ӗнтӗ вӑл халӑхра «вӑрман — ҫур тӑлӑп» тени чӑна тухни…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑлхине, калӑпӑр, халӑхра тӗрлӗ фокуссем тумалли, фактсене хӑйне кирлӗ пек пӑсса кӑтартмалли, куҫ пӑвмалли, ытти ултав мелӗсемпе меслечӗсем ҫинчен калаҫкалани пӗрре мар сӗртӗнкелесе иртрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Агенствӑн генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республики Тутарстана географи тӗлӗшӗнчен те, генетика тӗлӗшӗнчен те ҫывӑх: «Хӑҫан-тӑр эпир пӗр халӑх пулнӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, анчах та пирӗн пӗр генетика кочӗ. Пирӗн пӗр-пӗринпе хутшӑнмалла. Тутарстанра 1 миллиона яхӑн чӑваш пурӑнать теҫҫӗ. Халӑхра шӳтлекенсем те пур: тутара кӑшт тӑрмаласан, унтан чӑваш тухать», – терӗ ертӳҫӗ хӑнасене саламланӑ май.

Help to translate

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed