Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телефонпа (тĕпĕ: телефон) more information about the word form can be found here.
Эс, тен, айӑплӑ та мар пулӗ, анчах темшӗн санпа телефонпа калаҫнӑ чухнех тӗшмӗртрӗм: кунпа пурнӑҫ тӑвасси пулмасть пуль, кун тарас шухӑш кӑна пуль пуҫӗнче терӗм.

Может ты и не виноват, но я ещё когда по телефону с тобой разговаривала, поняла, не получится у нас с тобой ничего, подумала, что у тебя в голове только мысль сбежать.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Телефонпа калаҫать.

Разговаривает по телефону.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Телефонпа усӑ куракансем те пур-ха, ҫук мар.

Есть еще пользующиеся телефоном.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ывӑлне мар, амӑшне шелленипе палланӑ тухтӑра телефонпа шӑнкравласа ыйхинчен вӑратма тиврӗ…

Пожалев мать, а не сына, по телефону пришлось позвонить и разбудить ото сна знакомого врача...

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ.

Вопросы чебоксарцев будут принимать по многоканальному телефону 23-50-06.

Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линийӗ» эрне каярах пулӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22355.html

Компани гендиректорӗ Владимир Ермолаев ку енӗпе «Канмаш» предприяти такӑнтарнине пытармарӗ: «Унпа эпир 5 ҫуртра лифтсем вырнаҫтарса хута яма килӗшӳ тунӑ, укҫине те, 80 миллион тенкӗ, куҫарнӑ. Анчах хуҫипе телефонпа та ҫыхӑнаймастӑп — суда тавӑҫпа тухатпӑр».

Help to translate

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Тӑван йӑмӑкӗпе те час-часах телефонпа калаҫать.

Help to translate

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Пӗр уйӑхра «хӗрӳ лини» ҫине 8/8352/26-11-11 телефонпа шӑнкӑравласа/ 877 шӑнкӑрав килнӗ, вӗсенчен 217-шӗнче волонтерсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма заявка хӑварнӑ.

За один месяц на "горячую линию", позвонив по телефону 8/8352/26-11-11/ поступило 877 звонков, из них на 217-ти при помощи волонтеров оставили заявку на использование.

Цифрӑллӑ телекурав ҫине куҫатпӑр // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/09/%d1%86%d0%b ... bfa%d1%80/

Телефонпа республикӑри ытти хуласене шӑнкӑртаттарса пӑхнӑ.

Попробовали позвонить по телефону в другие города республики.

Упӑте, ашак, качака таки тата упа // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172 с.

Совет салтакӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ май, ентешпе ятарласах телефонпа ҫыхӑнса салтак пурнӑҫне каласа пама ыйтрӑмӑр.

Help to translate

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Эпир 20 ҫула яхӑн ӗнтӗ сотовӑй телефонпа смартфона алӑран ямастпӑр.

Мы уже около 20 лет не выпускаем из рук сотовые телефоны и смартфоны.

Телефонсӑр мӗнле пурӑнӑпӑр-ши? // Н.ДАНИЛОВА. Пирӗн пурнӑҫ

Пӗр икӗ уйӑх ӗҫлерӗ-ха Хӗветут телефонпа.

Help to translate

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ултавҫӑ серепине лексен вара килти телефонпа - 02 е карас телефонӗпе 020 номерпе шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтмалла.

Help to translate

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Сирӗн хваттере е килӗре чӑннипех Чӑвашстатӑн шаннӑ ҫынни пынине 39-78-90 телефонпа уҫӑмлатма пулать.

Help to translate

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫак арҫын ҫӗрле 23 сехет тӗлнелле общество транспорчӗн «ОЖДХ» чарӑнӑвӗнче савнийӗпе телефонпа калаҫса тӑракан 21 ҫулти хӗр патне пынӑ.

Help to translate

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чӑваш Енре ӗҫ ветеранӗсем страховани пенсийӗ илме тытӑннӑ тата вӗсем ӗҫлеме пӑрахнӑ пулсан 1082 тенкӗпе танлашакан уйӑхри укҫа тӳлевне тата телефонпа усӑ курнӑшӑн 50 процентлӑ компенсацине тивӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ытти прокатчикпе телефонпа калаҫнӑ та — Фролов ҫакна пӗлнӗ: тӑватӑ уйӑх каялла ҫак Кавказ ҫынни вӗсен патӗнчен те «Приора» проката илнӗ иккен.

Фролов поговорив с другими прокатчиками по телефону выяснил следующее: оказывается, четыре месяца назад этот кавказец у них тоже взял "Приору" на прокат.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫак кунсенче Красноармейски, Шӑмӑршӑ, Элӗк райадминистрацийӗсен ял хуҫалӑх пайӗсемпе телефонпа ҫыхӑнтӑм.

Help to translate

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Связист пулса тӑтӑм темелле-и? Ҫынсене телефонпа ҫыхӑнтараттӑм, - аса илет чӑваш хӗрарӑмӗ.

Help to translate

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Сӑввине телефонпа шӑнкӑравласа вуласа патӑм.

Стих прочитала позвонив по телефону.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed