Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытмалла (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Яланах асра тытмалла: пулӑ мӗнле шывра пурӑннӑ, хуранра та ҫав шывах пулмалла, — ӑнлантарчӗ Капранов.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавна асра тытмалла, голубчик, — куҫлӑх ҫийӗн пӑхрӗ профессор.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавна пулас врачӑн ялан асра тытмалла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӑрса арӑмӗ упӑшка ҫук тесе улансене ҫӗр выртма хӑвармарӗ, хуҫа ҫук чух кӑшт иртӗхме ӗмӗтленнӗ улансемпе иҫниксен вара каҫа хирӗҫ Ураккасси ялне ҫул тытмалла пулчӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫӗ лашана ака туй валли ҫӳретме тытӑнмалла, виҫӗ урхамахшӑн унӑн, тарҫӑ вырӑнӗнче шутланакан ахаль тӗкӗрҫӗн, явап тытмалла.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗрме купӑса ӑна кашни кун тытмалла, кунсерен каламасан ал хытать, сӗркӗч итлеме пӑрахать.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Анне валли пулчӗ ӗнтӗ, хам валли мӗн те пулин тытмалла», — терӗ вӑл ӑшра.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Такам та вӗрлӗк тытмалла: мӗнле асаппа тиха ӳстертӗмӗр пулать те, вӑл ӑна мӑшкӑлласа илсе тухса каясшӑн.

Help to translate

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗс, пирӗн халӗ хӑлхана ҫивӗч тытмалла.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн «ентешлӗх» тумалли шухӑшпа килӗшрӗҫ тӑваттӑш те, Чӑваш облаҫӗпе тачӑ ҫыхӑну тытмалла терӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сан медаль пур, экзамен тавраш тытмалла мар.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Часах аттестат илмешкӗн экзаменсем тытмалла пулать.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушӑн, гимназинче ҫеҫ мар, музыка училищинче те экзаменсем тытмалла.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гимназирен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмсене аслӑ шкула кӗме ҫук: арҫын гамназийӗнче сакӑр ҫуллӑх программӑпа зкзамен тытмалла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ман шӑллӑма, Павлика, Хусана илсе пыраҫҫӗ ыран, унӑн гимназие кӗме экзамен тытмалла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ревершӑн пулсан, Яка Петӗр никам та мар: ун умӗнче Эльгеев ответ тытмалла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ӳснӗ хӗре сӑнчӑрласа усраймӑн, пӗчӗклех хытӑ тытмалла пулнӑ, — тесе йӑпатрӗ хӑйне-хӑй.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ӑнланать Эверкки: мольберт умне тӑмалла унӑн, хӑйне алла илсе, вӑя пӗр ҫӗре чӑмӑртамалла, чӑрмантаракан пӗтӗм йӑх-яха айккинелле сирмелле те алла сӑркӑҫ тытмалла.

Help to translate

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Хамӑр хушӑри сивве ачасене кӑтартас марччӗ. Вӗсене шӑнтас марччӗ. Эппин, хӑюллӑн шут тытмалла манӑн».

Help to translate

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах хальхи ставкӑшӑн манӑн — аптӑрамаллах мар карӗ: тӑватӑ теҫетке те улттӑ; джокер Стерсра пулма пултарать, ҫавӑнпа та хӑлхана ҫивӗч тытмалла.

Но на ту ставку у меня было сносное каре: четыре десятки и шестерка; джокер мог быть у Стерса, поэтому следовало держать ухо востро.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed