Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑша ҫӗкленнӗ самолет аппарачӗсем умӗнче ларнӑ чух шлепке тӑхӑнса каппайланаймӑн, хул хушшине портфель хӗстереймӗн — ӳт-пӗвӗн кашни хӗлӗхӗ хальхаль татӑлас пек карӑнса туртӑннӑ: пӗчӗк йӑнӑш та — вилӗм…
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ирхи сивӗ сывлӑша кӗҫех ӑшӑ сӗт шӑрши тутлӑлантарчӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӗр ватӑ хур ами юлашки вӑйне пухса сывлӑша ҫӗкленчӗ те вӗҫсе кайрӗ, анчах ял еннелле мар, вӑрманалла.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хуп-хура хӑрӑм тусан пек сывлӑша ҫӗкленет, яла пырса кӗрсен ҫарҫыннисен кӑкӑрӗсене хупласа сывлама памасть.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Текех ҫӗртеймӗ ӗнтӗ вӑл Ҫӗр-ӑнне ҫинчи таса сывлӑша.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем, ҫанталӑк улшӑнас енне кайман-ши тесе, каҫхи сывлӑша ват кашкӑр пек тӗрлӗ енчен шӑршла-шӑршла пӑхрӗҫ, анчах чылай хушӑ ӗнтӗ никама ним каласа та савӑнтараймарӗҫ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Иккӗмӗш хутӗнче снарядсем, ирхи сывлӑша ҫурса, пирӗн урлӑ ӳлесе иртрӗҫ те хыҫри вӑрмана ӳксе чӗтретрӗҫ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Сасартӑк ҫак калама ҫук ырӑ тапхӑрта, этем чун-чӗрине ҫунатлантаракан вӑхӑтра, сывлӑша хӑрушла чӗтретсе снарядсем ӳлени илтӗнсе кайрӗ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Чӑнах та, снарядсем умлӑ-хыҫлӑ вӗҫсе килме тытӑнчӗҫ, вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ӳксе ҫӗре кисретеҫҫӗ, сывлӑша тӗтӗм-тусан хупӑрласа илчӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
— Халӗ сӑрт тирне сӗвӗҫ, хамӑра та сывлӑша ҫӗклӗҫ…
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Ҫак шӑплӑх ҫур сехет тӑсӑлчӗ-и е ҫук: сасартӑк сывлӑша ҫурса снаряд килсе ӳкрӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Ун айне ҫитсе ӳкме ӗлкӗрчӗҫ — вӗсен пуҫ ҫийӗпех виҫшерӗн-виҫшерӗн фашистсен самолечӗсем, сывлӑша ҫурса, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннелле шӑхӑрса иртрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Фашистсен самолечӗсем каллех сывлӑша ҫурса вӗҫсе иртрӗҫ, каллех пирӗннисем ҫине бомба тӑкма васкарӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Уҫӑ сывлӑша тарӑннӑн сывла-сывла килелле васкарӑм.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
Ун вӗҫне тухаттӑм ӗнтӗ, йывӑҫ тӑррисем хӑрушшӑн кашласа илчӗҫ, урам варринчи тусан, пӗлет пек, сывлӑша ҫӗкленчӗ, таҫта ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, темӗскер хаяррӑн тӗнкӗртетрӗ, шултра тумламсем пӑт та пат ӳкме тытӑнчӗҫ.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
«Тавах Турра, — сӑхсӑхса илчӗ Алендеев ӑшӗнче, вара, вӗри мунчаран уҫӑ сывлӑша сирпӗнсе тухнӑ пек ирӗккӗн сывласа ячӗ:
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Этеме телее ӗҫпе ҫеҫ туптамаллине аса илтерсе, тӗслӗх кӑтартса, пыл хурчӗсем, сӗрме купӑс сассиллӗн сӗрле-сӗрле, туй-ҫуй сиктере-сиктере, сывлӑша эреш-мерешсемпе тӗрле-тӗрле, виражсем те тукала-тукала, чечек-курӑк ҫинчен пыл, тусан, ҫилӗм пуҫтараҫҫӗ, шӑрка тунисене шӑрка тусанӗсемпе пӗтӗлентереҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Савӑннипе хама, лӑштах ярса, вӗри мунчаран уҫӑ сывлӑша валт кӑна сирпӗнсе тухса таса юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкнӗнех туйрӑм.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ҫирӗктӑррипе вӗршӗн сывлӑша ҫурса, сӑркатса вӗҫсе иртрӗҫ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Акӑ вӑл хӑй пекех ҫурма хӑрӑк шӗшкӗ йывӑҫҫинчен вӑрӑм, пиҫӗлӗхне ҫухатма ӗлкӗреймен турат хуҫса илчӗ, «тӑхӑмӗсенчен» тасатса, унпа арӑмне чӑвӑш! чӑвӑш! чӑвӑшлаттарнӑ пек туса, сывлӑша вӑйлаттарса каса-каса илчӗ, вара тӳсӗмсӗррӗн, ыткӑннӑ пек, шӑмӑрчӑк пит-куҫпа анкарти кӗҫналӑкӗ патнелле лӑнк-ланк, тӑнк-танк, тӑнкки-танкки танклаттарчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.