Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урамран (тĕпĕ: урам) more information about the word form can be found here.
Мартин Мартынч ҫав вӑхӑтра хӑйӗн хваттерӗн чӳречисемпе алӑкӗ умне, урамран ҫӗр ҫавӑрса илсе, хитре кӑна карта тытса лартнӑ.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Урамран икӗ хутлӑ ҫурт, килкартине кӗрсе пӑхсан, виҫӗ хутлах пулса тӑчӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Картишӗнче вӑл читлӗхри кашкӑр пек унталла-кунталла ыткӑнса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те урама, урамран ял ҫумӗнчи пӗве хӗррине тухса кайрӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗҫ кунне вӗҫлерӗ шофер — ял хушшинче пылчӑк ҫӑрӑлнине курсах машинине техника паркне е гаража лартса хӑвармарӗ, пӗр урамран тепринпе, виҫҫӗмӗш урампа иртсе, лапра-ҫӗпрене сарӑ тӑм тухиччен ҫавӑрчӗ, карта ҫумӗнче е йывӑҫ тавра сыхланкаласа юлнӑ саплӑк пек ҫереме те ватса иртрӗ, йывӑҫне хӑйне те хуҫса хӑварчӗ — килне ҫитрӗ-ҫитрех.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Килтен хуҫӑк пӑта та йӑтса ан тух, урамран чавса тӑршшӗ хӑма пуҫӗ те пулин йӑтса таврӑн», — тетчӗ вӑл мана.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аслӑ Таяпа ялӗнчи Школьная урамран пуҫласа масар патне ҫитичченех ҫула юсама (проект хакӗ — 1117320 тенкӗ) ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Авалхи пӗчӗк хулара урамран урама автобуссем ҫӳремеҫҫӗ, ҫавна май Моляковӑн перекет кассине ҫуранах танккама тиврӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Аслӑ урамран иртсе кайрӗҫ.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ут ури айне лекни лӑчӑртатса юлчӗ, тарни таҫта кайса ҫухалчӗ — юланутсем хӗреслӗ урамран карман хапхи еннелле илсе каякан тӑкӑрлӑка кӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тепрехинче хайхи, — васкаса каласа пама тытӑнчӗ вӑл, — ман хуҫа урамран чупса кӗчӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫхине, урамран выляса таврӑнсан, асаттепе урӑх калаҫса кураймарӑм: вӑл йӑрӑс тӑсӑлса выртнӑччӗ, икӗ аллине кӑкӑр ҫумне хунӑччӗ, хӑй ҫине шур пир витнӗччӗ…

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ула Тимӗр, К.Маркс ячӗллӗ хӗреслӗ урамран иртсе, Атӑл еннелле тӑсӑлакан, халӑх ытлашши сӗрлемесӗр кӑткӑ пек хӗвӗшекен Р.Люксембург ячӗллӗ сарлака урам урлӑ каҫса, карта тытнӑ Н.К.Крупская ячӗллӗ ача-пӑча паркне кӗчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтан картишне урамран хапха айӗпе хӗсӗнкелесе кӗнӗ чӑпар чӑх сулланкаласа чупса-вӗҫсе ҫитрӗ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Мӗншӗн лармарӑр тата, Матвей Захарч, лармаллаччӗ-ха кӑштах калаҫкаласа, — терӗ урамран шыв ӑсса кӗрекен хӗр, витрисене килкартине лартса.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урамран тупрӑм тетӗп.

Help to translate

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Е тата: «Пирӗн Ҫтаппан паян урамран сӑран перчетке тупса кӗнӗ… Питӗ те пулӑхлӑ пирӗн Ҫтаппан», — тесе мухтанатчӗҫ.

Help to translate

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Урамран хаваслӑ Кирук чупса кӗчӗ те Пазухина янӑравлӑ сассипе сывлӑх сунчӗ, вара сӗтел ҫине, ашшӗ умне, кӗмӗл укҫа шӑнкӑрт кӑларса хучӗ.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ку ҫӗнӗ хыпара Ҫтаппан урамран тупса кӗчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хирелле каякан вӑрӑм урамран мечӗт урамне те сиксе ӳкрӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗре урамран вӑрласа тартӑмӑр.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed