Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑн асатте Берлина ҫитнӗ, нацистла Германин тӗп хулине илме хутшӑннӑ.
Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Александр Хохлов 1905 ҫулта Хӗрлӗ Чутайра ҫуралнӑ, вӑрҫа 1942 ҫулта кайнӑ, тӑшманпа ҫапӑҫса Берлина ҫитнӗ.
Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06
«Манӑн атте Берлина ҫитмен пултӑр, ҫапах вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулине тӑшманран хӳтӗленӗ, Мускав хулине ирӗке кӑларнӑ чухне паттӑрлӑхпа, хӑюлӑхпа палӑрнӑшӑн ӑна медальпе наградӑланӑ», - тет хӗрӗ Нарспи Корниловна.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
«Унӑн варринчи ҫуртсенчен нумайӑшӗ ишӗлсе-арканса пӗтнӗччӗ. Хула хӗрринче чиперех лараканнисем те, 1-2 хутлисем, пурччӗ. Вырӑнти халӑх пирӗнпе тӗл пулсан хирӗҫместчӗ. Ун чухне пирӗн салтаксене поход кухнисенче апат ҫитеретчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн яшка ҫиес тесе черетре нимӗҫсем те тӑратчӗҫ: малта — ачасем, хыҫалта — аслисем. Нимӗҫ халӑхӗ те вӑрҫа пула выҫӑпа аптранӑ ҫав», — чунне уҫрӗ «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Берлина ҫӗнтернӗшӗн» тата ытти медале тивӗҫнӗскер.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№