Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗм алӑкӗ хӑвӑрт уҫӑлчӗ, ӗнерхи информаторпа тата икӗ ҫын кӗчӗҫ: пӗри хура кӗпеллӗ, шурӑ пиҫӗххи ҫыхнӑ, мӑйӑхлӑ сарӑ ҫын, тепри — сухалне хырнӑ кӑнтам пысӑк ҫын.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫакӑн пек хӑрушӑ вырӑнтан, виҫӗ сехет хушши бомба пӑрахса тӑнӑ ҫӗртен, тухса кайнӑ чух ҫын тени мӗн тери хавасланнине ахаль ҫын, кун пек вырӑнта пулса курман ҫын, тавҫӑрса илме те пултарайрас ҫук.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн хитре мар, лутра ҫамкаллӑ сӑн-питне пӑхсан, вӑл ӑс тӗлӗшӗнчен пултаруллӑ ҫын мар иккенне, ҫав хушӑрах вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тӑвакан тӳрӗ ҫын, йӗркеллӗ пурнӑҫпа пурӑнма ӗмӗтленекен ҫын иккенне куратӑн.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑйне хӑй ытла ирӗккӗн тыткалать, хӑлаҫланать, хыттӑн калаҫать, кулать, ҫакна кура эсир ӑна малтанах сӗмсӗр те пуҫтах ҫын вырӑнне хуратӑр, анчах кайран ку ҫынра халь тесен халь, хӑть мӗнле пулсан та, ҫапӑҫӑва тухас кӑмӑл тапса тӑнине тавҫӑрса илетӗр, хӑрушлӑха чӑтса ирттернӗ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем час та часах ҫавӑн пек кӑмӑлла пулса каяҫҫӗ; ҫапах та эсир, ку ӗнтӗ 4-мӗш бастионра бомбӑсемпе пульӑсем канӑҫ паманни ҫинчен каласа пама тытӑнать, тесе шухӑшласа илетӗр: ҫук, ун ҫинчен мар-мӗн!
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑвӑра алӑк патӗнчех чарса тӑратма пӑхакан сисӗм-туйӑмӑра ан ӗненӗр, — аван мар сисӗм-туйӑм вӑл, — тӳрех малалла иртӗр, эпӗ асапланакан ҫынсене курма ҫеҫ килнӗ вӗт-ха тесе, именсе ан тӑрӑр, вӗсем патне пырса калаҫма ан именӗр: телейсӗр ҫынсем хӑйсене хӗрхенекен ҫын сӑнне курма юратаҫҫӗ, хӑйсем мӗн тери асап курни ҫинчен каласа пама, хӑйсене шеллесе, юратса каланӑ сӑмахсене итлеме юратаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кунти ҫынсем хушшинче эсир, темӗн чухлӗ сӑнаса пӑхсан та, хӑй хыпӑнса ӳкнине е ҫухалса кайнине палӑртакан сӑн-питлӗ ҫын пуррине кураймӑр, сӑнран пӑхсан вӗсем хушшинче хастарлӑ та пуҫаруллӑ, ҫапӑҫӑва кӗрсе вилме хатӗр ҫын пуррине те кураймӑр эсир.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах ун ҫинче ларса пыракан ҫынӗ ӗнтӗ ӗлӗкхи мар, пуҫне касса илнӗ вилӗ ҫын мар, Морис-мустангер, хӑй суд аллине тытса пама тӑрӑшнӑ ҫын.Но седок у него не тот, что раньше, не обезглавленный труп, а Морис-мустангер.
ХСVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл хӑй ӑшӗнче ҫав тӗлӗнмелле ҫынпа темле пит интересленсе кайнине туйнӑ, — Луиза Пойндекстер хӑй таврашӗнчи суйланӑ обществӑра хирӗҫ пулакан мӗнпур ҫынсенчен те ҫав ҫын пит уйӑрӑлса тӑнӑ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ӳсӗрӗлсен, культурӑллӑ ҫынсем те ҫын сӑнне ҫухатаҫҫӗ те, тискер ҫынсемпе эрех мӗн тунине эпир шухӑшласа илме кӑна пултаратпӑр!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку таранчченех ҫын ҫиекен йӑхсенче ҫын шӑлӗ те укҫа вырӑнӗнче — ярмаркӑра ҫын шӑлӗсенчен тунӑ шӑрҫа ярӑмне мӗнле те пулин туземец мӑйӗ ҫинче курма пулать, — ку ҫынни ҫав шӑлсен хуҫисене, тен, хӑех ҫисе янӑ пуль, — анчах юлашки ҫулсенче кун пек укҫапа усӑ курма пӑраха пуҫларӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах Костя питӗ асӑрхануллӑ ҫын: кашни ҫынах хӑйсен кӑвайчӗ патне ямасть — кам пӗлет, темле ҫынсем вӗсем!Костя был осторожен и не каждого подпускал к огоньку — кто знает, что за люди!
34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Виҫҫӗр ҫын яхӑн тесе эпӗ «чуххӑмӑн» кӑна илсе калатӑп, мӗншӗн тесен йӗлтӗрсем тӑватӑ ҫӗр мӑшӑра яхӑнах пулчӗҫ, ҫитменнине тата вӗсем миҫе ҫын пулнине эпир ялти ҫынсенчен те, никамран та ыйтса пӗлеймерӗмӗр.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Кашни ҫынах хӑй ӗҫне хисеплеме пӗлет, анчах унсӑр пуҫне тепӗр ҫын ӗҫне те уяма пӗлмелле — шӑпах ҫакӑнта курӑнать те ӗнтӗ ҫын культурин шайӗ.
Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кондуктор — ҫынсене пӑхма уйӑрнӑ ҫын, ҫавӑнпа ҫынсемпе унӑн лӑпкан та сӑпайлӑн калаҫмалла.
Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ан тив, вӑл унта ҫын хушшинче ҫапкаланса ҫӳретӗр, вырӑсла калаҫма вӗрентӗр, ҫынсене куртӑр, пурнӑҫра хӑй ӑҫта та кам иккенне пӗлме хӑнӑхтӑр, ытти ҫынсемпе пӗрле кунҫул таппине кӗрсе пиҫӗхтӗр.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйне хисеплекен ҫын вӑрҫакан ҫынсемпе калаҫмасть, ӳсӗр ҫынсем каланӑ кӳрентерекен сӑмаха илтмӗш пулать.Уважающий себя человек игнорирует ссорящихся и оскорбительные для себя замечания пьяных.
Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пухӑннӑ ҫынсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ ватӑ ҫын пур пулсан, мӑшӑрне ал тытмаҫҫӗ, арҫынсене алӑ тытма ҫак ватӑ ҫынран пуҫлаҫҫӗ.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Килнӗ ҫын унти ҫынсене малтан хӑй сывлӑх сунать, каякан ҫын та юлакансемпе хӑй малтан сывпуллашать.Входящий здоровается первым с присутствующими, а уходящий первым прощается с остающимися.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫын хӑйне мӗнле тытасси йӗри-таврари ҫынсенчен, ҫын хӑй мӗн ӗҫ тунинчен, мӗнле тум тӑхӑннинчен килет.Манера держаться зависит от окружения, от того, чем человек занимается и как он одет.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫын кӑмӑлӗн начар енӗсем ҫын хӑйне обществӑра е ҫывӑх ҫынсемпе начар тытассин сӑлтавӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Начар енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.