Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 55 №-лӗ саккунӗн («Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №) 10 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) ятӗнче «Чарусем» сӑмах хыҫҫӑн «тата тивӗҫсем» сӑмахсем хушса хурас; 2) 1-мӗш пайра «Уполномоченнӑя чарусем пырса тивеҫҫӗ» сӑмахсене «Уполномоченнӑй требованисене, пӳлӳсене, чарусене тата тивӗҫсене пурнӑҫлама тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; 3) ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пай хушса хурас: «11.Уполномоченнӑй хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Этем прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 54 №-лӗ саккунӗн («Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ) 10 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) ятӗнче «Чарусем» сӑмах хыҫҫӑн «тата тивӗҫсем» сӑмахсем хушса хурас; 2) ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пай хушса хурас: «11.Уполномоченнӑй хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №;2014, 3, 9, 12 №-сем; 2015, 5, 10 №-сем; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 35 статьяра: а) ҫакӑн пек ҫырса 5.2-мӗш пай хушса хурас: «5.2. Депутатӑн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫыннин, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫыннӑн Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе тата федерацин ытти саккунӗсемпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмалла тата тивӗҫсене пурнӑҫламалла. Депутат, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫын Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен тата ытти ҫынсен тӑкакӗсем тупӑшсемпе тӳр килнине тӗрӗслесси ҫинчен« 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 230-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Уйрӑм категорири ҫынсене Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫма е тытса тӑма, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрама, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсемпе хуҫа пулма тата (е) вӗсемпе усӑ курма чарасси ҫинчен« 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 79 ФЗ №-лӗ саккунӗпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмасан тата тивӗҫсене пурнӑҫламасан, вӗсен полномочийӗсем срокчен вӗҫленеҫҫӗ.»; ӑ) 6.1-мӗш пайра «хӑйсен полномочийӗсене яланхи никӗс ҫинче пурнӑҫлакан» сӑмахсене «муниципалитет должноҫне йышӑнакан ҫынна» сӑмахсемпе улӑштарас; 2) 62 статьян 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче« федераци бюджетӗнчен е Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑракан субвенцисемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан» сӑмахсене «тӗллевлӗн уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсемпе, бюджет кредичӗсемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан, Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн ытти бюджечӗсенчен илекен бюджетсем хушшинчи трансфертсене, бюджет кредичӗсене паракан условисене пӑссан» сӑмахсемпе улӑштарас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Юлашки тапхӑрта Раҫҫейре ҫеҫ мар, Чӑваш Республикинче те меланома чирӗпе аптракансен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ.
Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
2015 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 661 пин хӗрарӑма шута илнӗ, вӗсенчен 414 пинӗшӗ - хулара, 247 пинӗшӗ ялта пурӑнать.
Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Те вӑрҫи Раҫҫейшӗн иртнӗрен, те хӑйсене Чӑваш Республикинче курманран (сӑмах Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм тӑрӑхӗ пирки пырать), тӑван республикӑн ялавӗ те кунта пулмалли пирки пуҫӗсене кӗмен пулас.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html
Чӑваш Республикинче 2014-2017 ҫулсенче кадет вӗренӗвне аталантармалли «ҫул карттине» ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Хаксем енӗпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусем тӑрӑх граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен хаксем Чӑваш Республикинче 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑтамран 3,9 процент чухлӗ ӳснӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
2014 ҫулта Чӑваш Республикинче пӗр вӑхӑтлӑха 25 пин тонна ытла пурлӑх йышӑнма пултаракан ҫӗрулмипе пахча ҫимӗҫ упрамалли 10 хранилище тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ 5 пин те 692 ҫамрӑк Афганистанра ҫар службинче тӑнӑ.Из Чувашской Республики 5 тысяч 692 молодых ребят несли службу в Афганистане.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№